Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Иоаким — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ: 2. хут чӗркемӗ ил те ун ҫине Эпӗ сана Израильпе Иуда ҫинчен, пур халӑх ҫинчен мӗн каланине — Иосия кунӗсенчен пуҫласа паянхи кунччен каланӑ сӑмахсене — ҫырса хур; 3. тен, Иуда килӗ Эпӗ вӗсене мӗнешкел хӗн-хур кӑтартма шухӑшласа хуни ҫинчен ӑнланса илӗ те, кашнийӗ хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнӗ, вара Эпӗ вӗсен тӗрӗс мар ӗҫӗсене, вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарӑп.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Акӑ Эпӗ Израиль килӗпе Иуда килӗ ҫинчен каланӑ ырӑ сӑмахӑм вырӑна килес кунсем ҫитӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иеремия каланӑ: мана Ҫӳлхуҫа каланӑ сӑмах ҫапла пулчӗ: 7. Анамеил — санӑн Саллум пиччӳн ывӑлӗ — сан патна килӗ те: «Анафофри хирӗме сутӑн ил, мӗншӗн тесессӗн тӑванлӑх тивӗҫӗпе ӑна санӑн тӳлесе илмелле» тейӗ.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иудея патшийӗн килне те кала: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр, те: 12. Давид килӗ! Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Манӑн ҫиллӗм вут-ҫулӑм пек тапса ан тухтӑр тесессӗн, сирӗн усал ӗҫӗрсемшӗн никам сӳнтерейми хыпса ан ҫунтӑр тесессӗн, ир-ирех сут тӑвӑр та ҫаратнӑ ҫынна хӗсӗрлевҫӗ аллинчен хӑтарӑр.
Иер 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль килӗ, эсир те Ман аллӑмра — ҫак чӳлмекҫӗ аллинчи тӑм пекех.Вот, что глина в руке горшечника, то вы в Моей руке, дом Израилев.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 6. Эпӗ те сире, Израиль килӗ, ҫак чӳлмекҫӗ тунӑ пекех тӑваймастӑп-и? тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тӑванусем те, аҫун килӗ те — сана вӗсем те сутрӗҫ, вӗсем те сан хыҫҫӑн кӑшкӑрса юлаҫҫӗ.
Иер 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑвна лартса ӳстернӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа акӑ Израиль килӗпе Иуда килӗ тунӑ усал ӗҫсемшӗн сан ҫине сехмет ячӗ.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль килӗпе Иуда килӗ Эпӗ вӗсен ашшӗсемпе хывнӑ халала пӑсрӗҫ, терӗ.Дом Израиля и дом Иуды нарушили завет Мой, который Я заключил с отцами их.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Израиль килӗ! итле Ҫӳлхуҫа хӑвна калакан сӑмаха!1. Слушайте слово, которое Господь говорит вам, дом Израилев.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ытти халӑхсем — ӳтне кастарман халӑхсем, Израиль килӗ вара чӗрине кастарман, тет Ҫӳлхуҫа.ибо все эти народы необрезаны, а весь дом Израилев с необрезанным сердцем.
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ах, Израиль килӗ, акӑ Эпӗ сирӗн ҫине инҫетри халӑха, вӑйлӑ халӑха, авалхи халӑха илсе килӗп, тет Ҫӳлхуҫа, эсӗ унӑн чӗлхине пӗлместӗн, вӑл мӗн каланине ӑнланмастӑн.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Унӑн хӳмисем ҫине хӑпарӑр та аркатӑр, анчах тӗппипех мар, тураттисене иртсе тухӑр: вӗсем — Ҫӳлхуҫа валли мар; 11. Израиль килӗпе Иуда килӗ Мана сутрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Анчах арӑмӗ упӑшкине сӗмсӗррӗн улталанӑ евӗр, Израиль килӗ, эсӗ Мана ҫапла улталарӑн! тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫав кунсенче Иудея килӗ Израиль килне пырӗ, вара ҫурҫӗр енчи ҫӗртен вӗсем Эпӗ сирӗн аҫӑрсене еткерлӗхе панӑ ҫӗре пӗрле кайӗҫ.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ярса тытнӑ вӑрӑ намӑса юлнӑ евӗр, Израиль килӗ хӑйне намӑса хӑварчӗ: унӑн патшисем те, улпучӗсем те, священникӗсем те, пророкӗсем те 27. йывӑҫа: «эсӗ манӑн аттем» терӗҫ, чула: «мана эсӗ ҫуратнӑ» терӗҫ; вӗсем Ман еннелле питпе мар, ҫурӑмпа ҫавӑрӑнса тӑчӗҫ; инкек ҫитсессӗн вара: «пире ҫӑлсамччӗ!» теме пуҫлӗҫ.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Иаков килӗ! эй Израиль килӗн ӑрӑвӗсем! Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр!4. Выслушайте слово Господне, дом Иаковлев и все роды дома Израилева!
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа вут-ҫулӑм хушшинче килӗ, Унӑн урапийӗсем — ҫавраҫил пек, Хӑйӗн ҫиллине хаяррӑн тӑкмашкӑн, вут-ҫулӑмпа айӑпламашкӑн килет Вӑл.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма илем кӳмешкӗн сан патна Ливан мухтавӗ — кипарис, хыр, вӗсемпе пӗрлех кедр та — килӗ, вара Эпӗ Хамӑн ура саккине мухтава кӑларӑп.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫакна курӑн та хӗпӗртесех ӳкӗн, чӗрӳ кӑртлатса илӗ, анлӑн тапма пуҫлӗ, мӗншӗн тесессӗн тинӗс пуянлӑхӗ санӑн пулӗ, халӑхсен пурлӑхӗ сан патна килӗ.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.