Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтессине (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫлӑх, куҫӗпе арҫынна тирӗнсе, пӗр авӑк шанк хытса ларчӗ, унтан пӳлӗмре сывлӑш йывӑрланса, пӑчӑланса, кӑкӑрне пӳлнӗ пек, пиншакӗн тӳмисене вӗҫертрӗ, кӗпи ҫухавине ярханах ячӗ, тинех хускалса илчӗ те сарлака тутин сулахай кӗтессине йӗкӗлтевлӗ — йӗплӗ кулӑ хылчӑкӗсем купаларӗ:

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Вӗсем урам кӗтессине пырса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Чӑвашра ҫуралнӑ хурҫӑ ут ҫӗршывӑн пур кӗтессине те саланӗ ак, чӑваш чапне ҫӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Митюк тутин сулахай кӗтессине чалӑштарса илчӗ, пӗр супка чӗнмесӗр ларчӗ, вара веле-селе сас кӑларчӗ:

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ӑпӑр-тапӑр ӗҫ вӗҫленсен, Марине пӳрт кӗтессине пытарса хунӑ теттисене туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Пӗкӗрӗлсе тӑнӑ мастер шӑп ҫак вӑхӑтра шӑвӑҫ кӗпҫен кӗтессине туса пӗтерчӗ.

Согнувшись, мастер заканчивал и это время колено трубы.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тит Фомич сӗтел кӗтессине чавсаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

Пурте пухӑнса ҫитсен, колхоз председателӗ сӗтел кӗтессине шаккаса илчӗ те сӑмахне пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

Сӗтелӗн пӗр кӗтессине кашӑкпа ҫӑкӑр чӗлӗ хучӗ:

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна, пӳрт кӗтессине тайӑнса упӑшкине кӗтсе тӑраканскер, Ҫтаппана курса, хурлӑхлӑн макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаша раща кӗтессине кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Хамран ыйтмасӑр ниҫта та ан тухӑр!» — хытарса хӑварчӗ те Тарье, хӑй ҫавӑнтах крыльца алӑкне шал енчен сӑлӑп ярса питӗрчӗ, картишне чупса анса, Чикана сӑнчӑртан вӗҫертсе ячӗ, хапха питӗрӗнчӗк тӑнине пырса тӗрӗслерӗ, хӑй кӗлет кӗтессине кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй вара Хветутпа арӑмне турӑ кӗтессине, чи хисеплӗ вырӑна, лартрӗ, хӑналама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Уҫӑп юррине юрлатӑр, — терӗ те Сергей пӳлӗмрен тухрӗ, урам кӗтессине ҫитсен, тӑпах чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак вӑхӑтра тепӗр пӑр катрамӗ, хӑяккӑн-хӑяккӑн сулӑнкаласа, Хветут картишӗ еннелле пӑрӑнчӗ, мӑн кӑкӑрӗпе вӗрлӗксемпе ҫил хапхана ҫӑмӑллӑнах лучӑркаса ватса, темле кӑна пӳрт кӗтессине ватмасӑр, урама йӑтӑнса тухрӗ, йывӑррӑн ҫаврӑнкаласа илчӗ, унтан, Сахар хуҫаран сехӗрленсе ӳкнӗ пек, кӑмӑлсӑррӑн Паласалла шуса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ахтупай ман хӗр пӑхас вӑхӑтсем тахҫанах иртсе кайнӑ терӗ те улӑх пӗр кӗтессине, паттӑрланса кӗрешекенсем патне пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вунӑ ҫул тыткӑнра пурӑнса куҫҫулӗ те типсе ларнӑ пуль хӑйӗн, ҫапах ялан йӗрет, тутӑр кӗтессине куҫӗ тӗлӗнчен илмест.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ пусӑ хапхи патӗнче хамӑр карта кӗтессине тӑнӑ та, таптаса каясран шикленсе, вырӑнтан та тапранмастӑп.

Куҫарса пулӑш

Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте чӗлӗмне, кӑмака сакки кӗтессине шаккаса, йӗм кӗсйине чикрӗ те: — Укҫа ҫук пирӗн, — терӗ, — пӗр пус та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепӗр кун эпӗ урама тухсанах ман пата Анук чупса пычӗ Эпир иксӗмӗр те пирӗн пӳрт кӗтессине шӑт хӗсӗнсе лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех