Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Купӑста яшки

Автор: Василий Хударсем

Ҫӑлкуҫ: Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 32–33 с.

Ҫул: 1941; Хушнӑ: 2020.05.19 20:37

Пуплевӗш: 22; Сӑмах: 205

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тӑлӑх арӑмӑн ҫирӗм ҫулхи пӗртен-пӗр ывӑлӗ, ялта маттур работник шутӗнче тӑраканскер, вилнӗ.

Ҫак яла тытса тӑракан улпут майри, тӑлӑх арӑмӑн хуйхи ҫинчен пӗлсен, пытару кунӗ ун патне кайнӑ.

Тӑлӑх арӑм килтех пулнӑ.

Вӑл арӑм, — урай варринче ларакан сӗтел умӗнче тӑрса, сылтӑм аллине вӑраххӑн хускатса (унӑн сулахай алли тӳррӗн ҫакӑнса тӑнӑ), — хӑрӑмланса кайнӑ чӳлмекрен тип яшкана кашӑк хыҫҫӑн кашӑк васкамасӑр сыпса тӑнӑ.

Арӑм пичӗ хуйхӑпа тӗттӗмленнӗ; куҫӗсем хӗрелнӗ, тӑртаннӑ… анчах вӑл хӑйне питех те йӑвашшӑн, питех те тӳррӗн тытнӑ.

— Турӑҫӑм! — шухӑшланӑ улпут майри. — Вӑл ҫакӑн пек вӑхӑтра ҫиме пултарать… Мӗнле вӗсен пурин те сисӗмӗсем тискер! — Улпут майри ҫавӑнтах мӗнле вӑл хӑй темиҫе ҫул ӗлӗк, тӑхӑр уйӑхри хӗрӗ вилсен, Питӗр айӑккинчи дачӑна каяссине пӑрахӑҫ тунине аса илнӗ. Ҫапла вара вӑл ҫӑвӗпех хулара пурӑннӑ!

Тӑлӑх арӑм ҫав-ҫавах купӑста яшки ҫисе тӑнӑ.

Юлашкинчен, улпут майри чӑтайман.

— Татюк! — тенӗ вӑл…  — Ҫырлахтӑр! Эпӗ тӗлӗнетӗп санран, ниуштӑ эсӗ хӑвӑн ывӑлна юратман? Мӗнле санӑн ҫӑвар тути пӗтмен? Мӗнле эсӗ ҫак купӑста яшкине ҫиме пултаратӑн!

— Манӑн Ваҫҫукӑм вилчӗ, — тенӗ арӑм хуллен ҫеҫ, тулса ҫитнӗ куҫҫульсем каллех путӑклӑ питҫӑмартисем тӑрӑх кусса аннӑ. — Ҫапла, манӑн та пӗтесси ҫитрӗ: пуҫӑма чӗрӗллех касрӗҫ. Анчах купӑста яшкине сая ямалла мар-ҫке: ӑна тӑварланӑ вӗт.

Улпут майри хулпуҫҫийӗсене сиктернӗ те, хӑвӑрттӑн тухса кайнӑ. Вӑл хуйхӑрмасть, мӗншӗн тесен уншӑн тӑвар хаклӑ мар.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех