Шырав
Шырав ĕçĕ:
24. Унтан мана кӑнтӑралла ертсе кайрӗ, унта акӑ — кӑнтӑр хапхи; вӑл ӑна виҫсе тухрӗ те — унӑн айкки те, пӑлтӑрӗ те ыттисемпе пӗр виҫеллӗччӗ.24. И повел меня на юг, и вот там ворота южные; и намерил он в столбах и выступах такую же меру.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пусмӑрпа хӗн-хур ҫӗрӗ тӑрӑх, ама арӑслансемпе аҫа арӑслансен ҫӗрӗ тӑрӑх, аспидпа вӗҫекен ҫӗлен ӗрчекен ҫӗр тӑрӑх кӑнтӑралла каякан выльӑхсем ҫинче — йывӑр ҫӗклемсем: вӗсем хӑйсене усӑ кӳме пултарайман халӑх валли ашаксен ҫурӑмӗ ҫинче хӑйсен пуянлӑхне, тӗвесен курпунӗ ҫинче хӑйсен хаклӑ мулне илсе каяҫҫӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫил кӑнтӑралла вӗрет, ҫурҫӗр еннелле пӑрӑнать, хӑй ҫулӗ ҫинче ҫаврӑнать-ҫаврӑнать те унчченхи тӗлех таврӑнать.
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Унтан Килики ҫӗрне ярса илнӗ те хӑйне хирӗҫ тӑракансене пурне те ҫапса салатнӑ, ун хыҫҫӑн Арави ҫӗрӗн мал енче кӑнтӑралла выртакан Иафет чикки патне ҫитсе 26. Мадиан ывӑлӗсене пур енчен те хупӑрласа илнӗ, вӗсен кил-ҫуртне ҫунтарса янӑ, вӗсен кӗтӗвӗсене ҫаратнӑ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тинӗс вуникӗ вӑкӑр кӗлетки ҫинче тытӑнса тӑнӑ: виҫҫӗшӗ ҫурҫӗрелле пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ анӑҫалла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ кӑнтӑралла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ тухӑҫалла пӑхнӑ, вӗсем ҫинче ҫӳлте — тинӗс; вӑкӑрсен хыҫӗ шалалла, тинӗс варринелле, пулнӑ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Тинӗс вуникӗ вӑкӑр кӗлетки ҫинче тытӑнса тӑнӑ: виҫҫӗшӗ ҫурҫӗрелле пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ анӑҫалла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ кӑнтӑралла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ тухӑҫалла пӑхнӑ; тинӗс вӗсем ҫинче выртнӑ, вӑкӑрсен хыҫӗ шалалла, тинӗс варринелле, пулнӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кеней ҫыннин [Иофорӑн], Моисей хунӗн, ывӑлӗсем — унччен Пальма хулинче пурӑннӑскерсем — Иуда ывӑлӗсемпе пӗрле Арад хулинчен кӑнтӑралла выртакан Иуда пушхирне кайнӑ та ҫавӑнти халӑх хушшинче пурӑнма пуҫланӑ.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене шӑпа тӑрӑх тухнӑ ҫӗрӗ Иуда ывӑлӗсемпе Иосиф ывӑлӗсен ҫӗрӗ хушшинче пулнӑ; 12. ҫав ҫӗрӗн ҫурҫӗр енчи чикки Иордан патӗнчен пуҫланса Иерихон ҫумӗпе ҫурҫӗр енчен иртсе каять те анӑҫалла пӑрӑнать, ту ҫине хӑпарса Бефавен пушхирне пырса тухать; 13. унтан чикӗ Луз енне каять, Лузӑн — урӑхла каласан Вефиль теекен хулан — кӑнтӑр еннелле пырса Анатри Беф-Оронӑн кӑнтӑр енче ларакан Атароф-Адар тӑвӗ патнелле анать; 14. унтан чикӗ кӑнтӑралла пӑрӑнать те Беф-Оронран кӑнтӑр енчи сӑртран кӑнтӑр енне тинӗс патнелле сулӑнать, вара Кириаф-Ваал патне — урӑхла каласан Кириаф-Иарим патне, Иуда ывӑлӗсен хули патне — ҫитсе тухать.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иуда ывӑлӗсен йӑхне, ӑрусеренӗн, акӑ ҫапла шӑпа тухнӑ: вӗсен ҫӗрӗ Идумейӑпа чикӗллӗ Син пушхирӗ еннелле, кӑнтӑралла тӑсӑлса, Феман вӗҫне тухнӑ; 2. кӑнтӑр енчи чикки Тӑварлӑ тинӗс хӗрринчен, кӑнтӑралла каякан тинӗс авринчен, пуҫланать те 3. кӑнтӑралла Акраввим тӳпемӗ енне тӑсӑлать, Цинран иртет, вара, кӑнтӑр енчен Кадес-Варни патнелле улӑхса, Хецрон витӗр тухать, Аддара ҫитиччен улӑхса [Кадесӑн анӑҫ енӗпе пырать,] Каркая еннелле пӑрӑнать, 4. унтан Ацмонран иртет, Египет юхӑм шывӗ патне ҫитет, ҫапла вара чикӗ вӗҫӗ тинӗс хӗррине пырса тухать.
Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иордан шывӗ хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене ҫапла хуш: вӗсем хӑйсен еткер ҫӗрӗнчен левитсене пурӑнма хуласем уйӑрса паччӑр, левитсене хуласем таврашӗнчи уй-хирсене те парӑр: 3. хулисем вӗсене пурӑнма пулччӑр, уйӗ-хирӗсем вӗсене выльӑх-чӗрлӗх ҫӳретме, хуҫалӑх тытма, хуҫалӑхра мӗн кирлине тивӗҫтерсе тӑма пулччӑр; 4. хула таврашӗнчи хирсем — левитсене памалли хирсем — хула хӳми патӗнчен пуҫланса пур еннелле те [икӗ] пин чике сарлакӑш сарӑлса выртмалла; 5. хула хӗрринчен тухӑҫалла икӗ пин чике виҫсе парӑр, кӑнтӑралла та икӗ пин чике, анӑҫалла та икӗ пин чике, ҫурҫӗрелле те икӗ пин чике виҫсе парӑр, хули вара варринче пулӗ: хула ҫумӗнчи уйӗ-хирӗсем вӗсен ҫакӑн пек пулмалла.
Йыш 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене ҫапла хуш, кала вӗсене: эсир Ханаан ҫӗрне ҫитсе кӗретӗр те — акӑ вӑл, сире пӳрнӗ еткерлӗх ҫӗр, Ханаан ҫӗрӗ, унӑн чиккисем акӑ: 3. сирӗн кӑнтӑр енӗ Эдом патӗнчи Син пушхирӗнчен пуҫланать, унтан сирӗн кӑнтӑр чикки Тӑварлӑ тинӗс вӗҫӗнчен, тухӑҫ енчен каять, 4. унтан чикӗ кӑнтӑралла Акравим сӑрчӗ еннелле каять, Син урлӑ каҫать, кӑнтӑр еннелле Кадес-Варни патнелле мӑкӑрӑлса тухать, унтан Гацар-Аддара ҫитиччен пырать, унтан Ацмон урлӑ каҫать; 5. Ацмонран иртсессӗн, чикӗ Египет шывӗ еннелле каять, вара тинӗс хӗррине тӑсӑлса тухать.
Йыш 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Авраам ҫав тӗлтен кӑнтӑралла куҫса кайнӑ та Кадеспа Сур хушшине вырӑнаҫнӑ; пӗр вӑхӑт Герар хулинче пурӑннӑ.1. Авраам поднялся оттуда к югу и поселился между Кадесом и между Суром; и был на время в Гераре.
Пулт 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Аврам хӑй те, унӑн арӑмӗ те хӑйсен мӗнпур пурлӑхне илнӗ те Египетран тапранса тухса кӑнтӑралла кайнӑ, унпа пӗрле Лот та пынӑ.1. И поднялся Аврам из Египта, сам и жена его, и все, что у него было, и Лот с ним, на юг.
Пулт 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара Аврам тапранса тухнӑ та малалла, кӑнтӑралла, кайнӑ.
Пулт 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пуйӑс кӑнтӑралла каять.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№