Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑларма (тĕпĕ: кӑлар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Николай Полозин «Просвещение Красночетайского края» кӗнеке кӑларма хатӗрленет.

Николай Полозин готовится выпустить книгу «Просвещение Красночетайского края».

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Хут купӑс калама пӗлетӗн тӗк баянпа та пӳрнесем кӗвӗ кӑларма пултараҫҫӗ.

Если умеешь на гармошке, то и на баяне пальцы могут выводить мелодию.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Сехетпе те, кунпа та шутласа кӑларма хӗнтерех.

Куҫарса пулӑш

Канатпӑр, савӑнатпӑр! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Ҫавна май тӑкака палӑрмаллах чакарма, ӗҫе хӑвӑртлатмашкӑн хӑш-пӗр ыйтӑва кӑларма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Вӗсене тӗнчене кӑларма, хӗрарӑм илемне уҫса пама ӑнтӑлтӑм темелле.

Можно сказать, что старался их вывести в мир, раскрыть женскую красоту.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

2. Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем граждансен тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ илмелли прависем тӗлӗшпе хушма гарантисем ҫирӗплетекен муниципалитетӑн право акчӗсене кӑларма, муниципалитетӑн юридически бюровӗсене туса хурас ӗҫе хутшӑнма тата граждансене Федераци саккунӗн 6 статйипе пӑхса хӑварнӑ тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗн мӗнпур тӗсӗсемпе тивӗҫтерме пултараҫҫӗ.»;

2. В соответствии с законодательством Российской Федерации органы местного самоуправления вправе издавать муниципальные правовые акты, устанавливающие дополнительные гарантии права граждан на получение бесплатной юридической помощи, участвовать в создании муниципальных юридических бюро и оказывать гражданам все виды бесплатной юридической помощи, предусмотренные статьей 6 Федерального закона.";

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ҫавӑнпа пӗчӗк ҫӑпана та пусса кӑларма юрамасть.

Поэтому даже маленький фурункул нельзя выдавливать.

Ҫӑпан // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Тата ман шутпа «Хавал» вӑл хӑйне евӗрлӗ платформа: кунта эпир чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ ҫынсене пуҫтаратпӑр; ҫӗнӗ проектсем шутласа кӑларма тӑрӑшатпӑр; пӗр-пӗринпе паллашатпӑр.

И, по-моему мнению, «Хавал» является своеобразной платформой: здесь мы собираем людей, связанных с чувашским миром; стараемся придумывать новые проекты; знакомимся друг с другом.

Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2817.html

Алексей пурнӑҫӑн хӑш юппинче тӗрӗс ҫулран пӑрӑнма тытӑннине те сиссе юлаймарӑм-ши? — хускатма йывӑр сӑмаха Елена Семеновнӑна чунран кӑларма та ансат мар.

Не заметила даже в какое время Алексей начал вставать на кривую дорогу жизни? — с тяжелой болью в сердце вспоминает Елена Семеновна слова, что трудно произнести.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Аня Горюнова, Вика Захарова питӗ пултаруллӑ, вӗсем эпӗ пулӑшнипе юрӑсен дискӗсене те кӑларма пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Кӗлӗсенчи параллельлӗхе политеизм вырӑнне монотеизм вӑй илни хӗссе кӑларма пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Тен, хирӗҫӗве хӑмпӑ евӗр вӗрсе хӑпартман тӑк, ӗҫтешӗмсемпе чӗрре кӗрсе хӑйсене хирӗҫле тӑратман тӑк мӗн те пулин шухӑшласа кӑларма пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Инкеке лекнӗ ҫынна шӗвек ытларах ӗҫтермелле, ку наркӑмӑша организмран кӑларма пулӑшать.

Пострадавшему необходимо давать побольше жидкости, это ему поможет выделению ядовитого вещества из организма.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Тата клеверпа гепатитран, мононуклезран, юн ҫитменлӗхӗнчен, малярирен, ревматизмран, амалӑхран юн кайнинчен, ытти чиртен сипленнӗ чухне, шӑк хӑвалама, тар кӑларма усӑ кураҫҫӗ.

Ещё клевер при гепатитах, от мононуклеза, малокровии, малярии, маточном кровотечении, при лечении других заболеваниях, как мочегонные, потогонные используют.

Хӗрлӗ клевер чечеке ларсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

- Республика кунне халалланӑ мероприятисене - «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале, Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне хутшӑннӑ районти пултарулӑх ушкӑнӗсем шанӑҫа тивӗҫлипе тӳрре кӑларма пултарнипе мӑнаҫланатпӑр.

Мы гордимся тем, что районные творческие коллективы, принимавшие участие в мероприятиях ко Дню Республики - в фестивале "Родники России", на всечувашском Акатуе - по достоинству оправдали наши ожидания.

«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» пӗрлештереҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Ҫавӑн пек ӗҫсенчен пӗри — «Пушкӑртстанӑн кӗске чӑваш энциклопедийӗ» кӗнекене кӑларма пултарни.

Один из таких трудов - издание книги "Краткая чувашская энциклопедия Башкортостана".

Халӑх академикӗ ята тивӗҫрӗ // Рудольф ИЛЬКЕЛРИ. «Урал сасси», 2016.06.22

Хырӑм ай парне ырӑ витӗм кӳреҫҫӗ, гормонсем, ҫав шутра организма питӗ кирлӗ инсулин та, туса кӑларма пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хутаҫӗ уйрӑмах паха // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Пӗчӗккӗнех хамӑн программӑсене хатӗрлесе эфира кӑларма пуҫларӑм.

Потихоньку начала готовить свои материалы и выходить в эфир.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Хӗҫ-пӑшал кӑларма пысӑк укҫа кирлӗ.

Для производство вооружения нужны большие деньги.

Чӑвашла калаҫтараймарӑм // Олег Цыпленков. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Эпӗ ачасене тӑван чӗлхене вӗрентмесен те пултаратӑп текен депутатсене тӳрре кӑларма ӗнтӗ Чӑваш патшалӑхӗн Конституцийӗнче «патшалӑх» сӑмаха хуратса хучӗҫ.

Чтобы оправдать слова тех депутатов о том, что они могут и не обучать своих детей родному языку, и вычеркнули из Конституции Чувашского государство слово "государство".

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех