Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хе-хе, — Мишша, ӳснӗ май, улшӑнсах пынӑччӗ, качака путекки мекеклетнӗ евӗр куллипе йӗтен сӳсӗ евӗр шап-шурӑ ҫӳҫӗ ҫеҫ улшӑнмарӗ ун.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Хӑйӗн ытарайми куллипе вӑл куракансене пурнӑҫ ырлӑхне юратма вӗрентет.
Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.
Пӗрремӗш килекенӗ вӑрӑм, сарлака хулпуҫҫиллӗ, куллипе пур хӗрарӑм чӗрине те ӑшӑтса яма пултаракан Коля-Микулай пулчӗ.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Хӑйӗн ҫемҫе куллипе, ӑшшипе пӗтӗм тӗнчене ачашларӗ, кӗҫех сӑрт ҫинче вырнаҫнӑ ял ҫине хӑй пайӑркисене ӳкерчӗ.
Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.
— Старик аллисене ик еннелле сарать те каллех хӑйӗн ырӑ, кӑшт чеерех куллипе кулать.
15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Чунӗ-чӗрипе, йӑл куллипе, тунсӑхлӑн пӑхакан куҫӗпе, кӑпӑшка ҫӳҫӗпе те кӗлеткипе — пӗтӗмпех, пӗтӗмпех такамӑн…
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Уйӑхран-и е уйӑх ҫурӑран-и хайхискер пӗччен арҫыннӑн тӗксӗм пӳлӗмне каллех йӑваш куллипе йӑлкӑштаратчӗ: «Сансӑр мана кичем, Ник».
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Хӗвел пӗлӗтсем хыҫӗнчен тухса тавралӑха ӑшӑ куллипе ӑшӑтса-савӑнтарса ячӗ.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫӗр ҫине телей нихӑҫан та килмест пулсассӑн мӗншӗн кашни кун хӑй килӗнчен тухса аслӑ тӗнчене хӑй куллипе ҫутатмалла-ха унӑн?
Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Халӗ ӗнтӗ Урӑлманкин та хӑйӗн йӑшӑк, «хӗсӗк куҫлӑ» куллипе фельдшер урапи ҫине йӑпӑр-япӑр хӑпарса ларчӗ: пӗри машина кузовӗнчен юхса тӑкӑнакан йӑшӑр-йӑшӑр тип хӑйӑр саслӑн чыхӑна-чыхӑна, янахне вӗттӗн-вӗттӗн, автоматла сиктерсе чӑхлатать, тепри йывӑҫ каткара йӳҫекен пӑрака лӗкӗр-лӗкӗр лӗкӗртетнӗ пек пӗтӗм кӗлеткипе «вӗресе» лӗхлетет.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Сӑпкари ачан ҫемҫе те йӑваш куллипе япшаррӑн йӑлтӑртатакан ирхи хӗвел, куҫа шартса, ҫӗр ҫине васкамасӑр, ӑшӑ, чуна сиплӗх те ырӑлӑх кӳрекен ылтӑнне сапалать.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Манӑн ӗмӗт сенкерӗ! — именчӗклӗ, ҫемҫе куллипе ҫурхи хӗвел шевлиленчӗ Лена та, куҫӗпе хӑйне пулас упӑшкине пӗр чӗптӗм юлмиччен парнелеме хатӗррине систерсе.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Шуҫӑм киличченех ларса ирттерчӗ Сима хула хӗрринчи вӑрманта, ӑшӑ ыйхӑран вӑраннӑ ҫурхи хӗвел ҫепӗҫ куллипе йывӑҫ тӑррисене ачашласа илсен ҫеҫ вырӑнӗнчен ҫӗкленчӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Аля хӑйӗн илӗртӳллӗ куллипе ялкӑшса кулчӗ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Вара, темрен йӗрӗннӗ пек, пӗртен пӗр хӑй евӗрлӗ куллипе кулса илчӗ те (кулнӑ чух унӑн тута хӗррисем ҫӳлелле ҫӗкленмеҫҫӗ, аялалла анаҫҫӗ) хӑвӑрт малалла утрӗ.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Паллах, пӑхмастӑп та, — хӗр куллипе кулчӗ Марине.
XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл хыпӑнса ӳкрӗ, ун пичӗ ача куллипе ҫуталчӗ.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Иван пичче чӗнмерӗ, ҫамрӑка хӑйӗн куллипе ҫеҫ ырларӗ.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Офицер ман ҫине тӗлӗнӳ куллипе пӑхать.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Маскӑсем вӑрттӑнлӑхпа юратӑвӑн янӑравлӑ кӗске куллипе ихӗлтетрӗҫ те хӑйсен ӗҫӗпе малалла уттарчӗҫ.Маски рассмеялись коротким, грудным смешком секрета и любви, затем тронулись по своим делам.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.