Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

култӑмӑр (тĕпĕ: кул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫылӑха пӗлмесӗр култӑмӑр хамӑр.

Смех и грех!

Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Акаци тӗми айӗнчи пӗчӗк сӗтел хушшинче ларса эпир шӳт турӑмӑр, култӑмӑр, иртнӗ кунсене те аса илтӗмӗр: ун чух эпир ҫав тери туслӑччӗ, пӗр-пӗрин патне ҫырусем ҫыраттӑмӑр тата пӗррехинче вӑрттӑн кинона та кайса килтӗмӗр.

За маленьким столиком под кустом акации мы шутили, смеялись и даже осторожно вспоминали старину: когда мы были так крепко дружны, писали друг другу письма и бегали однажды тайком в кино.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Култӑмӑр, култӑмӑр вара унпа…

Хохотали мы с ним, хохотали…

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Эпир култӑмӑр, ахӑлтатрӑмӑр, ҫухӑртӑмӑр…

Мы смеялись, ревели, рычали…

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Эпир ҫав ҫӗтӗк кӗпеллӗ айванран питӗ култӑмӑр: хӗре вара урӑх нихҫан та, нимӗн туса пама та йӑлӑнмарӑмӑр.

Мы очень посмеялись над чудаком и — никогда ни о чем больше не просили ее.

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Аш хыпӑниччен култӑмӑр эпир.

Мы так и покатились со смеху.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Шыв, — сассине ҫемҫетрӗ вӑл, эпир вара ӑша йӑвала-йӑвала култӑмӑр

— Вода, — упавшим голосом пробормотал он, мы так и сели на землю от смеха.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех