Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кулли те унӑн теме тӑракан кулӑ: вӑл хӗвел ӑшӑтса пӗтӗм тавралӑха уҫӑ сывлӑш сарса тӑнӑшӑн та, ҫеҫкене ларакан ҫӑка шӑршишӗн те савӑнса кулать.
Июнӗн ҫирӗм иккӗмӗшӗ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
— Пӗртен-пӗр хут чуптурӑм, шӑпа тени ҫавна та пулин хирӗҫ пулчӗ, — терӗ Лена, тӗксӗммӗн те хӑйне уйрӑм куллипе йӑл кулса; ҫав кулӑ ӑна питӗ килӗшет; хӑйӗн хӑюлӑхӗнчен хӑй тӗлӗнсе, вӑл Воропаева каллех ыталаса хӑй ҫумне чӑмӑртарӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Пичӗ ҫинче асаплӑ кулӑ хытса ларнӑ, вӑл кулӑ ҫинчен ниепле те куҫ илме май килмен.На лице застыла страдальческая улыбка, улыбка, от которой нельзя было оторвать глаз.
X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Пискарев ун умӗнче пӗр хускалмасӑр тӑчӗ, вӑл унчченхи пекех пурин ҫинчен те манса каяс патнех ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, анчах пике нумай вӑхӑт хушши чӗнмесӗр тӑни ӑна йӑлӑхтарса ҫитерчӗ; хӗр тӳрех куҫран пӑхса йӑл кулчӗ, анчах ку кулӑ сӗмсӗр ҫын кулли пекех тухрӗ: взятка илекен ҫын турра кӗлтуни е поэт бухгалтер кӗнекине вулани пекех вӑл хӗре пӗрре те килӗшмерӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Григорий, куллине пытарас тесе, ҫӑварне аллипе хуласа тытрӗ, — кулӑ килнипе хӗсӗннӗ куҫӗсене йӑлкӑштарса ыйтрӗ:Григорий прикрыл ладонью рот, чтобы спрятать улыбку, блестя сузившимися от смеха глазами, спросил:
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Амӑшӗн сӑн-пичӗ тӗксӗм, кӑшт турӑш ҫинчи сӑн евӗрлӗрех, куҫӗсем хӑмӑр та сивӗрех, анчах вӗсене ырӑ пӗркеленчӗксемпе хӗрӗнни пек вӑтанчӑк кулӑ йӑвашлатать, ҫав кулӑран ӑна Пробатов ытти темиҫе пин хӗрарӑм хушшинче те палласа илнӗ пулӗччӗ ӗнтӗ.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ку сукмак пӗр ҫӗрте тӑман, шунӑ та шунӑ, йӗри-тавра темиҫе километра лавҫӑсен ури айӗнче юр кӑчӑртатни, е тӗрлӗ сасӑсем «цоб!» тесе кӑшкӑрашни, е ҫул пӑрӑннӑ ҫӗрте ҫуна тупанӗсем йынӑшса илни, е пушӑ шӑхӑрни, е ним сӑлтавсӑрах пысӑк сассипе Прохор юрласа яни, е Иринӑн савӑнӑҫлӑ кулли янраса каять, — ку кулӑ сӑлтавӗ Ирина ҫуни ҫинче ларса пыракан Виктор пулнӑ иккен…
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ытти ҫынсенни пек мар, питӗ урлӑ пулнӑ унӑн кулли, ҫапах та кӑмӑла килекен кулӑ пулнӑ вӑл.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аксинья, питне Григорий кӑкӑрӗ ҫине хунӑ та, хӑйӗн тутисем ҫинче Григорий курасран пытарнӑ кулӑ, кӗтнӗ телей ҫитнипе ҫӗклесе тухнӑ хаваслӑ вӑрттӑн кулӑ ейӗлсе чӗтренет.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫак темшӗн аса килсе кӗнӗ сӑмахсене вӑл темиҫе хут ӑшра каларӗ, унӑн яп-яка хырса тасатнӑ питӗнче кулӑ сӳнме пӗлмест; ыйӑхран вӑрансан ху кӗҫех атте пуласси ҫинчен шухӑшлама епле лайӑх-ха, шутларӗ вӑл, вара ӑна йӗри-тавра кам пур — пурте ун ҫине пӑхнӑ пек, пурин пичӗсем те хӑйӗн пекех телейлӗ кулӑпа ҫуталса тӑнӑ пек туйӑнать; хӗвел пайӑркисем чӳрече кантӑккисем ҫинче нихҫан та паянхи пек йӑлтӑртатса ҫуталман; тап-таса та кӑн-кӑвак тӳпенелле кармашса ларакан йывӑҫсем темшӗн ӗнерхинчен ҫӳллӗрех та лапсӑрккарах пулнӑ; такам ҫӑра пылпа сапнӑ пек ҫутӑ-сарӑ тӗслӗ пиҫсе ҫитнӗ абрикоссем шутсӑр нумай ҫакӑнса тӑракан турат хӳме урлӑ усӑнса аннӑ, анчах Сергее ҫав турат хӑйне евӗрлӗ кулса ӑна пуҫ тайнӑн туйӑнать; турат ҫинче абрикосран та пысӑк мар ылтӑн мӑйлӑ кайӑк ларать.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине ачаш куҫсемпе пӑхса лараҫҫӗ, вӗсем кулни темӗнле уйрӑм кулӑ; «эпир ак ҫакӑн пек ларӑпӑр та, ҫитрӗ те, пире урӑх нимӗн те кирлӗ мар…» тенӗн туйӑнать вӗсен кулли.
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Халӗ пӗчӗк лампа ҫутинче ун куллине самай лайӑх асӑрхама май пулчӗ ӗнтӗ; вӑл нумай туйӑмлӑ питӗ кӑткӑс кулӑ пулчӗ, анчах чи палли ҫав кулӑра — ҫынна куҫкӗретӗнех ним вырӑнне хуманни, унран йӗрӗнни пулчӗ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Тепӗр чухне унӑн сӑмахӗсенче чуна пырса тивекен кулӑ ялкӑшса илет, анчах ҫав кулӑра илемлӗх, йӑваш та кӑмӑллӑ ӑс пулнипе кирек кам та ҫырлахать!
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов пӑхса илчӗ: Ольга пичӗ ӑшӑ кулӑпа ҫуталса тӑрать, ҫак кулӑ е унӑн куҫӗсенче ялкӑшать, е питҫӑмартисене сарӑлать, тути ҫеҫ, яланхи пек, чӑмӑртаннӑ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц Ольга патне пырса ларчӗ те, пӳлӗмре хӗрӗн кулли илтӗнсе кайрӗ; ҫак кулӑ ҫав тери янӑравлӑ, ҫав тери чӗререн, илӗртӳллӗ пулчӗ, кам ку кулла илтет, ҫавӑ, мӗн пирки кулнине пӗлмесӗрех, тем тесен те, кулса ярать.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Горбуновӑн пичӗ ҫинче савӑнӑҫлӑ кулӑ — ӗлӗкхи пек, эртельри пек ырӑ кулӑ ҫутӑлса илчӗ, унӑн катӑк шӑлӗсем те курӑнчӗҫ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Эсӗ анкӑ-минкӗленсе кайни кулӑ кӑна вӗсемшӗн.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Ӑҫта Мидхат, унта ялан — шӳт те кулӑ: «А нам, татарам, вси равно, адин талон — два каша», — ҫакнашкал каларӑшсем унӑн темӗн чухлех.
2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Иван Кузьмич куласшӑн пек пулчӗ, анчах кулӑ тухмарӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Сире кулӑ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.