Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунӗсем (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ шурӑ роза юрататӑн-и, Лида? — терӗ вӑл кӑштахран, хӗл кунӗсем пулнине пӑхмасӑр пӗр пӗчӗк карҫинккапа чечек сутса тӑракан хӗрарӑм еннелле кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Апрель уйӑхӗн пуҫламӑш кунӗсем кӑна пулин те, хула урамӗсенче юр ирӗлсе пӗтнӗпе пӗрех.

Куҫарса пулӑш

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Халӗ кӑна ҫуркуннеччӗ-ха, халӗ кӑна Лена фермӑра ӗҫлеме пуҫларӗ, ак сисмесӗрех кӗр кунӗсем ҫывхарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Анчах ытла та кӗске пулчӗҫ ҫав вӗсен телейлӗ кунӗсем: шыва кӗнӗ чух унӑн упӑшки сарӑмсӑррӑн путса вилчӗ…

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫав вӑхӑтрах ҫемьепе, ачасемпе катока, бассейна ҫӳреҫҫӗ, усӑллӑ та кӑмӑллӑ кану кунӗсем йӗркелеҫҫӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗ - ачасенче // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44183-ceme- ... achasenche

Яшлӑхри кунӗсем, чунсенчи туйӑмсем Вӗҫсе кайрӗҫ пулас ҫилпеле.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ ял ҫумӗнче // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 61 с.

Куҫӗҫ-и-ха, хӗл кунӗсем ҫывхарсан, ҫулҫисене тӑкса ҫаралнӑ вӑрманӑн ӗҫӗ тинех пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

— Анфиса Петровна, калӑр-ха Тимофей Михайловичӑн юлашки кунӗсем ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вожатӑйсем кану кунӗсем пуриншӗн те савӑнӑҫлӑ, асра юлмалла пулччӑр, тепӗр вӗренӳ ҫулӗ валли ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм хушчӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаҫатҫӑсем – шкул лагерӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10976-kh ... lager-nche

Ҫу кунӗсем малаллах шурӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Уявсем иртрӗҫ пулмалла пирӗн, пумилкке кунӗсем пуҫланчӗҫ, мӑрса, — ҫӗлӗкне хул хушшине хӗстерсе пӗр вырӑнта тӑпӑртатрӗ Акмӑрса.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑнтӑр Казахстанри авӑн уйӑхӗн юлашки кунӗсем

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

2017 ҫулта 10 вӗренекен ҫӗршыври «Самбо кунӗсем - Раҫҫей шкулӗсенче» марафона хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ директор // И.ВЛАСОВА, А.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11572-pu ... l-direktor

Спортпа сывлӑх кунӗсем халӑха илӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Кӗмӗл тумпа тумланнӑ шартлама сивӗ хӗл кунӗсем ҫитсен, уй-хир тӑрӑх, пас тытнӑ вӑрман тӑрӑх йӗлтӗрпе ярӑнса ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Ҫаксем ӗҫлемелле мар уяв кунӗсем пулнине шута илсе вӗсене февралӗн 24-мӗшне тата майӑн 8-мӗшне куҫарма йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӗнле канатпӑр? // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%bce%d0% ... bfa%d1%80/

Хам та вӗсен пурнӑҫӗсемпе интересленсех тӑма, паллӑ кунӗсем, уявсем ячӗпе саламлама тӑрӑшатӑп», — кӑмӑллӑн калаҫать паян та хӑйне ҫамрӑк ҫын пек вӑр-вар та ҫаврӑнӑҫуллӑ тытакан, пурнӑҫра яланах лайӑххине ҫеҫ шанакан Людмила Кирилловна.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳпе ҫыхӑнтарнӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bda/

Ҫамрӑклӑх кунӗсем иртсе каяҫҫӗ.

Проходят годы.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

2004 ҫулхи декабрӗн 16-мӗшӗнче РФ Патшалӑх Думи «Ҫар мухтавӗн кунӗсем ҫинчен» федераллӑ саккуна улшӑнусем кӗртесси ҫинчен йышӑну тунӑ хыҫҫӑн ҫак кун канмалли кун пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пӗрлӗхӗ – пысӑк хӑват // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%85%d0%b ... %b0%d1%82/

Куҫ умӗнчех ачалӑх кунӗсем

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех