Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗнчен (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирӗке тухсан, утӑ купи ҫине ӳкнӗ йӗп пек, пӑч ҫухалнӑ, милици куҫӗнчен вӗҫерӗннӗ хайхисем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӗсене, — хӗрарӑм куҫӗнчен куҫҫуль чӑлтӑр сирпӗнет, — эпӗ халӗ те чунтан юрататӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шофер куҫ умӗнче хӑлаҫланма пуҫлать ҫеҫ, Маруҫ, пӗчӗкскер, епресе, селехине юхтарса тӑракан шофера чанлаттарса ярать лешӗн куҫӗнчен хӗлхем кӗлте евӗр тухса сирпӗнмелле, хӑй магазинтан тухса вирхӗнет.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Право» сӑмаха илтсен, сӗткенӗ пӗрхӗнсе тӑракан ҫурхи хурӑна пуртӑ вӗҫӗпе лач тутарнӑн, Маруҫ куҫӗнчен куҫҫуль чалтӑр сирпӗнсе тухать.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Теренӗ, ҫаврака хырӑмне ҫын куҫӗнчен пытарма шутланӑн, хуткупӑсне уртса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шӑтарасла, тӗпчесе, тӗсесе пӑхакан икӗ ҫын куҫӗнчен икӗ витӗм пыра-пыра ҫапать ачана: пӗрре сивӗреххи — директор куҫӗн сивӗлӗхӗ; тепре ӑнланма ҫукки — ҫапах этем ӑшшине палӑртаканни, Аркадий Давыдович куҫӗн тимлӗ те ырӑ йӑлтӑртатӑвӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӑраххӑн йӑрӑлтатса тухнӑччӗ Пӑлаки аппа куҫӗнчен куҫҫуль тумламӗсем.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Сап-сарӑ куҫӗнчен, симӗс курӑка чашӑл-чашӑл тутарса, шӗл-кӑвар тӑкӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Шӑнкӑрч умӗнче ҫуталса ларакан амӑшӗн куҫӗнчен савӑнӑҫ куҫҫулӗ чалтӑрах сирпӗнет.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Сӗрме купӑс, хӑйӗн юратнӑ хуҫипе каллех тӗл пулнӑшӑн савӑннӑ евӗр, макӑрнӑ та кулнӑ; Петр Петровичӑн пӗртен-пӗр куҫӗнчен шултра куҫҫуль тумламӗсем шӑпӑртатнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Врач малтан ӑна ҫавӑркаласа пӑхнӑ, вара Зоя куҫӗнчен тинкерме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Старике хуллен кӑна алӑ пачӗ те куҫӗнчен тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тинӑна курчӗ те ун куҫӗнчен шӑтарасла пӑхрӗ:

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Эпӗ ун куҫӗнчен пӑхма та вӑтанатӑп.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Ыр сӑмахушӑн тавах, Эрхип, — ӑшшӑн пӑхрӗ Ҫимун председатель куҫӗнчен, тата тем каласшӑнччӗ пулӗ вӑл, анчах ҫав вӑхӑтра пӳлӗме шавласа Раюк Ҫтаппанӗ килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мӗн тӑватпӑр, Сӑпани, кӗҫӗн ывӑл вилчӗ вӗт ман, — Сӑпанирен канаш ыйтнӑ пек, куҫӗнчен пӑхса тӑчӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ик куҫӗнчен шултра куҫҫулӗ шӑпартатса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Апла снаряд ҫурӑлса вилнӗ тени тӗрӗс мар?.. — татах Отканӑн куҫӗнчен тилмӗрсе пӑхать Мария Тимофеевна.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна никамах та пӗлмест те, йыт-качка таранах Сантӑркка куҫӗнчен шӑл йӗрсе кулса пӑхнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ара, Иван, кин патне кӗмерӗн-им? — тем аса илнӗ пек, ывӑлӗн куҫӗнчен пӑхса тӑчӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех