Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кулленхи (тĕпĕ: куллен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
9-10. Кулленхи пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесӗр пуҫне тата шӑматкун парни пулмалла; шӑматкун айӑпсӑр пӗр ҫулхи икӗ путек тата тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн иккӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса [парӑр], ун ҫине эрех сапӑр; ҫакӑн пек пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне кашни шӑматкунах пулмалла.

9. А в субботу [приносите] двух агнцев однолетних без порока, и в приношение хлебное две десятых части ефы пшеничной муки, смешанной с елеем, и возлияние при нем: 10. это - субботнее всесожжение в каждую субботу, сверх постоянного всесожжения и возлияния при нем.

Йыш 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Интернет, социаллӑ сетьсем, YouTube ытларахӑшӗшӗн кулленхи пурнӑҫӑн пӗр пайӗ е хӑнӑхнӑ информаци ҫӑл куҫӗсем пулса тӑчӗҫ.

Интернет, социальные сети, YouTube, стали частью повседневной жизни, источником информации для большинства людей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1326202

Сцена ҫинче кӑна мар, юрӑҫсене кулленхи пурнӑҫра та алӑ паман мар.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Экономикӑри кӑткӑс ларура та патшалӑх ача амӑшӗсене манмасть - пурнӑҫри кулленхи нушасене тивӗҫтерме ача амӑшӗн /ҫемье/ капиталӗн пӗр пайӗпе - 20 пин тенкипе усӑ курма ирӗк панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

«Культура учрежденийӗпе ӗҫченӗсем ҫакнашкал чыса тивӗҫни малашнехи ӗҫре хавхалану кӳретех. Хӑйсен кулленхи тӑрӑшуллӑ ӗҫӗпе вӗсем уява та, кану кунӗсене те пӑхмасӑр халӑха кантараҫҫӗ, культурӑна явӑҫтараҫҫӗ, нумай наци ҫыннисен ырӑ йӑли-йӗркине малалла тӑсса пыма пулӑшаҫҫӗ. Куракана ҫак енӗпе тивӗҫтерӳ парассин пахалӑхӗ малашне лайӑхланасса шансах тӑрас килет», — тет район администрацийӗн социаллӑ аталану, туризм тата хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пай начальникӗ М. Айзатуллов.

Куҫарса пулӑш

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Кулленхи ӗҫре кивӗ документсене йӗркене кӗртетпӗр.

В ежедневной работе наводим порядок в старых документах.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

«Республика экономикине тӗреклетмешкӗн пултарнӑ тата май килнӗ таран хутшӑнатпӑр, - тет Юрий Ефимович. - Обществӑн виҫӗ предприятийӗ ӗҫлет. Шупашкарта газ плити валли электрозажигалка, оборудование розеткӑпа ҫыхӑнтармалли тӗрлӗ йышши шнур пухаҫҫӗ. Канаш хулинчи предприятире вырӑн таврашӗн пуххине, алшӑлли, ӗҫ тумӗ, йӑлара тата кулленхи ӗҫре усӑ курмалли щеткӑсем ӑсталаҫҫӗ. Малтанхи ҫулсенче картон цехӗ кал-кал ӗҫленӗ - торт курупкисем хатӗрленӗ. Самана таппипе тан пыраймарӑмӑр. Вӗсене илемлетсе кӑлармашкӑн тӗрлӗ тӗспе ҫапакан полиграфи оборудованийӗ пулманнипе асӑннӑ производствӑна хупма тиврӗ. Куҫ курманнисен Улатӑрти предприятийӗн саккасӗсемпе те мухтанмалли ҫукрах. Хальлӗхе рабочисем электрооборудовани чӗркемӗ хатӗрлеҫҫӗ, Чулхулари автозавод ыйтнипе тӗрлӗ йышши щетка ӑсталаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Кулленхи пурнӑҫра - ахаль хӗрарӑм.

В обычной жизни — простая женщина.

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Кунпа кӑна чикӗленмест Александр Геннадьевичӑн кулленхи ӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех