Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

култӑм (тĕпĕ: кул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун ҫине пӑхса, эпӗ йӑл култӑм.

Я улыбнулся, глядя на него.

XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ку Володя сасси пулнине тавҫӑрса илтӗм те, хам тавҫӑрма пултарни мана хӗпӗртеттерчӗ, анчах эпӗ ӑна хирӗҫ кӑштах йӑл култӑм та малалла утрӑм.

Я догадался, что этот голос принадлежал Володе, и мне доставила удовольствие мысль, что я таки догадался, но в ответ ему я только слегка улыбнулся и пошел дальше.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Хм! — мӑкӑртатса илтӗм эпӗ, ҫав хушӑра хам тӑрлавсӑрла савӑккӑн култӑм.

— Гм! — промычал я, чувствуя опять на своем лице распускающуюся глупо-самодовольную улыбку.

XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ чӑрсӑррӑн йӑл култӑм та Сен-Жером патӗнчен пӑрӑнса кайрӑм.

Я дерзко улыбнулся и ушел от него.

ХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑрман хӗрринелле тинкерсе пӑхса, эпӗ тӑрлавсӑррӑн йӑл-йӑл култӑм; ман ҫинчен тар шапӑртатса юхать, унӑн тумламӗсем янах тӑрӑх анса кӑтӑклантараҫҫӗ пулин те, эпӗ вӗсене шӑлмастӑп.

Вперив глаза в опушку, я бессмысленно улыбался; пот катился с меня градом, и хотя капли его, сбегая по подбородку, щекотали меня, я не вытирал их.

VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Куласса култӑм та-ха, пуҫран вара шухӑш кая пӗлмерӗ: Аввакум ҫинчен эпӗ, паллах, илтнӗ-ха, анчах ӑна Ҫӗпӗре пуҫ янине, унтан вара таҫта Печора тӑрӑхӗнчи Ҫурҫӗрте ҫунтарса вӗлернине пӗлмен.

Однако же смеяться-то я смеялся, а про себя думал: слышать про Аввакума я, конечно, слышал, но что в Сибирь он был сослан, а потом где-то на печорском Севере заживо сожжен — этого не знал.

7 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

— Эпӗ вилеслех култӑм

— Я чуть со смеху не помер…

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Бухгалтертан вӑл тӑрӑхласа кулчӗ, эпӗ те чӑтаймарӑм — ӑш ыратичченех ахӑлтатса култӑм.

Над бухгалтером он посмеялся, да и я тоже не удержался, ржал, как конь.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Каҫарӑр, господин офицер, — эсесовец ҫине пӑхса йӑл култӑм эпӗ.

Извините, господин офицер, — улыбнулся я немцу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Пӗррехинче каҫса кайсах култӑм.

Однажды я искренне, до слез смеялся.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ҫак историе мана каласа парсан, эпӗ ахӑлтатсах култӑм, уйрӑмах мана пурне те вӑратса тухни ҫинчен, лешсем вара кӗпе вӗҫҫӗн сиксе тухса ӑҫта лекнине ӑнланаймасӑр пуҫӗсене хыҫни ҫинчен каласа парсан, вӑл ман ҫине кӳренчӗ те каларӗ:

Когда он рассказал мне эту историю, я так долго смеялся, особенно когда он рассказывал, как он всех будил и они в чем мать родила выскакивали и пытались понять, где это они находятся, что он даже обиделся на меня и сказал:

Тӑххӑрмӗш вакун // Аҫтахар Плотников. Михаил Задорновӑн «Девятый вагон» калав куҫарӑвӗ

Хамӑр калаҫнисене пӗтӗмпех аса илсе култӑм.

И улыбался, перебирая в памяти весь наш разговор.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Эпӗ ҫапла шухӑшларӑм та хам шухӑшран хуллен кӑна култӑм.

И я об этом догадывался и тихонько над этим смеялся.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Эпӗ култӑм, таврара ыттисем те пурте кулчӗҫ.

Я смеялся, и все кругом смеялись тоже.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Тепӗр чӗрӗк сехетрен эпӗ кадетпа, Зинаидӑпа пӗрле пӗр-пӗрне хӑваласа тытмалла чупма тытӑнтӑм; ӗнтӗ тек макӑрмарӑм, тӑртаннӑ куҫ хупаххисенчен куҫҫулӗ тумлатчӗ пулин те, ахӑлтатса култӑм; ман мӑйӑмра, галстук вырӑнне, Зинаида ленти.

Четверть часа спустя я уже бегал с кадетом и с Зинаидой взапуски; я не плакал, я смеялся, хотя напухшие веки от смеха роняли слезы; у меня на шее, вместо галстучка, была повязана лента Зинаиды.

XVIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Эпӗ сӑмах чӗнмерӗм; хӗр вӑрттӑн та чеен йӑлкӑшса кулчӗ, юлашкинчен: «Ну, мӗн-ха?» — тесе пӑшӑлтатрӗ; эпӗ хӗрелтӗм кӑна, култӑм, пуҫӑма пӑртӑм, аран сывлӑш ҫавӑртӑм.

Я молчал; она улыбалась таинственно и лукаво и, наконец, шепнула мне: «Ну, что же?», а я только краснел и смеялся, и отворачивался, и едва переводил дух.

VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Питӗ нумай култӑм.

Очень смеялся.

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.

Эпӗ, паллах, унран култӑм: эсӗ, тетӗп, ашкӑнчӑк, урах никам та мӑр!

Я, конечно, посмеялся над ним: озорник, говорю, ты, только и всего!

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Эп ун ҫине пӑхса кӑмӑллӑн култӑм, аллӑпа каллех кӑчӑк туртса чӗнтӗм.

Я ласково улыбался ему и с самым приветливым видом продолжал манить его рукой.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫук, ан итле, ӑнланас ҫук эсӗ, каях, ан ҫулӑх, тӑраничченех култӑм эпӗ санран.

Или нет, не слушай, ты не поймешь, отстань, довольно я потешался над тобою.

XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех