Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ман корзинкӑран тутлӑ булкӑсем суйласа илнӗ чух хӗрсем час-часах запискӑсем чиксе хуратчӗҫ, вара эпӗ ҫав хитре хут таткисем ҫинче ачалла алӑпа ҫырнӑ пит те намӑсла сӑмахсене тӗлӗне-тӗлӗнех вулаттӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Дуня корзинкӑран темле банкӑсем кӑларчӗ.
9 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Кушак ҫурине, корзинкӑран кӑларса, вӑрманти сукмак ҫине ярсан, вӑл шӑртланчӗ, пӗр самантлӑха хытсах кайрӗ.
5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Травка Ӳпне чул патне таврӑннӑ, корзинкӑран пулнӑ йӗрӗн шӑршине ҫил илсе килнӗ шӑршӑпа танлаштарса пӑхрӗ.Травка вернулась к Лежачему камню, сверила запах корзины на камне с тем, что ветер нанес.
VII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Пӗр пысӑк рак тухнӑ, ун хыҫҫӑн пӗчӗкҫӗреххисем ҫӑмӑллӑнах пынӑ, вара кайнӑ та кайнӑ: корзинкӑран асанне сӑкманӗ ҫине, сӑкман ҫинчен — кӗпе арки ҫине, кӗпе арки вӗҫӗнчен — ҫул ҫине, ҫул ҫинчен — курӑк ӑшне; курӑк ӑшӗпе вара нумай та каймалла пулман — шывӗ юнашарах пулнӑ.
Раксем мӗн ҫинчен пӑшӑлтатаҫҫӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 109-111 с.
Вара пире ҫӗнӗ шухӑш килсе кӗчӗ: корзинкӑран тухас тесе кӑвакал чӗппи хӑй мӗнле те пулин май шутласа кӑларнӑ е ӑна амӑшӗ ӑнсӑртран хӑйӗн ҫуначӗпе пырса перӗннӗ те урайне кӑларса пӑрахнӑ, тетпӗр.
«Хайлавҫӑ» // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 10–14 с.
Ирхине, эпир ҫывӑрнӑ вӑхӑтра, Дуся корзинкӑран тухнӑ та урайӗнче утса ҫӳрет, кӑшкӑрать, чӗпписене хӑй патне чӗнет.
«Хайлавҫӑ» // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 10–14 с.
Аркадий нимӗн те тавӑрмарӗ, пӑрӑнса кӑна ларчӗ, Катя корзинкӑран тата темиҫе тӗпренчӗк шыраса тупрӗ те, ҫерҫисене пӑрахса пама пуҫларӗ; анчах аллине вӑл ытлашши хытӑ сулчӗ, ҫавӑнпа вӗсем сӑхма ӗлкӗреймесӗрех вӗҫсе кайрӗҫ.
XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Аркадий те, Катя та чӗнмеҫҫӗ; Аркадий аллине ҫурма уҫӑ кӗнеке тытнӑ; Катя корзинкӑран шурӑ ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсем суйласа илсе пысӑках мар ҫерҫи ушкӑнне ывӑтса парать, вӗсем хӑравҫӑ чӑрсӑрлӑхпа Катя урисем патенчех чӗвӗлтетсе сиккелеҫҫӗ.
XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Варвара Сергеевна, калаҫнине итленӗ май корзинкӑран лайӑх ӑшаланӑ хур, салӑпа ыхра шӑрши кӗрекен килте тунӑ колбаса ҫаврашкисене, татӑкӑн-татӑкӑн каснӑ абрикос кукли, пуҫламан ҫӑкӑр сӗтел ҫине кӑларса хучӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
- 1