Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак систерӳсене Давенант чӗнмесӗр ирттерсе ячӗ, калаҫӑва пӳлӗм ҫине куҫарчӗ, карчӑк вара унӑн чӗрине чӗрнисемпе те куҫлӑхӗпе йӑраланса кӗме хӑтланать.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Анчах тухтӑр куҫлӑхӗпе лӑпкӑн йӑлтӑртаттарчӗ, хистеме май ҫукки — куҫ кӗретех.Но доктор спокойно блестел очками, и было очевидно, что настаивать невозможно.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.
— Шӑпах ҫавӑнпах, — куҫлӑхӗпе йӑлтӑртаттарса лӑпкӑн килӗшрӗ тухтӑр, — мана сирӗн укҫӑр кирлӗ мар.— Вот поэтому-то, — спокойно сказал доктор, поблескивая очками, — я и не возьму с вас денег.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.
Доктор алӑк патӗнче куҫлӑхӗпе йӑлтӑртатрӗ:
II сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ун хыҫҫӑн кӗлеткене патшан чаплӑ тумне тӑхӑнтартрӗҫ — ку тумтир пит хаклах тӑманнине эпир пӗлетпӗр, — Бенедикт пиччен куҫлӑхӗпе илемлетме те манмарӗҫ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ах, мӗскӗн, куҫлӑхӗпе пысӑклатакан кӗленчине ҫухатрӗ-ҫке!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Юлашкинчен Волгин куҫлӑхӗпе аппаланма пӑрахрӗ.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Волгин куҫлӑхӗпе аппаланма пӑрахасса Андрей тӳсӗмлен кӗтрӗ.Андрей терпеливо ждал, пока Волгин кончит возиться с очками.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Чиновниксенчен пӗри, хӗрлӗ питлӗ старик, ҫапкаланса тӑракан виҫӗ тӳмеллӗ, шупкаланса кайнӑ мундир тӑхӑннӑскер, сӑмса вырӑнне пулнӑ хӗп-хӗрлӗ мӑкӑльне тӑхлан куҫлӑхӗпе хӗстернӗ те, аллинчи хутне уҫнӑ, унтан вара молдаван чӗлхипе, сӑмса витӗр, вула пуҫланӑ.
Кирджали // Василий Хударсем. Александр Пушкин. Кирджали; вырӑсларан В. Хударсем куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 17 с.
Хӑй ахлатнипе, нӑйлатнипе, шурчак, пӗчӗкҫӗ, сисетни, арланӑн пек пӗчӗкҫӗ пичӗ ҫинчи тӗксем куҫлӑхӗпе пурсӑмӑра та пире пусса антаратчӗ, вара ӑна парӑнаттӑмӑр, Петровпа Егоровӑн поведени балне чакарса ҫыраттӑмӑр, вӗсене арӗсе лартаттӑмӑр.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Вӑл куҫлӑхӗпе пӳрнисене касрӗ, вӑрахчен сӑмса тутӑрне кӑларчӗ.Он порезал пальцы очками и стал долго вынимать носовой платок.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1