Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтӑш сăмах пирĕн базăра пур.
кӑтӑш (тĕпĕ: кӑтӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑтӑш кӑна пулнӑччӗ, картиш енчи чӳречерен такам питӗ асӑрханса шаккарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Часах-ҫке ача-пӑча кӑтӑш пуласси те.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл кӑтӑш пула пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ир енне Хреҫҫи кӑтӑш пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Кӑшт кӑтӑш пулать те сасартӑк сиксе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Ай, кӑштах та пулин кӑтӑш пулса илесчӗ, — пӑшӑрханса ӳкрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тепре ҫывӑрма выртас — кайран тӑрасси татах хӗн, кӑтӑш пулма та ӗлкӗреймӗн халӗ — тӗрлӗ шухӑш вӑрка пуҫланӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Енлет хӗррипе ӳсекен вӑрман хӑвисем, шыв ҫинелле усӑнса, кӑтӑш пулнӑ, йӗри-тавра пӗр сас-чӳ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Кӑтӑш пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ачи кӑтӑш пулсан, амӑшӗ пӗр тапхӑр ун ҫинчен куҫне илмерӗ, ывӑлӗн пуласлӑхӗ ӑна шиклентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шухӑшланӑ ҫӗртех кӑтӑш пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ленаахӑйӗн ачалӑхне ӑшӑх путса татах тем ӑсса илчӗ, анчах сӗлпӗрленсе, кӑтӑш пулса выртакан Павӑл, канлӗн, таҫти ҫывӑхри икӗ вӗтӗ кайӑк чӗвӗлтӗтӗвӗпе тутлӑн тӗлӗре пуҫланӑскер, ӑна та, хӑй пуҫӗ тӗлӗнченех вертолёт пек вӗҫсе иртнӗ ҫӗлен лашин сӑлпӑркка ӗрлевне те тӑна хываймарӗ, ал тӳрчӗ ҫийӗн ҫуначӗсене саркаласа йӑпӑртатса иртекен кӑтка та туймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ларкаларӗ вӑл ҫапла пӗр авӑк лӑш та кӑтӑш пулса, йӑмшакланса, сӗнксе, лашкаса ҫӳресе сӳсленнӗ шӑммишаккинчи пӑркӑчне-кантрине пушатса.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑх ҫӑмарта тунӑ вӑхӑтах выртрӗ вӑл сӗлпӗрленсе, кӑтӑш тӗнк пулса, ҫав талккӑма ӑс-тӑнне те, сисӗм-туйӑмне те, шултӑрканӑ, йынӑшакан шӑмшакне те, сӑрӑлтатсах суракан урисене те, тӗлкӗшекен аллисене те черетсӗр канӑва ярса.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шӑмми-шакки шалтӑрах кайнипе, лӑшлансах ҫитмен ыратакан аякки «шӑнкӑравланипе», ура тупанӗсем сӑрӑлтатсах тӗлкӗшнипе Ула Тимӗрӗн каллех пӗр авка месерле выртсах кӑтӑш пулса, тутлӑ тӗлӗрӗве путса хал илес килчӗ, анчах шалти сасӑ ӑна пӳрнипе юнасах хытӑрласа илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Самантлӑха кӑтӑш пулнӑ ӗҫчен кайӑксем, ҫӗнӗ кунӑн пӗрремӗш хыпарҫисем, ҫакна кӑна кӗтнӗ тейӗн, чӗвӗлтетме те пуҫларӗҫ, хӑйсен ҫепӗҫ сассисемпе лӑпкӑн ҫывӑракан ӗҫҫыннисен тутлӑ тӗлӗкӗсене сирсе яма васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ир енне ҫеҫ кӑтӑш пулчӗ те.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Хӑнӑхнӑ ӗнтӗ кӑшт-кашт кӑтӑш пулнипе ҫырлахма.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Пӗр виҫӗ сехет кӑтӑш пулнӑ хыҫҫӑн Парамун куҫне уҫать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

— Халь ҫеҫ выртнӑччӗ, кӑтӑш пулса та кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех