Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курмалла (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи лайӑххине курса вырӑнта йӗркелес тесен Елчӗк тата Аслӑ Елчӗк ял тӑрӑхӗсенчи масарсене кайса курмалла.

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ вырӑна сӑваплӑхра тытар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%81a%d0% ... %b0%d1%80/

Апата та унӑн вилкӑпа та ҫӗҫӗпе ҫимелле пулнӑ; салфеткӑсемпе, тарелкӑсемпе, чей чашкисемпе усӑ курмалла пулнӑ; кӗнеке тӑрӑх вӗренмелле пулнӑ, чиркӗве ҫӳремелле пулнӑ, калаҫассине те ҫав тери тирпейлӗн те йӗркеллӗн калаҫма тивнӗ.

Надо было есть с тарелки, пользоваться ножом и вилкой, утираться салфеткой, пить из чашки; надо было учить по книжке урок, ходить в церковь.

35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Манӑн ҫавӑн пек инкек курмалла пулсан, вӑл хӗпӗртетчӗ-ха, хӑй ман вырӑнта пулса пӑхтӑр-ха…

Ей хотелось, чтобы мне влетело, — пускай теперь сама попробует.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

- Минераллӑ удобренисемпе те, пестицидсемпе те усӑ курмалла, анчах ытлашши мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр пулӑхлӑхне ӳстересчӗ, выльӑхран тупӑш кӗртесчӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11447-r-pul ... h-k-rtesch

Курмалла та ан пултӑр!

Чтобы в глаза не попадался!

Сахӑр катӑкӗ // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7332.html

Ҫӗрӗн кашни гектарӗпе тӗллевлӗн усӑ курмалла!

Каждый гектар земли должен использоваться по целевому назначению!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ҫавӑнпа та пирӗн пур пек ресурссемпе, чӑн малтанах ҫӗрпе, май пур таран чи пысӑк тухӑҫлӑхпа усӑ курмалла.

Поэтому нам необходимо максимально эффективно использовать имеющиеся ресурсы, в первую очередь землю.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Промышленноҫра ҫӗнӗ ӑрури материалсемпе тата производство ӗҫне автоматламалли майсемпе ытларах усӑ курмалла.

В промышленности бóльшее применение должны получить материалы нового поколения и автоматизация производственных процессов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ҫурт-йӗр строительстви валли уйӑрса панӑ ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем пушӑ выртмалла мар, вӗсемпе тухӑҫлӑ усӑ курмалла!

Земли сельхозназначения, переведенные под жилищное строительство, не должны пустовать, их необходимо эффективно использовать!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Ку чухнехи меслетсемпе усӑ курмалла, вӗсем технологи йышӑнӑвӗсене те, вӗсем пӗр-пӗринпе мӗнлерех ҫыхӑнса-шайлашса тӑрассине те малтанхи тапхӑртах тӗплӗн тишкерсе хак пама май параҫҫӗ.

Нужно переходить на современные методы работы, позволяющие уже на начальной стадии детально оценить как технологические решения, так и взаимоувязанность их между собой.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Икӗ енлӗ туслӑ хутшӑнусене анлӑлатма ҫул уҫакан лайӑх майсемпе мӗн пур сферӑрах ӑнӑҫлӑ усӑ курмалла – суту-илӳпе экономика тӗлӗшпе кӑна мар, ҫавӑн пекех культура, вӗренӳ тата наука енӗпе, сывлӑха сыхлас ӗҫ, туризм сферисенче те.

Следует использовать предоставляемые возможности для расширения взаимодействия во всех сферах сотрудничества – не только в торгово-экономической, но и в культурной, образовательной и научной областях, здравоохранении, туристической сфере.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Хӑйне паянхи ӑслӑлӑхра ҫеҫ мар, пӗтӗм чӑваш культуринче аслӑ просветитель Иван Яковлевич Яковлевӑн ӗҫне тӗпри вырӑнта малалла тӑсатӑп тесе калама вӑтанман «улӑпӑн» ҫав вӗрсе хӑпартнӑ пек хулӑн кӗнекисем хӑй ҫӗре кӗричченех лавӗ-лавӗпе макулатурӑна ӑсаннине курмалла пулмасть-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ҫавӑнпа та чӑваш чӗлхипе май килнӗ таран ытларах та ытларах усӑ курмалла.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

«Сӑмах бюджет кредичӗ пирки пырать - ҫӑмӑл укҫа. Шӑпах ҫак мелпе ҫине тӑрарах усӑ курмалла. Хӑй вӑхӑтӗнче Тутарстан, Мордови ҫавнашкал кредитсен шучӗпе вӑйлӑ аталанчӗҫ. Пирӗн те Шупашкар, Чӑваш автономийӗн юбилейӗсем ҫывхарнӑ май ҫак майпа усӑ курмалла, пысӑк укҫа илмешкӗн урӑхла майсем пулмӗҫ», - терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Шултра ҫимӗҫе маларах усӑ курмалла.

Куҫарса пулӑш

Панулми упрама // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Типӗ апатпа та час-часах усӑ курмалла мар.

Куҫарса пулӑш

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Пӗтӗмлетсе каласан — ҫак фестивальте пулса курмалла! — терӗ сывпуллашнӑ май Иван.

Если подытожить - на этом фестивале надо быть! - сказал Иван прощаясь.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Кун пеккине ӳлӗмрен никамӑн та курмалла ан пултӑрччӗ.

Впредь такое пусть никто не увидит.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Золотой ус ӑҫта ӳсет, унпа епле усӑ курмалла?

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн хунав // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Эпӗ тыткӑнри тамӑкра тӳссе ирттернине санӑн курмалла ан пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех