Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

конкурса (тĕпĕ: конкурс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗнекесем кӑларма тӗрлӗ конкурса хутшӑнса грантсем ҫӗнсе илни пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Конкурса хутшӑнакансен ҫавра «веерта» хушса ҫырнӑ хутсене туртса кӑлара-кӑлара юрласа, ташласа, такмак каласа тупӑшмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Республикӑри Хӗрарӑмсен союзӗн ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Лариса Игнатьева конкурса хутшӑнакансене пурне те шухӑшланине пурнӑҫа кӗртмешкӗн ӑнӑҫу сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Унтан сцена ҫине кӑҫал конкурса хутшӑннӑ чиперккесем тухнӑ.

После на сцену вышли девушки, участницы нынешнего конкурса.

Тавай пикине суйланӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11808.html

Конкурса 61 ӗҫ тӑратнӑ.

На конкурс представили 61 работу.

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Конкурса чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен В.Воронова йӗркеленӗ, вӑлах ертсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяв хаваслӑ иртнӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

«Тӑван чӗлхе хисепӗ, сумӗ ӳстӗр тесе» район, республика шайӗсенчи тӗрлӗ конкурса, олимпиадӑна хутшӑнсах тӑни пирки пӗлтереҫҫӗ унтисем.

Куҫарса пулӑш

Чӑрӑшкасси ачисем иккӗмӗш вырӑнта // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11804.html

Конкурса хутшӑннӑ хӗрарӑмсене «Чӑваш Енри хӗрарӑмсен Союзӗ» республикӑри обществӑлла организаци Председателӗ Ольга Зайцева саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм ертӳҫӗсене чысланӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Мартӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекин конференц-залӗнче регионти 14-мӗш конкурса пӗтӗмлетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм ертӳҫӗсене чысланӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Конкурса хутшӑнакансем хӑйсен ҫемйисем, ачасем, мӑнуксем, килти чӗрчунсем, йӗри-таврари ҫутҫанталӑк пирки ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе юмах вулар-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Асӑннӑ конкурса ачасем, амӑшӗсемпе ашшӗсем, асламӑшӗсемпе аслашшӗсем хастар хутшӑннӑ, юмах ҫине юмах ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе юмах вулар-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Курава уҫнӑ хыҫҫӑн хӑнасем «Чӑваш пики» конкурса ҫул тытнӑ.

После открытия выставки гости пошли на конкурс «Чувашская красавица».

Чӑваш ӳнерҫӗн ӗҫӗсене Хусанта кӑтартнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11766.html

Конкурса хутшӑннисене тӗрлӗ номинацире чысларӗҫ.

Участников конкурса награждали в различных номинациях.

Эх, мĕнлескер... // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Юрласа-ташласа пурнӑҫа хытӑ юратнине ӗнентерчӗҫ конкурса хутшӑнакансем.

Песнями-танцами доказали участницы конкурса свою любовь к жизни.

Эх, мĕнлескер... // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Республикӑри Хӗрарӑмсен союзӗн ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Лариса Игнатьева конкурса хутшӑнакансене пурне те шухӑшланине пурнӑҫа кӗртмешкӗн ӑнӑҫу сунчӗ.

Руководитель республиканского благотворительного фонда союза Женщин Лариса Игнатьева пожелала всем участницам конкурса удачи в осуществлении задуманного в реальность.

Эх, мĕнлескер... // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Уншӑн пӗлтерӗшлӗ пулӑм – 2015 ҫулта иртнӗ «Жемчужинки Чувашии» конкурса хутшӑнни.

Для него весомое событие - участие в 2015 году в конкурсе "Жемчужинки Чувашии".

Ишек тăрăхĕн пĕчĕк «çăлтăрĕ» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Текст тата мӗне тивӗҫтермеллине пӗлтермен, конкурса пурте хутшӑнма пултарни ҫинчен ҫеҫ каланӑ.

Других требований не указано, лишь сообщено, что в конкурсе участие могут принят все желающие.

Пӗтӗм чӑваш диктантне кӑҫал та ирттерӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11679.html

Конкурса пӗтӗмлетнӗ чухне вулакан миҫе кӗнеке вуласа тухни ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

2014-2015 ҫулсенче тухнӑ «Литературӑллӑ Чӑваш Ен» конкурса хутшӑнакан кӗнекесем районти тата ялсенчи библиотекӑсенче пур.

Куҫарса пулӑш

Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Эсир конкурса хутшӑнакан чи нумай вуланакан кӗнекесене палӑртасса шанатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех