Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кулленхи (тĕпĕ: куллен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Утас ҫулӑрсем такӑр та ҫутӑ пулччӗр, кулленхи ӗҫӗрсем ӑнса пыччӗр», — ырӑ сӑмахсемпе пиллерӗ ватӑ кинемей хӑнасене савӑнӑҫ парнеленӗшӗн тав туса.

Куҫарса пулӑш

Тӑванлӑха яланах упрасчӗ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%82a%d0 ... 81%d1%87e/

Кулленхи калаҫура чӑвашсем «тыр хушшинче кӑвак чечек курӑнать» теҫҫӗ, «кӑвак чечек ӳссе ларать» темеҫҫӗ.

В повседневной речи чуваши скажут: «среди зерна покажутся синие цветы», «вырастут синие цветы».

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Кулленхи ӗҫре пысӑк хавхаланупа тӑрӑшма ҫирӗп сывлӑх, тулли телей, ӑнӑҫу сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Почтальон тухать ҫула – кунсерен сумка йӑтса // Ангелина Иноходцева. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d0%bf%d0%b ... %bc%d0%ba/

Ку эрнере кулленхи ӗҫсемпе аппалансан, ҫынпа сахалрах хутшӑнсан аванрах.

Лучше всего на этой неделе заняться обыденными делами и ограничить общение с людьми.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унччен курман кулленхи ӗҫсене асӑрхатӑр.

Вы увидите множество бытовых проблем, которых раньше не замечали.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫак ҫитӗнӳсене медицина ӗҫченӗсен кулленхи ырми-канми тӑрӑшулӑхӗ, ӗҫе пӗлсе йӗркелени тата йӗркене ҫирӗп пӑхӑнни тума пулӑшнӑ.

За этими достижениями стоит каждодневный труд медицинских работников, четкая организация работы и высокая дисциплина.

Олег Николаев Медицина ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/18/gla ... aet-s-dnem

Пирӗн кулленхи ахаль юрату ҫеҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Чуна хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫӗре илсе кайрӗ вӑл, ачалӑхӑн чи хӳхӗм саманчӗсене чӗртсе тӑратрӗ, кулленхи тӗссӗр ваклӑхсенчен хӑтарса, пысӑк тӗллевлӗ, хитре ӗмӗтлӗ пурнӑҫпа чун-чӗрешӗн тӑвӑллӑ тӗнчене илсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

«Пӗр-пӗринче мӗн пурри-ҫутҫанталӑк пархатарӗ. Этемсем хушшинче пулакан хутшӑнусем — ҫутҫанталӑкӑн кулленхи ӗҫӗ-хӗлӗ», — ҫапла тавӑрать Славике икӗ ҫамрӑк пӗр-пӗринпе ирӗклӗ тыткалани.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ак ӗнтӗ халь вӑл юмахлӑхран тухрӗ, чӑн кӗлеткипе, йывӑрӑшӗпе ҫак кулленхи пурнӑҫа килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Кулленхи япаласенчех ҫӗнӗ тӗссем выляма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫакна валли вӑтамран кунне 105 тенкӗ апат ҫине каять пулсан, мобилизациленӗ граждансен ачисене кашни кунах черетлентерсе улма-ҫырла е печени-премӗк, конфет параҫҫӗ, ҫавӑнпа та кулленхи апат хакӗ 141 тенкӗпе танлашать.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

Ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркеленӗ чухне кулленхи ӳсӗмсем пӗчӗкленчӗҫ-тӗк, шанатӑп, хӑюллӑн кӗтетӗп: ҫӗнӗ ӗҫ меслечӗсем паян мар пулсан, ыран, ыран мар пулсан, тепӗр кунхине паянхинчен нумай пысӑкрах ӳсӗмсем кӳме тытӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах та ку кулленхи ӗҫ мар, чи правур та хӑвӑрт ӗҫлекен ушкӑна палӑртмалли тупӑшу.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳре ӑсталӑх туптанать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=DA0H-ybL5_c

Ял ҫыннисен йӑлари хытӑ каяшсене ятарлӑ контейнерсене пухмалли, уншӑн ҫирӗплетнӗ йӗркепе тӳлесе тӑмалли ҫинчен аванах пӗлеҫҫӗ, анчах та кулленхи пурнӑҫра тӑтӑшах татса памалли ыйтусем ҫуралаҫҫӗ.

Деревенские жители хорошо знают о том, что твердые бытовые отходы должны быть собраны в специальные контейнеры, оплачиваемые по закрепленному за них порядку, но в повседневной жизни возникают вопросы, требующие постоянного решения.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Пурнӑҫра кулленхи ӗҫ-пуҫпа, канупа пӗрлех кӗтмен ҫӗртен инкек-синкек те сиксе тухать.

Куҫарса пулӑш

Инкек пуласран асӑрханмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b8%d0%b ... %bb%d0%b0/

«Шӑпах ҫак енсем кулленхи ҫӑмӑл мар ӗҫре пулӑшаҫҫӗ», – терӗ Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров.

Куҫарса пулӑш

Пушарпа ҫӑлав ӑмӑртӑвӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61155

Тӑван ҫӗршывӑн историллӗ ҫул-йӗрне те, кулленхи пурнӑҫри пулӑмсене те хитрелетсе, якатса ҫырса кӑтартатчӗҫ, хурине те шурӑ тесе ӗнентерме хӑтланатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тата акӑ мӗн каламалла: Сулагаевӑн техникумпа институтра вӗренсе тата кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке вуласа кулленхи пурнӑҫа сӑнаса пухнӑ пӗлӗвӗсӗр пуҫне урӑххи те пур.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Проектӑн ырӑ пуҫарӑвӗ кулленхи пурнӑҫра килсӗр йытӑсен ыйтӑвне татса парасса шанатпӑр», – терӗҫ йӗркелӳҫӗсем.

Куҫарса пулӑш

«Йытӑсен парачӗ» иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61040

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех