Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑллатӑп (тĕпĕ: кӑмӑлла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пахчара ӗҫлеме те кӑмӑллатӑп.

- Люблю возиться в огороде.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Эпӗ кукӑль-ҫӑмаха мар, арҫынсем пек вӗри шӳрпе кӑмӑллатӑп.

Я как мужчины люблю бульон, а не пироги-ватрушки.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ун ҫине ларса канма кӑмӑллатӑп.

Люблю сидеть на ней и отдыхать.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

— Культура, искусство, театр, кино тытӑмӗсенчи пултарулӑх ҫыннисемпе ӗҫлеме кӑмӑллатӑп.

— Я люблю работать творческими людьми из области культуры, искусства, театра, кино.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ватӑсем вӗрентнине ӑша хума кӑмӑллатӑп, анчах кун пеккине илтменччӗ-ха.

Поучения старцев люблю принимать к сведению, но такое еще не слышала.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

10. Ҫавӑнпа эпӗ Христосшӑн темӗнле асапа та тӳсме хавас: хамӑн халсӑрлӑхӑма та кӑмӑллатӑп, хурлӑхран та, йывӑрлӑхран та, инкек-синкекрен те, хӗсӗрленинчен те хӑрамастӑп, мӗншӗн тесессӗн асап курнӑ чухне эпӗ хӑватлӑ.

10. Посему я благодушествую в немощах, в обидах, в нуждах, в гонениях, в притеснениях за Христа, ибо, когда я немощен, тогда силен.

2 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Эпӗ виҫӗ япалана кӑмӑллатӑп, вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче те, этем умӗнче те савӑклӑ; 2. акӑ вӗсем: тӑванпа тӑван пӗр шухӑшлӑ пулни, ҫывӑх ҫынсем хушшинчи татулӑх, упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнни.

1. Тремя я украсилась и стала прекрасною пред Господом и людьми: 2. это - единомыслие между братьями и любовь между ближними, и жена и муж, согласно живущие между собою.

Сир 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Хӑвӑн ӳкӗтӳсен сукмакӗ ҫине тӑратсам мана — эпӗ ҫавна кӑмӑллатӑп.

35. Поставь меня на стезю заповедей Твоих, ибо я возжелал ее.

Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пушӑ вӑхӑтра ӳкерме кӑмӑллатӑп.

В свободное время люблю рисовать.

Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

- Ӑна та кӑмӑллатӑп.

- И это нравится.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

- Эпӗ спорта, сывӑ, активлӑ пурнӑҫа кӑмӑллатӑп.

— Я люблю спорт, здоровую, активную жизнь.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

- Эпӗ тренажер залӗнче тӗрлӗ хускану тума тата шывра ишме кӑмӑллатӑп, - тет Т.Андреева. - Шел те, пысӑк спорт халӗ маншӑн мар.

- Я люблю выполнять различные упражнения в тренажерном зале и плавать, - говорит Т.Андреева. - Жаль, что большой спорт сейчас не для меня.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Чустапа ӗҫлеме кӑмӑллатӑп», – алӑ ытларах мӗн патне туртӑннине пӗлтерчӗ Роза Рязанова.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех