Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳлсе (тĕпĕ: кӳл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сергей пичче, — терӗ вӑл куллине пытараймасӑр, — Савва Нестерович хӑҫан тачанка кӳлсе килмеллине ыйтса пӗлме ячӗ.

— Дядя Сергей, — сказал он, — Савва Нестерович послали меня узнать, когда подавать тачанку.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӗвелҫаврӑнӑш е кукуруза хушшинче ҫум ҫумлакан машинӑсем ҫӳреҫҫӗ, вӗсене пӗр лаша е мӑшӑр вӑкӑр кӳлсе янӑ та, ҫамрӑк ачасем хӑваласа пыраҫҫӗ.

По рядкам подсолнуха или кукурузы ходили полольники, запряженные либо одной лошадью, либо быками, с погонычами-мальчуганами, сидевшими на ярмах.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӑстайлӑ Никитич лаша кӳлсе пӗтерчӗ те, Григорий ҫине курайманлӑхпа чалӑшса пӑхса, кивӗ хӑла рысака крыльца патне ҫавӑтса пырса тӑратрӗ.

Степенный Никитич кончил запряжку и, неприязненно косясь на Григория, подвел к крыльцу старого серого рысака.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Никитича рысак кӳлсе тӑратма хушрӗ те ирхи апат турӗ, унтан Вешенскине тухса вӗҫтерчӗ.

Он велел Никитичу заложить рысака в дрожки, позавтракал и укатил в Вешенскую.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пӗрне кӑна кӳлсе килмеллеччӗ.

— Ехал бы на одной.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эсӗ мӗн кӳлсе килтӗн, атте? — ыйтрӗ Григорий.

— Ты на чем приехал, батя? — спросил Григорий.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кала, кӳлсе хатӗрленӗ! — кӑшкӑрчӗ Григорий крыльца ҫине чупса тухнӑ дворовой хӗре.

— Скажи, что подано! — крикнул Григорий выбежавшей на крыльцо дворовой девке.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий Шибайӑн чӗлпӗрӗнчен уртӑнчӗ те ӑна витерен ҫавӑтса тухрӗ, васкаса кӳлсе тӑратрӗ.

Повиснув на поводе, Григорий вывел его из конюшни, торопясь запряг.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хулара ҫӳремелли йышши ҫӑмӑл ҫунана Орловски ӑрат тимӗр-кӑвак рысака Шибая кӳлсе ҫӳреҫҫӗ.

В легких городских санках ходил серый, в яблоках, орловский рысак Шибай.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лашине кӳлсе купа патне пыриччен Аксинья аяккалла шуса тухнӑ та чупса ҫитнӗ Григорий ҫине шыҫӑннӑ, темле хӑйӗнни пек мар пулса кайнӑ куҫӗсемпе нимӗн ӑнланаймасӑр шӑтарса пӑхрӗ те татах йынӑшса ячӗ.

Пока запряг и подъехал — Аксинья отползла в сторону, стала на четвереньки, воткнув голову в ворох пыльного ячменя, выплевывая изжеванные от муки колючие колосья.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мирон Григорьевич, лӑш курмасӑр тенӗ пекех, акана хатӗрленет, кун каҫипех сарайӗнче тӗрмӗшет, сӳре шӑлӗсем савалать, Гетькӑпала пӗрле ҫӑмӑллӑн кӳлсе ҫӳреме икӗ стан ҫӗнӗ урапа туса лартрӗ.

Мирон Григорьевич исподволь готовился к пахоте, пополневшими днями возился под навесом сарая, тесал зубья к боронам, вместе с Гетьком делал два новых колесных стана.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эсӗ ӑна тӑтӑшрах кӳлсе ҫӳре.

— Ты его почаще проезжай.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич, ывӑлӗсене кӗтсе илеймесӗр, ватӑ вӑкӑрсене кӳлсе, пуринчен малтан тухса кайрӗ, Петропа Григорий, тӑрса юлса, ун хыҫҫӑн тухрӗҫ.

Пантелей Прокофьевич, не дождавшись сыновей, первый поехал на старых быках, Петро с Григорием, поотстав, выехали следом.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич лашасем кӳлсе тӑратрӗ, ут хатӗрӗсене тирпейлӗн тӳрлетрӗ.

Пантелей Прокофьевич запряг лошадей, заботливо оправил упряжь.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Виҫҫӗмӗш кунне Сергей Платоновича утсене ӑмӑртса чуптарнӑ чух кӳлмелли урапана — дрожкӑна тимӗр-кӑвак ӑйӑрне кӳлсе пачӗҫ те, вӑл, хӑйне хирӗҫ пулакан казаксене чыслӑн та мӑнкӑмӑллӑн пуҫ тайса, станицӑна вӗҫтерчӗ.

На третий день заложили Сергею Платоновичу в беговые дрожки серого в яблоках жеребца, укатил в станицу, важно и недоступно кивая головой встречавшимся казакам.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лашасем кӳлсе тӑракан Христоня ӑна шеллерӗ.

Христоня, запрягавший коней, пожалел ее:

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Асту, сана хӑвна кӳлсе ямалла ан пултӑр.

— Как бы я тебя не подпрег.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лашасене те самӑр тытмалла, хушнӑ вӑхӑтра кӳлсе пымалла, ҫитес ҫӗре командира вӑхӑтра ҫитермелле, сакӑлтаклӑ ҫӗрте ӳкерсе хӑвармалла мар, ҫул ҫинче, ӑна кичем ан пултӑр тесе, сӑмахлама пултармалла.

И лошадей содержать в теле, и подать их вовремя, и довезти командира в срок куда следует, и не вытряхнуть его на ухабе, и побеседовать в дороге, чтобы не скучно ему было.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл лаша кӳлсе хатӗрленсе тӑма хушма Петьӑна хӑй коновочӗ патне ячӗ те Танюша валли ҫырма пуҫланӑ ҫыруне ҫырса пӗтерме ларчӗ.

Он немедленно отправил Петю сказать коноводу, чтобы запрягал лошадей, а сам сел дописывать письмо Танюшке.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Игнат Савельевич хӑйӗн кабинетӗнче кӑнтӑрла пулнӑччӗ, кайран тачанка кӳлсе кайрӗҫ те каҫхине кунта пуласси ҫинчен каламарӗҫ…

— Игнат Савельич были в своем кабинете днем, а потом уехали на тачанке и вечером быть не обещали…

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех