Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кулленхи (тĕпĕ: куллен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӳсӗм тени вара чӑн педагогӑн ӑнлавӗнче хушӑран вӑл е ку мероприятире малти вырӑна тухнинче мар, вӗрентӳпе воспитанин кулленхи кӑткӑс ӗҫне ывӑнмасӑр пахалӑхлӑ пурнӑҫласа пынинче.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пӗтӗмӗшле 10 пин ҫул ӗҫ стажӗ пухнӑ династисене тав тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/chav ... stazhepe-d

Округӑн кулленхи пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне уйрӑмах хастар хутшӑнакансене наградӑсем парса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланӑ ӗҫсене пӑхса тухнӑ, тӗллевсем палӑртнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d0%b2/

Кашни ӗнипе юратса калаҫнӑ, ҫапла майпа хӑйӗн кулленхи ӗҫӗпе хавхаланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Кулленхи ӗҫре — ваттисен ҫуртӗнче те, шкулта та И.Я.Яковлевӑн кашни ӑрӑва пырса тивекен пилӗсемпе тӑтӑшах усӑ куратӑп, — кӑмӑлне уҫать илемлӗхе чунтан парӑннӑ ертӳҫӗ, педагог.

Куҫарса пулӑш

«Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%8f%d0%b ... %85%d0%b8/

Летчик совет салтакӗсем чикӗре епле сыхӑ тӑни ҫинчен, вӗсен кулленхи вӗренӗвӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Пурте ҫитет пурнӑҫра, лӑпкӑ кунсем ерипен шӑваҫҫӗ, кашнийӗ хӑйӗн кулленхи ӗҫне тӑвать — урӑхран нимех те кирлӗ мар пулӗ ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Анчах ку калавра эпӗ ҫарти пурнӑҫ ҫинчен, салтак-йӗкӗтсен кулленхи ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен сӑмах хускатасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Чӑваш литературинче халӑх сывлӑхне упрас енӗпе ӗҫлекенсен кулленхи пурнӑҫне сӑнласа парасси ҫӗнӗ тема мар.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Эпир ҫак произведенире ҫамрӑк рабочисен кулленхи пурнӑҫӗпе паллашатпӑр, вӗсем коммунизмла ӗҫ ударникӗсен ятне илессишӗн ырми-канми кӗрешнине курса савӑнатпӑр; автор ҫӗнӗ заводри партипе профсоюз организацийӗсен ӗҫне чылай енчен сӑнласа парать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Урӑхла каласан, ҫак темӑна хускатакан писательсем, ытларах машинӑсен кӑткӑс тытӑмне, приборсене ҫырса кӑтартса, совет рабочийӗн кулленхи пурнӑҫне сӑнламасӑрах иртсе каятчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ҫийӗнчен тата ун пек произведенисем вулакансен кӑмӑлне тивӗҫтерейместчӗҫ, мӗншӗн тесен унта машина шавӗ кӑна илтӗнсе тӑратчӗ, рабочин кулленхи пурнӑҫӗ, интересӗсем, кӑмӑл туйӑмӗ вара ытлах курӑнмастчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Колхозлӑ ял ӗҫченӗсен кулленхи пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне сӑнласа паракан произведенисем татах кӑларма палӑртнӑ: Вл.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Комсомол традицийӗсем ӑруран ӑрӑва куҫса пырса ҫирӗпленни, совет ҫамрӑкӗсен кулленхи пурнӑҫ романтики, ҫӗнӗ, коммунизмла мораль ҫирӗпленсе пыни, пирӗн яш-кӗрӗме пурнӑҫ ҫине коммунизмла пӑхма хӑнӑхтарни, таса юратупа ҫирӗп туслӑх — ҫакӑн пек ӗнтӗ кӗнекен содержанийӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Чӑнах та, вулакансен интересӗсем пурин те пӗр мар: пӗрисем ак колхоз пурнӑҫне сӑнлакан, теприсем тата рабочисен кулленхи хастар ӗҫӗ-хӗлне ҫырса кӑтартакан произведенисем, виҫҫӗмӗшсем историллӗ романсемпе повеҫсем ытларах вулама юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Фольклорпа кулленхи калаҫу чӗлхинчен кӗске хушӑра куҫару чӗлхи, илемлӗ литература тата политикӑлла пропаганда чӗлхи пулса тӑнипе ҫамрӑк ҫырулӑхлӑ чӗлхесем пӗр вӑхӑта халӑх калаҫакан чӗлхерен самаях уйрӑлма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен халӑх чӗлхи литература чӗлхи хыҫҫӑн яланах ӗлкӗрсе пыраймасть.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫырулӑх туяниччен ҫак чӗлхесем халӑхшӑн кулленхи пурнӑҫра пӗр-пӗринпе хутшӑнмалли хатӗр кӑна пулнӑ пулсассӑн, ҫырулӑх тунӑ хыҫҫӑн вӗсем чӑн-чӑн литература чӗлхи, этемлӗхӗн ку чухнехи культурине паллашмалли хатӗр пулса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Революци хыҫҫӑн чӑваш чӗлхи вырӑс чӗлхинчен ҫав тери нумай сӑмах йышӑнчӗ, вӑл шутра обществӑпа политика, наука, техника, культура терминӗсем, кулленхи пурнӑҫра усӑ куракан япаласен ячӗсем тата ытти тем те пӗр — пурне те каласа та тухаяс ҫук.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫавӑн чух вӑл мана хӑйӗн кулленхи ӗҫӗнче пулнӑ тата темиҫе истори каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Кунсӑр пуҫне, Алга час-часах хаҫат-журналсенче кулленхи пурнӑҫ ыйтӑвӗсемпе публицистикӑллӑ статьясем ҫырать.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Хӗрарӑм вӑй-халӗпе илемне колхозри кулленхи ӗҫ те, ача-пӑча ӳстерни те типӗтеймен.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех