Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Гофолия, Охозия амӑшӗ, ывӑлӗ вилнине курсассӑн Иуда килӗн патши йӑхне пӗтӗмпех тӗп туса тухнӑ.
2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Аслӑ священник Амария вара пӗтӗм Ҫӳлхуҫа ӗҫӗ тӗлӗшӗпе сирӗншӗн асли пулать, Зевадия — Исмаил ывӑлӗ, Иуда килӗн ҫулпуҫӗ — пӗтӗм патша ӗҫӗ тӗлӗшӗпе асли пулать; пӑхавҫӑ левитсем те хӑвӑр умрах.
2 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫакӑ та сахал пек курӑннӑ-ҫке Санӑн куҫу умӗнче, Туррӑмҫӑм; Эсӗ тата Хӑвӑн чурун килӗн малашлӑхне те пӗлтерсе хуратӑн, эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Эсӗ ман ҫине аслӑ ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑн!
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах та Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоам килӗн ҫылӑхӗсенчен хӑпайман; ҫылӑхсемпех ҫырлахса пурӑннӑ, Самарире вара чӳк юманлӑхӗ те пулнӑ.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара патша килӗн пуҫлӑхӗ, хула пуҫлӑхӗ, ятлӑ-сумлӑ ҫынсем тата Ахав ачи-пӑчине пӑхса ҫитӗнтерекенсем Ииуй патне ҫапла калама ҫын янӑ: эпир — санӑн чурусем, пире мӗн калатӑн — ҫапла тӑватпӑр; эпир никама та патшана лартмастпӑр, мӗн тӑвас тетӗн, ҫапла ту, тенӗ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Семей те — Гера ывӑлӗ, Бахуримри Вениамин ҫынни — хыпалансах ӳкнӗ, иудейсемпе пӗрле Давид патшана кӗтсе илме кайнӑ, 17. унпа пӗрле Вениаминсен пин ҫынни пулнӑ, Саул килӗн тарҫи Сива та хӑйӗн вунпилӗк ывӑлӗпе тата ҫирӗм чурипе пӗрле тухнӑ; вӗсем патша патне Иордан урлӑ каҫнӑ [та патшана Иордан урлӑ каҫарма кимӗ хатӗрленӗ].
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа сана Саул килӗн мӗнпур юнне тавӑрса пачӗ, эсӗ ун вырӑнне патшана лартӑн, Ҫӳлхуҫа акӑ патшалӑха Авессалом ывӑлун аллине пачӗ; халӗ инкеке лекрӗн, мӗншӗн тесессӗн эсӗ — юнӗҫен.
2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Давид вара Саул тарҫине Сивана чӗнсе илнӗ те каланӑ: Саулӑн тата унӑн килӗн ӗлӗк мӗн пулнине пӗтӗмпех эпӗ санӑн хуҫун ывӑлне паратӑп, тенӗ; 10. ӗнтӗ эсӗ те, санӑн ывӑлусем те, санӑн чурусем те ун валли ҫӗр ӗҫлесе тӑрӑр, ҫӗр ҫимӗҫне ӑна парса тӑрӑр — хуҫу ывӑлӗн тӑранса пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пултӑр; хуҫу ывӑлӗ Мемфивосфей вара яланах ман сӗтелӗм хушшинче апат ҫийӗ, тенӗ.
2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, ҫакӑ та сахал пек курӑннӑ-ҫке Санӑн куҫу умӗнче; Эсӗ тата Хӑвӑн чурун килӗн малашлӑхне те пӗлтерсе хутӑн.
2 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Самуила ҫапла каланӑ: акӑ Эпӗ Израильре пӗр ӗҫ тӑвӑп та, ҫавӑн ҫинчен илтекенӗн икӗ хӑлхи те янӑраса кайӗ; 12. ҫав кун Эпӗ Илий килӗ ҫинчен мӗн каланине йӑлтах пурӑнӑҫа килтерӗп; Эпӗ пуҫлӑп та вӗҫлӗп; 13. Эпӗ ӑна пӗлтертӗм: вӑл хӑйӗн ывӑлӗсем чыссӑр ӗҫсем тунине пӗлнӗ, анчах вӗсене ҫӑварлӑхламан, ҫав айӑпшӑн Эпӗ вӗсенӗн килне ӗмӗрлӗхе хаса паратӑп, терӗм; 14. ҫавӑнпа тупа туса калатӑп: Илий килӗн айӑпне нимӗнле парне те, тырӑ-пулӑ парни те ӗмӗрне те ҫырлахтарас ҫук.
1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Акӑ Эпӗ санӑн шӑнӑрна та, аҫу килӗн шӑнӑрне те касса ярас кунсем ҫывӑхараҫҫӗ, апла санӑн ҫуртунта [нихӑҫан та] ватӑ ҫын пулмӗ; 32. Ҫӳлхуҫа Израиле кӑмӑллать пулин те, эсӗ Манӑн ҫуртӑм юхӑннине курӑн, санӑн килӳнте пурӑнӑҫ тӑршшӗпех ватӑ ҫын пулмӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эхер те вӑл мӗн калани чӑн пулсассӑн, кӗҫӗн ҫыннӑн хӗрлӗхӗ тупӑнманах пулсассӑн, 21. ӑна хӑйӗн ашшӗ килӗн алӑкӗ патне илсе пыччӑр, хула ҫыннисем ӑна чулпа персе вӗлерччӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл ашшӗ килӗнче асса Израиль хушшинче намӑс ӗҫ тунӑ; усал ӗҫе хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.