Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗлетке сăмах пирĕн базăра пур.
кӗлетке (тĕпĕ: кӗлетке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
29. Ҫакӑнпа пӗрлех кашни халӑх тата хӑйсен туррин кӗлеткине ӑсталанӑ та, ӑна Самари ҫыннисем тӳпем вырӑнсем ҫине лартнӑ кӗлетке ҫурчӗсене лартса хунӑ, — кашни халӑх харпӑр хӑй пурӑнакан хулара ҫапла тунӑ.

29. Притом сделал каждый народ и своих богов и поставил в капищах высот, какие устроили Самаряне, - каждый народ в своих городах, где живут они.

4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Дан ывӑлӗсем ӗнтӗ хӑйсем патӗнче кӗлетке лартнӑ; Ионафан вара — Манассия ывӑлӗн Гирсонӑн ывӑлӗ — тата унӑн ывӑлӗсем Дан йӑхӗнче ҫак вырӑнти халӑх урӑх ҫӗре куҫса кайичченех священниксем пулнӑ; 31. Турӑ ҫурчӗ Силом хулинче ларнӑ вӑхӑтра вӗсем Миха тунӑ кӗлеткене пуҫҫапса пурӑннӑ.

30. И поставили у себя сыны Дановы истукан; Ионафан же, сын Гирсона, сына Манассии, сам и сыновья его были священниками в колене Дановом до дня переселения жителей той земли; 31. и имели у себя истукан, сделанный Михою, во все то время, когда дом Божий находился в Силоме.

Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавӑнпа та тӑтӑшах кӗлеткене сӑнаса, тӗрӗслесе тӑмалла, кӗлетке ҫинче нумай тур паллиллӗ ҫынсен ҫур ҫулта пӗрре дерматовенеролог патне ҫитсе килме вӑхӑт тупмаллах.

Куҫарса пулӑш

Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Кӗлетке ҫине ҫӳлтен аялалла хутлӑ-хутлӑ темӗн тӗрлӗ капӑр-лӑх ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

Самар Кукри чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Тум таврашӗ кӗлетке ҫинче ҫирӗп те килӗшӳллӗ ларать, вӑл пайланчӑк курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Тӗслӗхрен, тӗп планировка Bӑḍa (урасем), Ganḍi (кӗлетке) тата Cuḷa/Mastaka (пуҫ) ҫине пайланать, ҫакӑ калӑпланинче те, ӗненекенсем ҫак пайсене мӗнле пахаланинче те, хӑйсене епле тытассин культуринче те палӑрать.

В частности, базовую планировку делят на Bӑḍa (нижние конечности), Ganḍi (торс) и Cuḷa/Mastaka (голова), что отражено как в оформлении, так и в отношении верующих к этим зонам и соответственной культуре поведения.

Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0

— Упӑшкуна ҫапла калатӑн-им-ха эс, намӑссӑр кӗлетке?..

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Значӑтцӑ, Ҫимун… — юнашар килсе ларнӑ пӑлатна кӗлетке юпа ҫумне хӗстересрен хӑранӑ пек, Хумкка тепӗр еннерех шуса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗлетке нӑкӑ пулнӑ пирки мана аслӑрах ачасемпе кӗрештеретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Каҫалапа пилӗк авӑнми пулса ҫитет, кӗлетке чул пек хытса ларать.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Курпун кӗлетке.

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Савӑк та иккен пӗр ҫын, пӗр чун, пӗр кӗлетке пулса тӑма!

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫӗр кӑвапи хӑй пӗрлештерчӗ тейӗн, ӗмӗр уйӑрӑлми ҫыпҫӑнса ларчӗҫ икӗ кӗлетке.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Икӗ кӗлетке кӑна.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫынсем эсир тунӑ кӗлетке пысӑкӗш ҫеҫ пулас пулсан, ҫав сирӗн географи сӑнавӗсен площадки вӗсене тем аслӑш тӳремлӗх пек курӑннӑ пулӗччӗ.

Если бы были такие маленькие люди, то географическая площадка казалось бы им беспредельной равниной.

Сӑртран мӗн куратпӑр эпир // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Диспансеризацире пулнисен 35% яхӑн пайӗн кӗлетке виҫи ытлашши, 12,9% юнри сахӑр виҫи кирлинчен пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

Китай бизнесӗ каллех Чӑваш Енре тымар ярасшӑн // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/kitay-biznes ... -yarasshan

— Хул, кӗлетке айне лексен, юн ҫывӑрса ларать те ыратакан пулать.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви, ҫынсенчен юлас мар тесе, паккусне сарлака илме ӑнтӑлса, пӗвӗ ҫитменнипе мӗнпур кӗлетке сулӑмӗпе ҫаврӑнса, малалла ӳпӗнсе ҫулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Унӑн пуҫӗ урлӑ пысӑк, йывӑр кӗлетке ывтӑнса кайса пылчӑк ҫине лаплатрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кам пӗлмест ҫыннӑн ура, пӗҫӗ, кӗлетке, кӑкӑр пуррине…

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех