Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑвакарать (тĕпĕ: кӑвакар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑшпӗр кун ҫумӑрсӑрах иртет, анчах каҫа хирӗҫ, хӗвел анӑҫӗ сӳнсен, шыв сиккисенче кӑпӑкланса юхакан шыв ҫӗрлехи шиклӗхпе шӑпӑлтатма тытӑнсан, шыв кӳлленчӗкӗсем типме ӗлкӗреймен тӗттӗм урамсенче ҫутӑ ялкӑшма пуҫласан, — таҫта инҫетре, ту леш енче, пӗлӗт кӑвакарать, курӑк шӑршипе тата нӳрлӗ ҫилпе пӗрле станицӑна аслати хытӑ мар, анчах ҫывӑхра кӗмсӗртетни килсе ҫитет.

Иной день обойдется и без дождя, но к вечеру, когда потухнет заря и по-ночному тревожно заговорят на перекатах вспененные реки, по темным, еще в лужах, улицам зажгутся огни, — где-то над перевалом засинеет небо и вместе с запахом трав и влажным ветром долетит в станицу глухой, но уже близкий отзвук грозы.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пӳрт хушшисемпе чиркӳ леш енче кӑвак юханшыв тӑсӑлса выртнӑ, тата леререх каллех тӗтреллӗ инҫет кӑвакарать.

В промежутках между изб и за церковью синела река, а за нею туманилась даль.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Апла, иклетет те кӑвакарать, тетӗн?

— Так, говоришь, икает и синеет?

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах, ҫӑва патне, мӗн ӗҫӗ пулма пӗлтӗр-ха кунта, ҫынна кашни ҫур сехетре пыра-пыра чӑрмантараҫҫӗ пулсан: хӗскӗчри хӗрнӗ тимӗр сивӗнсе кӑвакарать, ватӑ тимӗрҫӗ Сидорович мӑкӑртатать, вӗркӗч ачи те пулин, Давыдов ывӑннӑ аллипе, кӑранташне ҫӗре ӳкере-ӳкере, ӗҫпе илсе килнӗ ҫӗнӗ хут ҫине, чипер саспаллисем вырӑнне темле кукӑр-макӑр каркаласа кайнине кура, уҫҫӑнах кулать.

Но какая же это к черту работа, когда через каждые полчаса человека отрывают от дела, синея, стынет в клещах поковка, ворчит старый кузнец Сидорович и мальчишка-горновой откровенно ухмыляется, глядя, как уставшая от напряжения рука Давыдова, то и дело роняя на земляной пол карандаш, вместо разборчивых букв выводит на очередной деловой бумажке какие-то несуразные, ползущие вкривь и вкось каракули.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лесозавод тӗтӗм кӑларать, биржа патӗнче штабельсен хушшипе электроурапасем чупса иртеҫҫӗ, катара тата вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрман кӑвакарать

Лесозавод дымил, электротележки бегали между штабелями у биржи, а вдалеке, нетронутые, сизые, стояли леса и леса…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хурӑнсемпе чӑрӑшсен айӗнче, нӳрӗрех вырӑнта, хӑртнӑсенче кӑвак ҫырла кӑвакарать.

Куҫарса пулӑш

Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/

Сӑхнӑ вырӑн хӗрелет, тӑртанать, унтан кӑвакарать.

Место укуса покраснеет, отекает, затем посинеет.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех