Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кулӑ сăмах пирĕн базăра пур.
кулӑ (тĕпĕ: кулӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗркеленчӗк пит-куҫӗнче ҫеҫ тахҫанхи, аллӑ ҫул каяллахи пек, ашкӑнчӑк, Михала мучи ҫеҫ пӗлекен ачаш кулӑ вылять.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Яланах хаваслӑ Тимошӑн ӗҫ тарӗпе вараланнӑ пит-куҫӗнче хальхинче те кӑмӑллӑ кулӑ выляса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Хӑ, — тутине эрешмен карти пек кулӑ ҫакса ячӗ Митюк, — камӑн пултӑр тата?

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

— Ку манӑн проблемӑ, — кӗлеткине стена ҫумне тайӑлтарса, сивӗ, суя кулӑ туртӑнтарса кӑларчӗ Митюк.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Пурин сӑнне те телейлӗ, ачаш кулӑ ҫутатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Халӗ кӑна кулкаласа калаҫакан хӗрарӑм тӑруках шӑпланса тӑчӗ, унӑн куҫӗсенчи выляса тӑракан кулӑ таҫта кайса ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унӑн шуралса кайнӑ пичӗ ҫинче кӑшт ҫеҫ палӑракан ӑшӑ кулӑ выляса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Тӗлӗнмелле пултаруллӑ ача. Килти ӗҫсене яланах пурнӑҫлать, таса та тирпейлӗ ҫырать. Вӗренӳре малтисен йышӗнче пырать. Сӑн-питӗнче яланах кӑмӑллӑ кулӑ. Ачасем ӑна ырӑ кӑмӑлӗшӗн, ыттисене пулӑшма тӑрӑшнӑшӑн питӗ хисеплеҫҫӗ, яланах унпа юнашар пулма тӑрӑшаҫҫӗ», — ҫапла ҫырнӑ ун пирки 1-2-мӗш классенче ертсе пынӑ учитель.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Питӗнче ӑшӑ кулӑ ҫиҫсе ялкӑшрӗ.

Улыбка все чаще озаряла лицо.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӑшӑлтатса калаҫни, ахӑлтатни, сайра хутра кӑна пулакан хаваслӑ кулӑ вӑйлансах пычӗ.

Шопот, хихиканье, придушенный смех, такой редкий здесь, всё нарастали.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӑҫал виҫ-тават утарҫа фацели акма ӳкӗте кӗртрӗм-ха, — терӗ те Тӑхти, унӑн ҫырӑ куҫӗсенче каллех чее, ӑслӑ кулӑ ҫиҫме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тӑхтин куҫӗсенче чее кулӑ ҫухалчӗ, сасси хаярланчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тӑхтан ҫырӑ куҫӗсем хӗсӗнчӗҫ, вӗсенче каллех чее кулӑ ҫиҫе пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тулӑх ӗҫкӗ-ҫикӗ, ҫамрӑк чуна-юна хускатан ташӑ-юрӑ, чӗрене тивен ҫепӗҫ сасӑ, ытарлӑ кулӑ каллех хӑйӗн ӗҫне турӗҫ — каччӑ ирччен те ҫак астармӑш пӳртрен тухаймарӗ…

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм, илӗртӳллӗ-ытарлӑ куҫпа кулса пӑхаканскер, ӑна ҫак вӑхӑтра, Макар калашле, Джоконда пек туйӑнса кайрӗ: ҫавнашкалах тулли пит, тӑрӑхларах ҫырӑ куҫ, тӳрӗ сӑмса, ҫавнашкалах тем пытаран, тем парнелессе шантаран илӗртӳллӗ-ытарлӑ кулӑ, — кулнӑ чухне тута хӗррисенче пичӗ шалалла путса кӗрет; ҫавнашкалах хӑпарса тӑракан кӑпӑшка кӑкӑр, шурӑ ӳтлӗ ачаш алӑсем…

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Унӑн питӗнчен йӑл кулӑ кайма пӗлмерӗ, хӗпӗртенӗ хӗрарӑм сӑнӗ ҫуталса илемленчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Кӑҫал эпир те вӗсем пек ӗҫлеме тытӑнатпӑр, — терӗ те вӑл, унӑн ҫӳхе тута хӗррисем такамран тӑрӑхласа, йӗрӗнсе кулнӑ пек, сиккелеме пуҫларӗҫ, кӑвак куҫӗсенче чее кулӑ палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ан пӑшӑрхан, кулӑ вӑл ырӑ япала, чир мар.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тути ҫинчи илемлӗ кулӑ шӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Миххан пит-куҫӗ ҫинче усал чеелӗх те савӑклӑ кулӑ палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех