Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килӗшмесӗр (тĕпĕ: килӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1995 ҫулта телекурава активлӑ майпа коммерциленипе килӗшмесӗр TBS корпорацинчен кайнӑ.

Ушёл из корпорации TBS в 1995 году, не согласившись с активной коммерциализацией телевидения.

Тоёхиро Акияма // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%BE%D ... 0%BC%D0%B0

Вырӑнти пуҫлӑхпа килӗшмесӗр май ҫук.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Килӗшмесӗр ҫак, — хулпуҫҫине пӑркаларӗ Улька, — мӑнтӑр майра ҫумӗнче те килӗшмесен тата кам ҫумӗнче килӗшмелле…

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑшӗ-пӗри, завод проектласа панӑ ҫенӗксемпе килӗшмесӗр, вӗсене пӑсса юсарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

— Стройтрест администрацийӗ, СУ начальникӗпе килӗшмесӗр, Чесноков бригадине ҫӗнӗ объект тунӑ ҫӗре куҫма хушнӑ иккен-ха.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗри теприне хыпалантарса кӑшкӑрни, пӗри тепринпе килӗшмесӗр ятлаҫни илтӗнсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сӑмахне вара манпа килӗшмесӗр каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫамкине аллипе хупларӗ те килӗшмесӗр нӑйлама пуҫларӗ:

Он прикрыл лоб рукой и стал отнекиваться:

Павлик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/601

Ҫакӑнпа килӗшмесӗр тӑма та ҫук ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

— «Килӗшмесӗр кунпала, Мӗншӗн юна тӑкмалла?..»

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Килӗшмесӗр, ара.

Как же не нравится.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Килӗшмесӗр!

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хакне килӗшмесӗр мӗнле-ха? — ҫирӗплетрӗҫ темиҫен.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Патша вӗсемпе килӗшмесӗр тӑма пултараймарӗ: казаксем Хусаншӑн мӗн килнӗренпех пит паттӑррӑн ҫапӑҫрӗҫ, Арск енче вӗсем кашни кун анатри ҫармӑссемпе нухайсен утлӑ ҫарне йышлӑн пӗтерсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑҫтан килӗшмесӗр тӑрӑн-ха?

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Вара юриех темиҫе ҫынна качча пыма килӗшмесӗр каялла тавӑрса ярӗччӗ Укка.

Эх, пусть только появится кто-нибудь, она непременно ему откажет:

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кам ӑна качча пыма килӗшмесӗр тарӑхтарчӗ?

А еще обидела отказом выйти за него замуж.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Укҫа тӳлемесӗр… мар-ха, ҫӗр кастарма килӗшмесӗр кунтан никама та кӑларма каламан».

Не уплатишь деньги, отдашь землю… без того никого отсюда не выпустят.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл шухӑшлать: «Пӗр хирӗҫмесӗр Пырать телейӗм хам умра — Ман сӑмахпа халь килӗшмесӗр Тӑрас ҫук — пурте парӑмра».

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Халӗ те вӑл, хӑш-пӗрисем килӗшмесӗр пуҫӗсене сулнине асӑрхарӗ пулин те, хӗрӳллӗнех ӗнентерме тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех