Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем консервӑланӑ какайпа пӗҫернӗ яшкана ҫурӑм хыҫне ҫакмалли баксене тултарчӗҫ те, хӗҫ-пӑшал — икшер гранатӑпа пистолет — чиксе, виҫҫӗш виҫ еннелле хамӑрӑн малти траншейӑсем енне шурӗҫ.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Хамӑр эпир столовӑй апачӗпех ҫырлахмастпӑр — магазинта консервӑланӑ аш, услам ҫупа сахӑр ҫине-ҫинех туянаттӑмӑр.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Вӗсене ҫул ҫине валли пӗрер кирпӗч хура ҫӑкӑр, пӗрер кӗренке катӑклӑ сахӑр тата консервӑланӑ аш-какай банки тыттарчӗҫ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Сунтӑх ҫине чӗрӗ пекех курӑнакан чечексемпе илемлетнӗ хрусталь графин лартнӑ, ун ӑшӗнче консервӑланӑ ҫырласенчен хатӗрленӗ тутлӑ шерпет пур, хӗвелтухӑҫӗнчи инҫетри ҫӗршывсенчен илсе килнӗ хаклӑ йышши курка — Суллӑн туй парни, — графин патӗнче ларать.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӑл пӗр сӑмах чӗнмесӗр пӑхса ним сиен кӳме пултарайман пек пӑявсемпе ҫыхса хунӑ консервӑланӑ сӗт банкисем тултарнӑ ещӗке юлташӗсене кӑтартнӑ.
Николай Харитонов сапёр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 270–280 с.
Анчах Яша пичче, консервӑланӑ ашпа пӗҫернӗ, чӑтма ҫук лайӑх пончик парсан, хӑйӗн пурнӑҫӗпе ҫырлахрӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Мӑйӑр та, конфет та, шоколад та, тӗрлӗрен консервӑланӑ компот та, ананас та, варени тултарнӑ ещӗксем, печенисем, пастила, премӗк — темӗн, темӗн те пурччӗ — чи кирлине ҫитиехчӗ, консервӑланӑ какайпа, штабель-штабелепе тултарнӑ ҫӑнӑхпа кӗрпе» таранахчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хамӑр юбилее эпир савӑнӑҫлӑ ирттертӗмӗр: типӗтнӗ хура ҫырларан шӳрпе пӗҫертӗмӗр, тутлӑ пултӑр тесе, тата икӗ банка консервӑланӑ сӗт ятӑмӑр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1