Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтессине (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫсем сине хулари пек тӑваткӑл, кӗтессине тӗрленӗ тутӑр ҫыхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫӗпритун кӗрӗкне тӑхӑнчӗ те ҫенӗк кӗтессине тухса пытанчӗ, хӑмасем хыҫӗнчен вӑрттӑн сӑнаса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӳлмеке тултарса, ҫатмапа витет те чул лаҫҫи кӗтессине чавса пытарать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вар тӑрӑх шӑвӑна-шӑвӑна, пӗр мунча тӗлне ҫитрӗ Эрхип, вӗрлӗк карта урлӑ каҫса, ял вӗҫӗнчи пӳрт кӗтессине лӑпчӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӳрт кӗтессине ҫитсен, ӑна тепӗр ҫынни ярса тытрӗ те сасӑ кӑларма ӗлкӗриччен ҫӗре пӗтӗрсе ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ, турӑш кӗтессине тӑратӑп та сана кӗлтума тытӑнӑп.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑваткал тутӑр кӗтессине Кам ҫырнӑ-ши кранташпа?

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку ача ӑна тӗнчен тӗттӗм кӗтессине ҫутатма шӑтса ӳснӗ чечек пек туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хреҫҫи ыран-паян тӑхӑнмалли япалисене пӗр ҫыхха пуҫтарчӗ, турӑш кӗтессине пырса тӑрса виҫӗ хутчен сӑхсӑхрӗ те урӑх пӗр сӑмах чӗнмесӗр, хӑй аллипе ҫӗкленӗ, илем кӳнӗ кил-ҫуртран тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Кивелнӗ, — терӗ ҫӳҫӗ шурала пуҫланӑ арҫын, унтан ман заметкӑн ҫӳлти кӗтессине «КАЙМАСТЬ, АРХИВА» — тесе ҫырса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.

Эпӗ хӗрри таран тулли витрене васкамасӑр туртса кӑлартӑм та тарасан чул пури кӗтессине асӑрханса лартрӑм.

Медленно вытащил я полное ведро и надежно поставил его на каменный край колодца.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Унӑн сӑнӗ тӗксӗмленсе салхуланчӗ, вӑл будкӑн инҫерехри кӗтессине вырнаҫрӗ те, ҫил пыра-пыра силлекен алӑк ҫине шиклӗн пӑхса, ҫил ӳленине итлесе, вӑл вӑйсӑрланнӑ пек туйӑнсан кӑшт кӑна хавасланнӑ пек пулса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Юлашкинчен, ӑна вӗҫсе хӑпармалли вырӑн тӗлӗнче курсан, ун патне пычӗ те ҫакӑнта, аэродромӑн инҫетри кӗтессине, хӑйсене никам та кансӗрлеме пултарайман ҫӗре ҫавӑтса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Володьӑпа Оля хӑйсен тенкелӗн кӗтессине ҫирӗп сыхласа тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен, тен, кӗтӳ кӗтессине йӑлтах автомат туса пырӗ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Энтрей татах сулса янӑ, анчах лектереймен, арӑмӗ пӑрӑнма ӗлкӗрнипе чышки чӑланти шкап кӗтессине ҫитсе ҫапӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Укахви амӑшӗ чӑтаймарӗ, нӑшӑклатса илчӗ те саппун кӗтессине ҫӗклесе тутине хупларӗ, унтан унӑн куҫҫуль витӗр каланӑ сӑмахӗ илтӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Варвари инке пӗр кана чӗнмесӗр ларчӗ те тутӑр вӗҫӗпе куҫ кӗтессине шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Нӳхрепне ыттисем пек сарайне мар, ҫав карта кӗтессине чаврӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Пӗррехинче Тимуш (Укаҫпа Хветура фермӑраччӗ, виҫҫӗшӗ те фермӑра сурӑх пӑхаҫҫӗ вӗсем — Укаҫ та, Хветурапа Верук та) пӳрте кӗчӗ те — Верук урай варринче чӗркуҫленсе тӑрать, сӗтел кӗтессине пӑхса, пуҫҫапса сӑхсӑхать.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех