Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗнчен (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Упӑшкусӑрах туй тӑрӑх ҫӳрерӗн-и!? — тӗлӗннипе Алиса куҫӗнчен ура ҫине тӑрсах пӑхрӗ Анюк.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Улюк, ав, кинӗн сӗтел хушшине иртес кӑмӑлӗ ҫуккине курса, хӑй вырӑнне кайса ларчӗ, анчах ӑна куҫӗнчен вӗҫертмерӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Григорий Григорьевич Еньков — пирӗн фотографа ҫапла чӗнеҫҫӗ — ӑна алӑ пачӗ те куҫӗнчен каҫӑрӑлса пӑхрӗ (лутраскер, вӑл пирӗн фотограф, лара-тӑра пӗлмен йӑрӑ ҫын, калаҫасса та васкаса, пӑтӑр-патӑр калаҫакан хавас, уҫӑ кӑмӑллӑ юлташ).

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Пӗрле ӳснӗ тантӑшӑм, — ӑна ҫаплах куҫӗнчен вӗҫертмерӗ Ҫтаппан, — Ҫеркей Карпов теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗр-ик сыпкӑм сыпрӗ те арӑмне куҫӗнчен пӑхрӗ:

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Анчах ача куҫӗнчен ним те пытараймастӑн: Наталь амӑшӗ тӗлӗрсе каясса кӑна кӗтнӗ — кӗленчери эрехе ӗҫме васканӑ, ун чухне вӑл вунтӑваттӑра пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эпе вӗсен куҫӗнчен ҫухалас тенипе кӑна хӑвӑрт анса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эпӗ ӑна ҫупӑрлаттӑм, унӑн вӗри аллисене ҫирӗп чӑмӑртаттӑм, ӑна, икӗ алӑпа питҫӑмартисенчен тытса, куҫӗнчен пӑхаттӑм, кайран таҫта, тӗттӗмелле тинкерсе, анчах пӗрре те тинкермесӗр, йӑл-йӑл кулаттӑм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пӗр хушӑ вӑл хулигансем куҫӗнчен те ҫухалнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Погонлӑ ҫын, сержант куҫӗнчен пӑхса, куланҫи туса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Хӑй вӗлернӗ савнине ҫӳҫӗнчен ачашлама тытӑнчӗ, ҫамкинчен, куҫӗнчен чуптурӗ, хӑй ҫумне пӑчӑртарӗ, суранне аллипе хупларӗ, юхакан юнне чарас пек аппаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер хӑйне питӗнчен, куҫӗнчен вӗҫӗ-хӗррисӗр хӗнекен ял ҫыннине аранах ҫурӑмӗ ҫинчен сирсе пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав самантрах тата Савантер ҫине сиксе ӳксе питӗнчен, куҫӗнчен чукмар пек аллипе патлаттара пуҫларӗ…

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Куҫӗнчен лектерес-тӑвас пулсан вӑл кӗтӳне кунтан таҫталла ертсе каятех.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Куҫӗнчен тӗллерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫивчӗ вӗҫлӗ йывӑҫ ҫӗмрен те кашкӑра куҫӗнчен е хырӑмӗнчен лексен!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл Алюнова тӳрех куҫӗнчен пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, куна Укаслу куҫӗнчен те ӑнланма пулать.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӳрех Укаслу куҫӗнчен пӑхрӗ те вӑл, кунта мӗн калаҫу пулса иртнине ҫавӑнтах ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Суяс терӗм, суяймарӑм Ыр ҫын куҫӗнчен пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех