Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑйӗн куҫӗсем ҫинче телейлӗ куҫҫульсем йӑлтӑртатаҫҫӗ.
Комсомолла туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Юртан, ҫилтен хӳтӗлемен шӑтӑк-ҫурӑк, кивӗ лупас айӗнче, йывӑҫ курита ӑшне хупса лартнӑ ҫӑлкуҫ шывӗ тӗлне пӗшкӗнсе, хӗрарӑмсем кӗпе чӳхетчӗҫ; вӗсен пичӗсене тон тулса ларнӑ, сивӗ чӗпӗтсе пӗтернӗ; йӗпе пӳрнесене сивӗ пӗҫертет, вӗсем авӑнкалаймаҫҫӗ, куҫҫульсем юха-юха анаҫҫӗ, хӗрарӑмсем ҫапах, пурне те темле ӑрасна паттӑрӑн пӑхса, пӗрне-пӗри тӗрлӗ историсем каласа кӑтартса, чарӑна пӗлмесӗр сӑмахлаҫҫӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах хальхи куҫҫульсем унӑн чунӗнчи никама шанманнине, пӗтӗм йӳҫеке, хӑйне тивӗҫсӗр ытлашши юратнине ҫуса тӑкнӑ пек пулчӗҫ.А эти словно смывали с его души остатки недоверия, горечи, уязвленного самолюбия.
62 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Куҫҫульсем пит ҫинчех шӑна-шӑна лараҫҫӗ.
Тӑрӑр, юлташсем! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Анчах та вӑл пӗтӗмпех шыҫса кайнӑ, кӳпчесе хӗрелнӗ пит-куҫлӑ хунямӑшӗ, кресло ҫинче ларса вӑраххӑн вилекенскер, ун ҫине ытларах та ытларах тӑшманла пӑхнине аса илчӗ; унӑн ӗлӗк хитре пулнӑ, анчах халӗ тӗксӗм те йӗпе куҫӗнчен куҫҫульсем хурлӑхлӑн юхса тӑраҫҫӗ; чалӑшса кайнӑ тутисем хускалаҫҫӗ, анчах калаҫайми пулнӑ чӗлхи ҫӑварӗнчен тухса ӳкет, нимӗн те калама пултараймасть; вара Ульяна Баймакова ӑна ҫурри вилнӗ сулахай аллин пӳрнисемпе ҫӑварне каялла тӗртсе кӗртет.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл, куҫҫульсем витӗр кӗтесселле пӑхса, ачине ҫитерсе ларать, ачине кӑкӑр ӗмме кансӗррине те асӑрхамасть, малалла мӑкӑрӑлса тӑракан чӗччин ӗмкӗчӗ ача ҫӑварӗнчен туха-туха каять, вара ачи, ӗсӗклесе, тутисемпе сывлӑша чаплаттара-чаплаттара илет, пуҫне пӑркалать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Арӑмӗн пичӗ йывӑҫ пек хытса ларнӑн курӑнать, анчах питҫӑмартисем тӑрӑх хуллен, вӑраххӑн куҫҫульсем юхса анаҫҫӗ.Лицо жены было тупо, точно одеревенело, но по щекам медленно, лениво текли слёзы.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унӑн суранланса тата хуралса пӗтнӗ таса мар пичӗ тӑрӑх куҫҫульсем юхнӑ.
Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.
Хӗрарӑмсен савӑнӑҫлӑ сӑн-пичӗсем тӑрӑх куҫҫульсем юхрӗҫ.По сосредоточенным, торжественным лицам женщин стекали слезы.
VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Серёжа хӑранипе куҫҫульсем тухмаллах хӗрелсе кайнӑ та асламӑшне юбкинчен туртнӑ.Сережа от испуга покраснел до слез и сильно дернул бабушку за юбку.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Анчах куҫҫульсем часах чарӑнчӗҫ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Куҫҫульсем ӑна калаҫма чӑрмантарчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
— Манӑн Ваҫҫукӑм вилчӗ, — тенӗ арӑм хуллен ҫеҫ, тулса ҫитнӗ куҫҫульсем каллех путӑклӑ питҫӑмартисем тӑрӑх кусса аннӑ.— Вася мой помер, — тихо проговорила баба, и наболевшие слезы снова побежали по ее впалым щекам.
Купӑста яшки // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 32–33 с.
Унӑн, хӗрӗх тӑватӑ ҫулти ҫыннӑн, агрономӑн, кил хуҫин куҫҫульсем юхса анчӗҫ, сӑлтавсӑр куҫҫульсем; ку виолончельрен ҫӗр хут начартарах.
XI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл пӗлет: Федя оборона укрепленийӗсем тума кайнӑ кун Катя куҫӗнче куҫҫульсем курнӑ, анчах лешӗ вӗсем мӗне пӗлтернине пӗлмен.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Кукӑльсене манса хӑварнӑ, — ассӑн йынӑшса кӑшкӑрать калитке ҫумне таянса Дуняша; хайӗн вараланчӑк вӗри пичӗ ҫине, пичӗ ҫинчен килте тӑхӑнакан кофти ҫине куҫҫульсем тумлаҫҫӗ.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫав ирхине Татьяна алӑк умӗнче Григорий хыҫҫӑн чылайччен пӑхса тӑчӗ, анчах куҫҫульсем витӗр нимӗн те кураймарӗ.
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унӑн куҫӗсенче кӑшт анчах палӑракан куҫҫульсем тӑраҫҫӗ.
XLI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Ҫапла, — ҫирӗплетрӗ Ольга, — ӗнер сире эпӗ юрататӑп тени кирлӗ пулнӑ, паян акӑ куҫҫульсем кирлӗ пулчӗҫ, ыран, тен, эсир эпӗ вилнине курасшӑн пулӑр.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Иккӗшӗ те вӗсем, пӑлханнине палӑртмасӑр, шалти вут-ҫулӑмпа асапланчӗҫ, пӗр пек туйӑмпа чӗтрерӗҫ: иккӗшӗн те куҫӗсене пӗр пек шухӑш-кӑмӑлпа пулнӑ куҫҫульсем тулчӗҫ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956