Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Иисус Христос ӳлӗмхине, кӗҫех пулассине, уҫса пани — Ӑна ҫакна Турӑ Хӑйӗн чурисене кӑтартмашкӑн пӗлтернӗ.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпир хамӑр ҫинчен мар, Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен каласа вӗрентетпӗр; эпир Иисусшӑн сирӗн чурӑрсем пулатпӑр: 6. ҫутта сӗмлӗхрен ҫутӑлса тухма хушнӑ Турӑ пире Хӑйӗн мухтавне Иисус Христос пичӗ ҫинче кӑтартмашкӑн пирӗн чӗремӗрсене ҫутатрӗ.
2 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Турӑ та, Хӑйӗн ҫиллине кӑтартса, Хӑйӗн хӑватне пӗлтерес тенӗ чухне тем тӗрлӗ вӑрах тӳсӗмлӗ пулса, ҫилӗ савӑчӗсене (Хӑй ҫилленнӗ ҫынсене), пӗтерме хатӗрленисене, хӗрхеннӗ, 23. вӗсене — ӗнтӗ ырӑлӑх панӑ савӑтсене, Хӑй мухтав валли хатӗрленӗскерсене — Вӑл Хӑйӗн аслӑ мухтавне кӑтартмашкӑн ҫапла тунӑ; 24. ҫав савӑтсем — эпир; пире Вӑл иудейсем хушшинчен ҫеҫ мар, суя тӗнлисем хушшинчен те чӗнсе илнӗ.
Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫырура фараона каланӑ: «сан ҫинче Хамӑн хӑватӑма кӑтартмашкӑн, пӗтӗм ҫӗре Хамӑн ятӑма пӗлтермешкӗн Эпӗ сана патшана лартрӑм» тенӗ.
Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Турӑ Ӑна виҫҫӗмӗш кунне чӗртсе тӑратрӗ те курӑнмалла турӗ, 41. анчах Иисус пур халӑха та курӑнмарӗ, каласа кӑтартмашкӑн Турӑ малтанах суйласа хунӑ ҫынсене — пире, Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсассӑн Унпа пӗрле ӗҫсе ҫинӗскерсене — анчах курӑнчӗ.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Никанор пуҫне вара, вӑл Ҫӳлхуҫа пулӑшӑвӗн палли пулнине пурне те кӑтартмашкӑн, керем ҫине ҫакса хунӑ.35. Голову же Никанора повесил он на крепости в видимое для всех и ясное знамение помощи Господней.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Вӗсене ӗмӗр тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑмашкӑн, хӑйсене, хӑйсем хыҫҫӑн хӑйсен ачисене ырӑлӑх кӑтартмашкӑн пӗр чӗре те пӗр ҫул парӑп.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсем ҫине тӑватӑ сехмет ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа, вӗлермешкӗн — хӗҫ, туртса ҫурмашкӑн — йытӑ, хӗн кӑтартмашкӑн тата пӗтермешкӗн вӗҫен кайӑкпа хирти тискер кайӑк ярӑп.
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кирек епле мухтавӑн мӑнаҫлӑхне те намӑс кӑтартмашкӑн, ҫӗрӗн мӗнпур чаплӑ ҫыннине кӗҫӗне хӑвармашкӑн Саваоф Ҫӳлхуҫа палӑртнӑ ӑна.
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Уйӑха Вӑл вӑхӑт кӑтартмашкӑн пултарнӑ, хӗвел те хӑй анӑҫне пӗлет.19. Он сотворил луну для указания времен, солнце знает свой запад.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сион тавра кайӑр, йӗри-тавра ҫаврӑнӑр, унӑн пашнисене шутласа тухӑр; 14. килес ӑрӑва каласа кӑтартмашкӑн унӑн тӗрекӗсене тӗсесе пӑхӑр, керменӗсене тишкерӗр: 15. ҫак Турӑ — ӗмӗр-ӗмӗрлӗхе пирӗн Турӑ: Вӑл ӗмӗрлӗхех пирӗн ҫулпуҫӗ пулӗ.
Пс 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудифь каланӑ: эй пуҫлӑр, ман Туррӑма тӳнкӗр ҫапса, ман Ҫӳлхуҫана кимвал ҫапса мухтама пуҫлӑр, ӑна илемлӗн ҫӗнӗ юрӑ юрласа мухтӑр, аслӑлӑр, асӑнӑр Унӑн ятне: 2. Вӑл — Ҫӳлхуҫа Турӑ, Вӑл вӑрҫӑсене аркатать, Хӑйӗн вӑйне кӑтартмашкӑн Вӑл мана халӑх хушшинчен уйӑрса илчӗ те тӑшмансен аллинчен хӑтарчӗ.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Тӗрлӗ тилҫе чирӗ ҫинчен, кукша чирӗ ҫинчен, 55. тумтир ҫинчи тата кил-ҫуртри тилҫе ҫинчен, шыҫӑ ҫинчен, тимре ҫинчен тата шатра ҫинчен хунӑ саккун акӑ ҫакӑ — 56. ӑна ҫав япаласем хӑҫан тасипе хӑҫан таса маррине кӑтартмашкӑн панӑ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ыран ирех тӑр та фараон умне пырса ӑна кала: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, ҫапла калать, те: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл Мана кӗлтутӑр; 14. сана пӗтӗм ҫӗр ҫинче Ман евӗрли урӑх ҫуккине пӗлтермешкӗн ку хутӗнче Эпӗ санӑн чӗрӳне пӗтӗм суранӑмпа суранлатӑп, ӑна санӑн чурусене те, санӑн халӑхна та ҫитерӗп; 15. Эпӗ Хамӑн аллӑма тӑсрӑм ӗнтӗ, апла сана та, санӑн халӑхна та хӑрушӑ чирпе тӗп тӑваттӑм, сана ҫӗр ҫинчен пӗтереттӗм, 16. анчах сан ҫинче Хамӑн хӑватӑма кӑтартмашкӑн, пӗтӗм ҫӗре Хамӑн ятӑма пӗлтермешкӗн Эпӗ сана упраса хӑвартӑм; 17. эсӗ вара ҫаплах Манӑн халӑхӑма хирӗҫ тӑратӑн, эсӗ ӑна халӗ те ярасшӑн мар, — 18. акӑ ыран, шӑп ҫак вӑхӑтра, Эпӗ питӗ вӑйлӑ пӑрлӑ ҫумӑр ҫутарӑп, Египета никӗсленӗ кунран пуҫласа халиччен ун пекки пулман-ха; 19. эппин, хӑвӑн кӗтӗвӳсене, хирте мӗн пуррине пурне те пуҫтарма яр; килӗсене таврӑнмасӑр хире юлнӑ мӗнпур ҫынна, выльӑх-чӗрлӗхе пӑр ҫапӗ те, вӗсем вилсе пӗтӗҫ, тет, тенӗ.
Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.