Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртесси (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

О внесении изменений в Закон Чувашской Республики "О регулировании бюджетных правоотношений в Чувашской Республике"

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20

Телефон, газ кӗртесси пирки те йывӑрлӑхсем ҫук.

Нет проблем по телефонизации и газификации.

Ял-йыша ӑнлансан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Кун йӗркинчи пӗрремӗш ыйтупа, ТР Министрсен Кабинечӗн «Тутарстанӑн санитарипе экологин лару-тӑрӑвне лайӑхлатмалли мероприятисем ҫинчен» 429-мӗш номерлӗ постановленине Хусан Ӗҫтӑвкомӗ мӗнле пурнӑҫлани ҫинчен Хусан хула мэрӗ Ильсур Метшин анлӑ доклад тунӑ май, миллион ытла ҫын пурӑнакан хуласене тирпей-илем кӗртесси пӗр кунра татса памалли ыйту маррине палӑртсах каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хусана тирпей кӗрет // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Кун йӗркинче — виҫӗ ыйту: «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккун мӗнле пурнӑҫланнине сӳтсе явасси, ЧНК Президиумӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки калакан отчет тата унӑн йышне улшӑнусем кӗртесси.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Николай Кириллов ҫак куна патшалӑх уявӗсен шутне кӗртесси пирки каларӗ.

Николай Кириллов предложил этот день включить в число государственных праздников.

Эпир нимӗҫ ҫӗрӗсем тӑрӑх утса тухнӑ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Ӑна пурнӑҫа кӗртесси иккӗлентермест — туслӑ пысӑк йыш кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтеретех.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫул хӗррисене, ҫурт-картиш таврашӗсене, ача-пӑча площадкисене, газонсене, мемориал комплексӗсене, масарсемпе асӑну вырӑнӗсене, пӗве хӗррисене тасатса тирпейлесси, йӗркене кӗртесси – акӑ унӑн тӗллевӗсем.

Куҫарса пулӑш

Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Тӗп тӗллевсенчен пӗри – пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе пурте усӑ курма пултармалли майсем йӗркелесси тата вӗсене пурнӑҫа кӗртесси.

Одна из основных задач - разработка и реализация механизмов, позволяющих обеспечить доступность жилья.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Раҫҫей Президенчӗн хушӑвне пурнӑҫласа республикӑра йӗркелӳ штабне тата проект офисне туса хунӑ, вӗсен тӗп ӗҫӗ – пысӑк пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫлассине пулӑшса пыма Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче проект управленине ӗҫе кӗртесси.

Во исполнение поручения Президента России в республике созданы организационный штаб и проектный офис, основная функция которых - внедрение проектного управления в органах исполнительной власти Чувашской Республики для сопровождения наиболее значимых проектов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Нимелле ӗҫлесе ҫӑвана тирпей кӗртесси кашнин тивӗҫӗ шутланать, мӗншӗн тесен унта пирӗн тӑвансемпе юлташсем чун канлӗхне тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Куракӑшсен ӗҫӗ пархатарлӑ та сӑваплӑ // Владислав АНТОНОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Ялсене газ кӗртесси те манӑн куҫ умӗнче пулса иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Районта иртнӗ Пӗрлехи информаци кунӗнче 2016 ҫулта граждансене социаллӑ пулӑшу кӳресси, экологи субботникӗсене тата Йывӑҫ кунне йӗркелесе ирттересси, хула, ял тӑрӑхӗсенчи урамсенче, ҫул хӗррисенче, масарсен территорийӗсенче тирпей-илем кӗртесси, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 71 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен мероприятисене хатӗрленсе ирттересси, ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене кӗске вӑхӑтра тата пахлӑхлӑ пурнӑҫласси, ҫуркуннехи-ҫуллахи вӑхӑтсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ мерӑсене тытса пырас ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

Тирпей-илем кӗртесси, йывӑҫ-тӗм лартасси, йӑлари хытӑ каяшсене турттарса тухасси, культура ҫуртне тата ытти обществӑлла ҫуртсене тивӗҫлипе тытса тӑрасси, право йӗркисене пӑснине хирӗҫ кӗрешесси тата ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатас тӗллевпе ытти ӗҫсене пурнӑҫласси яланах тӗп вырӑнта пулнӑ, малашне те пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Республика Конституцине улшӑнусем кӗртессине ырларӗҫ, ҫапах калаҫтараканни Чӑваш Енӗн 2016 ҫулхи бюджетне улшӑнусем кӗртесси пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

ЧР строительство министрӗн заместителӗ Максим Иванов республикӑри нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли программӑна мӗнлерех пурнӑҫа кӗртесси ҫинчен каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ҫыннисемпе тӗл пулчӗҫ // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чӑваш Республикин «Раҫҫей Федерацийӗн коррупципе кӗрешесси ҫинчен калакан саккунӗсене улшӑнусем кӗртнӗ май Чӑваш Республикин уйрӑм саккун акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи 6 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 7 №-сем; 2015, 5 №) 8 статйине ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес: 1) 1-мӗш пайӑн пӗрремӗш абзацӗнче «яланхи йӗркепе» сӑмахсене кӑларса пӑрахас; 2) 2-мӗш пайра «яланхи йӗркепе» сӑмахсене кӑларса пӑрахас; 3-мӗш пайра «яланхи йӗркепе» сӑмахсене кӑларса пӑрахас.

Внести в статью 8 Закона Чувашской Республики от 6 марта 2013 года № 6 "О внесении изменений в отдельные законодательные акты Чувашской Республики в связи с внесением изменений в законодательство Российской Федерации о противодействии коррупции" (Собрание законодательства Чувашской Республики, 2013, № 3, 7; 2015, № 5) следующие изменения: 1) в абзаце первом части 1 слова "на постоянной основе" исключить; 2) в части 2 слова "на постоянной основе" исключить; 3) в части 3 слова "на постоянной основе" исключить.

Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен.

О внесении изменений В отдельные законодательные акты Чувашской Республики

Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Информкунра ҫак темӑсене сӳтсе явма палӑртнӑ: Чӑваш Республикин 2015 ҫулхи экономикипе социаллӑ аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тата 2016 ҫулхи тӗллевсем ҫинчен; пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнасси, ҫурхи шыв-шуртан асӑрханса тӗрлӗ мероприятисем ирттересси; территорисене тирпей-илем кӗртесси.

Куҫарса пулӑш

Мартӑн 16-мӗшӗнче - Пӗрлехи информаци кунӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

«Йышӑнусене майсене, лару-тӑрӑва шута илсе тӑваҫҫӗ. Пирӗн тӗллев - федераци тата регион бюджечӗсенче укҫа-тенкӗ ҫителӗксӗррине кура плана улшӑнусем кӗртесси», - тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Промышленноҫ производствин калӑпӑшӗсене ӳстерес ӗҫе малалла хавхалантарасси, малта пыракан технологисемпе оборудование ӗҫе кӗртесси, пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелесси пирӗн экономика политикин чи ҫывӑх ҫулсенчи тӗп тӗллевӗсем пулса тӑраҫҫӗ.

Дальнейшее стимулирование увеличения объемов промышленного производства, внедрение передовых технологий и оборудования, создание высокопроизводительных рабочих мест останутся приоритетными задачами нашей экономической политики на ближайшие годы.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех