Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗсенчи (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Прокофий ҫак вӑхӑтра пӗр сӑмах та каламан, вӑл е инҫере ҫуттӑн тӑсӑлса выртакан сӑрт-тусем ҫине шухӑшлӑн пӑхса илнӗ, е уссине тӑрӑшсах пӗтӗркеленӗ, куҫӗсенчи хӗлхем калама ҫук вӑйлӑн ялкӑшнӑ.

А Прокофий в это время не говорил ни слова и то задумчиво смотрел на серебрившийся вдали хребет гор, то озабоченно крутил усы.

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Пӗр-пӗринпе таччӑн ҫыхӑнса ӗҫлемелле пирӗн, — куҫӗсене канлӗн хӗсе-хӗсе илсе, хушса хучӗ Нарыжный, вара унӑн куҫӗсенчи усал хӗлхемсем темӗнле уйрӑммӑн йӑлтӑртатса илчӗҫ.

— Спайку, спайку нам нужно, — вставил Нарыжный, и в щелках его глаз с какой-то особой проворностью засуетились чертики.

XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Анчах сасартӑк хӑй паҫӑр кӑна-ха йӑрӑс пӳллӗ, илемлӗ подпоручик пирки, хӗрарӑмсен тӗлӗнӗвӗ-хӑпартланӑвӗ, хастар генерал куҫӗсенчи кӑмӑллӑх-киленӗҫ ҫинчен мӑнаҫланса ӗмӗтленнисем асне килчӗҫ те, ӑна ҫав тери намӑс пулса кайрӗ, вӑл вара самант хушшинчех пичӗпе кӑна мар, кӑкӑрӗпе те, ҫурӑмӗпе те хӑмач пекех хӗрелсе ларчӗ.

Но вдруг ему вспомнились его недавние горделивые мечты о стройном красавце подпоручике, о дамском восторге, об удовольствии в глазах боевого генерала, — и ему стало так стыдно, что он мгновенно покраснел не только лицом, но даже грудью и спиной.

XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Пӗр самант чӗнмесӗр тӑчӗ, унӑн кӑвакрах куҫӗсенчи ҫав тери пӗчӗккӗ, майра йӗппин пуҫӗ пек ҫеҫ куҫ шӑрҫисем пӗрӗнсе ларчӗҫ, вара палӑри-палӑрми кулса илчӗ.

— Помолчал, в голубоватых глазах сузились крохотные, с булавочную головку, зрачки, и тонко улыбнулся.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун куҫӗсенчи хӑрушӑ та хаяр хӗлхеме курсан, Алексейӑн ҫӳҫӗсем вирелле тӑчӗҫ.

В глазах его загорелся такой свирепый огонь, что Алексей почувствовал, как шевельнулись у него волосы.

11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех