Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпир, чӑваш салтакӗсем, пурте Чӗмпӗрте вӗреннӗскерсем, пӗр аллейӑна, улах кӗтесе, тухса лартӑмӑр…
XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Хор юрлама чарӑнсан, аслӑ та ҫӳллӗ чиркӳре ытарма ҫук таса, илемлӗ сасӑ, пӗччен ача сасси, янӑраса кайрӗ; ян сас кашни кӗтесе кӗрсе тухса, мӗн пур эреше, турӑша, стенасене, ҫӳллӗ маччана ҫапӑнса саланчӗ, кашни ҫын чӗринче чи ачаш, чи ҫепӗҫ туйӑмлӑ хӗлӗхсене хускатрӗ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Кашни кӗтесе хӑвӑн ҫитсе курмалла, кӳршӗ колхоз председателӗ Шамраев пек каласан, йытӑ урипе чупмалла, — терӗ вӑл кӑмӑлсӑррӑн.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Хӗрсем тимӗр кӑмакана пӗр кӗтесе, сӗтеле тепӗр кӗтесе шутарса лартрӗҫ те ташлама тытӑнчӗҫ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Эпир Хӗрлӗ кӗтесе кайрӑмӑр.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Унта мӗнле пулассине халех куратӑп ӗнтӗ: пысӑках мар хӗрлӗ кӗтесе халӑх лӑках тулать, ҫыннисенчен ӑвӑс хуппипе чӑрӑш сухӑрӗн ырӑ шӑрши кӗрет.
Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.
Черккесемпе вазӑна, графина пӗр кӗтесе пуҫтарса, Николай Иванович хӗре хӑй ҫумне лартрӗ те чылайччен ӑнлантарчӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
— Ытла каҫа юлас мар! — шавлӑн калаҫса илчӗҫ те кӗнчелеҫҫисене тӗпелти кӗтесе тӑратрӗҫ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Виҫӗ кӗҫӗн хӗрӗ пӗр кӗтесе хӗсӗнсе макӑрма тытӑнчӗҫ.
XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сергейпе Хрестук алӑк еннелле ҫаврӑнсан, Сахар, кӑшт аяккарах пӑрӑнса, тӗттӗм кӗтесе пытанса тӑчӗ.
Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Акӑ вӑл вырӑнӗ ҫинчен асӑрханса тӑчӗ, кӗсйинчи электрохунарне тытса пӑхрӗ, пӗр сасӑ тумасӑр ерипен картишне тухрӗ, подвал алӑкӗн ҫӑрине уҫса кӗчӗ, шалтан ҫаклатса, хунарӗпе ҫутатрӗ, алӑк хыҫӗнчи тимӗр кӗреҫене илчӗ те тӗрлӗрен пичкесемпе ещӗксем хушшипе хӗсӗнсе, малалла иртрӗ, тепӗр енчи кӗтесе ҫитсен, чӗркуҫҫи ҫине кукленсе ларчӗ.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пуп унталла-кунталла пуҫ ывӑтрӗ, аякри кӗтесе йӑпшӑнса тӑнӑ комсомолецсене курсан, вара тӳрех ҫапла пуҫларӗ:
Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кӗлӗ пуҫланас умӗн унта Уҫӑппа тепӗр тӑват-пилӗк комсомолец пырса кӗчӗҫ, тӗттӗмрех кӗтесе пытанса тӑчӗҫ.
Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Акӑ, кӗтесе хӗсӗнсе тӑнӑ иккен Сергей.
Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Маттур, маттур, ҫи, ҫи, — тесен тин кушак пулла кӗтесе илсе кайрӗ те шатӑртаттарса ҫиме пуҫларӗ.
Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Тӗрӗс, Тукай ӗмпӳ, — терӗ Иливан кӗреҫине кӗтесе тӑратса.
12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Атӑл тӑрӑхӗнчи вӑрмансем урлӑ, ял-ял витӗр тата темиҫе кун утрӗҫ Тукай ҫыннисем тӑван кӗтесе ҫитсе ӳкиччен.
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ах, мӗнле ҫитмелле-ши кун пек асаппа тӑван кӗтесе, пурнӑҫа мӗнле юсаса ямалла-ши?
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӑна кӗтесе стена ҫумне ҫапса лартнӑ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Ырӑ турӑ, ырӑ тур амӑшӗ, пӳлӗхҫӗ, пӳлӗхҫӗ амӑшӗ хӑрпан, хӑрпан амӑшӗ хӑт, хӑт амӑшӗ юсав, юсав амӑшӗ ырӑ уйӑх-хӗвел, пире тӑрантаракан илпеклӗ ана-ҫаран, пах-тӑр юман-йывӑҫ — пулӑшӑр мана, ҫуралнӑ кӗтесе, атте-аннем утса ҫӳренӗ, вилсен унпа витӗнсе выртнӑ ҫӗре-шыва тупса парӑр, йӑлӑнатӑп, тархаслатӑп сире, — пӗли-пӗлми кӗлӗсене мӑкӑртатать Янтул.
Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.