Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗнчен (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тем ӗҫпеччӗ ӗнтӗ, таса атте? — ыйтрӗ Савантер, хуҫине ытла юратакан анчӑк евӗр пупа тӗссӗр куҫӗнчен пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах йӗкӗтсем кун пирки шухӑшламарӗҫ, вӗсем халӗ элчӗ килсе ҫитнӗшӗн савӑннӑ, ун куҫӗнчен тарҫӑсем пек пӑхса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эмирӑн сывӑ юлнӑ куҫӗнчен пӗртен-пӗр шултра куҫҫулӗ юхса тухрӗ те пичӗ ҫине кусса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аҫтӑрхан, ун сӑмахӗн пӗлтерӗшне ӑнланаймасӑр, Аванкай мучи мӗн калать тенӗн, старик куҫӗнчен пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав, хӗрӗн чун-чӗринчи шухӑшне тавҫӑрса илес тенӗн, ӑна куҫӗнчен тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шанать вӑл ӑна, ҫав хушӑрах тем пуласса пӗлсе, ӳпкеленӗн куҫӗнчен пӑхать: «Мӗн тӑвасшӑн-ха эсӗ?

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑра урай варрине сурӑх путекки чупса тухрӗ те тӑп чарӑнчӗ, хуҫи куҫӗнчен тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун чух Чӗкеҫ кӑмӑлне ирӗксӗрех тунӑскер, Халӗ элек парасран шӑла ҫыртса тӑнӑскер, Силемийӗ Чӗкеҫе ӑна-кӑна систермест, Каҫалапа ҫапах та хӑй куҫӗнчен вӗҫертмест.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫапах та улпутӑн ывӑлӗн куҫӗнчен Пӑхса илнӗ Чӗкеҫ хӑй куҫӗ айӗнчен.

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӑшман разведки куҫӗнчен сыхланас шутпа окоп ҫине ҫӳҫе хуллисем каса-каса хутӑм, ун ҫине курӑк витрӗм.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Эпӗ, тусӑм тертленнине курса, санитар куҫӗнчен пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

— Кирук куҫӗнчен пӑхрӗ Санюк.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Мӗнле? — вӑл пиччӗш куҫӗнчен пӑхса ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хурал чупса пырса чӗнекен куҫӗнчен хӑмӑр куҫӗпе ӑслӑ кӑна пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ачасем пурте асли куҫӗнчен чӑр пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ленин вилнӗ… — терӗ те аппа хуллен, тути хӗррине шӑлӗпе ҫыртрӗ, куҫӗнчен куҫҫулӗ юхса аннӑччӗ, ӑна хӑвӑрт тутӑрпа шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ун куҫӗнчен шӑпӑртатса куҫҫуль юхать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ӑс-тӑн тӑрӑлса ҫивӗчленсен, тӑвӑннӑ кӑмӑлӑм хӑй картне ларсан, эпӗ, пӑшӑрханса, хӗрарӑма куҫӗнчен тилмӗрсех тӗллерӗм:

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ак пӗр куҫӗнчен, аманнинчен, пичӗ тӑрӑх «янкӑр тӳпери пӗчӗк ылтӑн ҫӑлтӑр» йӑлтӑртатса юхса анчӗ те ҫӗр ҫине пат татӑлса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Унтан пуҫӑма палт ҫӗклерӗм те Валентина Ивановнӑна ҫирӗппӗн куҫӗнчен тӗллерӗм:

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех