Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килтех (тĕпĕ: килтӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ваттисен йӑлисене пӑсса авланнӑран тата вӑрҫа тухса кайнӑ май ҫамрӑк арӑма кунта туйсӑр-мӗнсӗрех пӑрахса хӑварнӑран Ахтупай Эрнепие килтех тӗл пулассине шанман та, ӑна Урасмет каялла илсе кайнӑ-и е вӑл упӑшкине кӗтсе илеймесӗр хӑй уйрӑлса тухнӑ тесе тӗшмӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халь ун тантӑшӗ килтех ӗнтӗ, Альпи ялан инкӗшӗпе пӗрле пулма тӑрӑшать, ӑна ӗҫре пулӑшса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлхавӗн турри килтех тет — кӗлтунине час илтет.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Чухӑн коммуниста париччен килтех усрам хӗрӗме тет ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ҫав пуҫтах ачаран путлӗ учитель пулаймӗ — килтех пурӑнтӑр, — терӗ Марье.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кун чухлӗ ҫӑнӑх килтех тупӑнасса Павлуш кӗтменччӗ те.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тӑван аппӑшӗ килтех пулни Павлуша савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Вӗсем хамӑр килтех унашкал мӑшкӑллаҫҫӗ те, Хусанта вӑл вӗҫкӗнсен эрлӗкне тӳссе те пӗтереймӗн.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Купӑс калама вӗренме шут тытрӑн пулсан купӑсӗ те килтех ҫакӑнса тӑтӑр сан.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат килтех пулнӑ иккен, тепӗр самантран Урасмет ун сассине илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑваш йӑлисене маннӑ-тӑр эс: хӗрарӑм качча кайсан упӑшки вилсен те ҫав килтех юлать.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун пек-кун пек пуласран ывӑлне те килтех ларма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Килтех пуль, их-хи-хик! — кулчӗ Мӑрсукӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эпӗ шурӑ офицер мар, шурӑ салтак та мар, — терӗ лешӗ, — хӗрлисенчен тармарӑм, килтех пурӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Килтех, кӗрӗр! — лампӑпа тӗттӗм коридора ҫутатса, сас пачӗ Миша.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Паян — ӑнӑҫлӑ кун: иккӗш те килтех.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кашни килтех мунча пур! — тата ытларах хӗрсе каларӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вырттӑр, эппин, килтех, — терӗ те Раман Раманч ҫаврӑнса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫук, килтех вырттӑр, хамӑр пӗлнӗ пек хамӑрах сиплӗпӗр, — ҫиллентерчӗ ҫапла каласа Укҫине аппа ятарласа илсе килнӗ фельдшера.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Пӑрушӗ килтех те-ха, — хӗпӗртенине палӑртмасӑр каларӗ Тоскинеев.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех