Шырав
Шырав ĕçĕ:
кӗлтӑваҫҫӗ (тĕпĕ: кӗлту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
45. Пӗтӗм халӑх итлесе тӑнӑ чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: 46. кӗнекеҫӗсенчен сыхланӑр: вӗсем вӑрӑм тумтирпе ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх пухӑвӗсенче хӑйсене саламланине кӑмӑллаҫҫӗ, синагогӑсенче малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ; 47. вӗсем тӑлӑх арӑмсенӗн ҫурчӗсене тӗп тӑваҫҫӗ, ҫынна кӑтартасшӑн нумайччен кӗлтӑваҫҫӗ; ҫавӑншӑн вӗсем пысӑк айӑпа юлӗҫ, тенӗ.
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: ҫак тӗнче — вӗҫӗ мар-ха; эпир Турӑ мухтавне пӗтӗмпе курма пултараймастпӑр, ҫавӑнпа ҫынсем халсӑр кӗлтӑваҫҫӗ те.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Пурте вӗсем хӑйсен аллине шанаҫҫӗ, харпӑр хӑй ӗҫӗнче ӑста вӗсем; 37. вӗсемсӗр хула та лартас ҫук, вӗсем урӑх вырӑна, унта-кунта куҫса ҫӳрес ҫук; 38. ҫапах та ҫав ҫынсемпе канашланмаҫҫӗ, вӗсем пухура та чыслӑ вырӑн йышӑнмаҫҫӗ, тӳре вырӑнӗнче лармаҫҫӗ вӗсем, сут ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ, вӗрентсе те каламаҫҫӗ, хурламаҫҫӗ те; 39. вӗсем пурӑнан пурӑнӑҫра мӗн кирлине туса тӑраҫҫӗ, кӗлтӑвасса та вӗсем хӑйсен ӗҫӗ валли ӑнӑҫлӑх ыйтса кӗлтӑваҫҫӗ.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хӑш чухне вӗсен аллинчен те пулӑшу пулать: 14. вӗсем те Ҫӳлхуҫана кӗлтӑваҫҫӗ, чирлӗ ҫынна ҫӑмӑллӑх кӳмешкӗн, сыватса кунҫулне тӑсмашкӑн Унран пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Аван мар, ачамсем, эпӗ [сирӗн ҫинчен] илтекен сас-хура лайӑх мар, [ун пек ан тӑвӑр — эпӗ илтекен сас-хура лайӑх мар]; эсир Ҫӳлхуҫа халӑхне пӑсатӑр; 25. эхер те этем этеме хирӗҫ ҫылӑхлӑ ӗҫ тӑвать пулсассӑн, уншӑн Турра кӗлтӑваҫҫӗ; эхер те этем Ҫӳлхуҫана хирӗҫ ҫылӑхлӑ ӗҫ тӑвать пулсассӑн, ун хутне кӗрекенни кам пулӗ? тенӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2