Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳрес (тĕпĕ: кӳр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Радиотехникӑпа радиовещани ӗҫне хӑвӑрт аталантарас тата вӗсемпе халӑха ытларах усӑ кӳрес тесе Владимир Ильич чылай декретсем йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Пурнӑҫра пӗрин ирӗкне ҫеҫ парӑнни, теприн кӑмӑл-шухӑшне хисеплеменни телей кӳрес ҫук.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата санран, хальччен хулара пулса курман, хӑйсемех инкеке кӗртнӗ ҫынран, кулни вӗсене чыс кӳрес ҫук, — терӗ те Матӗрне ури ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗнле майпа? — ӗненмесӗр кулса илет Ӑраман ҫак шӑркалчӑсем уншӑн нимле усӑ та кӳрес ҫук пек туйса.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

— Сиен кӳрес текенсем темшӗн тупӑнсах пыраҫҫӗ тата! — тарӑхать Ванюк.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Палӑртнӑ пур вырӑнта та хӑтлӑх кӳрес енӗпе пӑхса хунӑ ӗҫсене пахалӑхлӑ пурнӑҫласса, хӑтлӑ вырӑнта пурӑнма тата лайӑхрах пуласса шанатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑ вырӑнта пурӑнма та лайӑх // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1108- ... -ta-laj-kh

Унта пурӗ 10 урампа обществӑлла 4 вырӑн кӗнӗ, урамсен инвентаризацине пурнӑҫланӑ, хӑтлӑх кӳрес енӗпе пурнӑҫламалли ӗҫсен переченьне те (ҫӗнӗ ача площадкисем вырнаҫтарасси, урамри ҫутӑсене улӑштарасси, автомобиль стоянкисене кӗмелли вырӑнсенче ӗҫсем пурнӑҫласси…) палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑ вырӑнта пурӑнма та лайӑх // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1108- ... -ta-laj-kh

Ҫавӑнпа ӗнесене ҫӳретни нимӗн чухлӗ те усӑ кӳрес ҫук.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак тавралӑха хаваслӑх, савӑнӑҫ сӑнӗ кӳрес килет.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Стройкӑран редакцие ун пек ҫыру пыни, паллах, илем кӳрес ҫук пире, ҫапах та ҫыру авторӗсене тав тӑвасси ҫеҫ юлать.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Раҫҫей вӑй-хӑватне ытларах та ытларах витӗм кӳрес тесессӗн, ҫӳлерех палӑртнӑ сферӑсене тата та хӑватлӑрах аталантарса пыма тӑрӑшмаллине каланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Марий Элпе калаҫса килӗшнисене пурнӑҫа кӗртетпӗр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/mari ... rtetpr-ten

Ҫынсене пысӑк телей кӳрес тесен, чи малтан ху ҫинчен уҫҫӑн шухӑшласа ҫитерес пулать…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Республикӑри пысӑк предприятисемпе организацисенче ӗҫлекенсене чӑрмав кӳрес мар, вӗсен вӑхӑтне перекетлес тата ӗҫлекен халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес тӗллевпе кӑҫал ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче яланхиллех пулакан пысӑк уява ирттерессин форматне улӑштарма йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫу уявӗн мероприятийӗсене урӑх форматсеме йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/13/cu-u ... eme-jrkelc

— Пике-хӗр тупса парне кӳрес пулать санӑн, ӑнланатӑн-и? — вӗрентрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шыврине парне кӳрес пулать, унсӑр сан ӗҫӳ тухас ҫук, Савантер, — шӑлсӑр ҫӑварӗпе чарӑна пӗлми калаҫрӗ карчӑк.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ырӑ ҫынна ырлӑх, ай, кӳрес мӗн, Усал ҫынтан тарса, ай, каяс мӗн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑхӑрӑҫӗ шелех мар, анчах шӑрҫа ярӑмӗ Парне кӳрес тенӗ чух пулчӗ вӑрӑ харамӗ — Ак мӗскер ӑш-чик кӳллентерет, Ҫилӗме шӑнарайми ҫиллентерет!

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пирӗн округри ҫынсен пурнӑҫне хаваслӑх кӳрес, канӑвне усӑллӑ та интереслӗрех йӗркелес тӗлӗшпе 25 культура ҫурчӗ, 7 клуб ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Хӑйне евӗр транспортпа ҫавӑн пекех нефтьпе газ промышленноҫӗнче, аякри районсене васкавлӑ пулӑшу кӳрес тесе хӑвӑрт ҫитме е строительство секторӗнче тӗрлӗ пулӑшу ӗҫӗсене тумашкӑн усӑ курма пулать.

Необычный транспорт можно также использовать в нефтегазовой промышленности, для доставки экстренной помощи в отдаленные районы и даже для поддержки строительного сектора.

Абу-Дабире ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма вӗҫӗкен мотоцикл хута янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34551.html

Ӗҫе ӑнӑҫлӑ тӑрланӑ ятпа ӳт-пӗвӗме пӑртак лӑш парас, чун-чӗрене канӑҫлӑх кӳрес килчӗ: хулари хӑш-пӗр паллӑ вырӑнсене ҫитсе куртӑм, пур-ҫук укҫана типӗтсе ҫак хула ҫинчен асӑнмалӑх пӗр-ик алӗҫ япали туянтӑм, пасарта хӗвел ҫинче кӑвӑртнӑ пулӑпа та, ытти анӑш-тӑнӑшпа та тӑкӑнтӑм, вара «киле» таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех