Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку вӑхӑтра килсенче карчӑксемпе стариксем ҫеҫ ларса юлаҫҫӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Килсенче иртен пуҫласа каҫчен пӗрмай ятлаҫни, кӑшкӑрашни тата хӗрарӑмсем улани илтӗнсе тӑчӗ…На дворах с утра до вечера не стихали ругань, крики и бабий вой…
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Чӳрече хупписене ҫапса лартман килсенче, кашнинче тенӗ пекех, хӗрарӑмсем хуҫа пулса пурӑнма пуҫларӗҫ.Почти на каждом дворе, где не были заколочены ставни, начали хозяйничать женщины.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Казаксем тепӗр уйӑхран похода тухса каясшӑн, нумай килсенче туй тума хатӗрленеҫҫӗ.Казаки через месяц собирались в поход, и во многих семействах готовились свадьбы.
XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хӑшпӗр килсенче винограда пӑрса шывне юхтараҫҫӗ те сывлӑша чапра шӑрши тулать.На некоторых дворах уже жали виноград, и запах чапры наполнял воздух.
XXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл янравлӑн пӑшӑлтатнине вара хуторти ҫывӑхри килсенче те илтрӗҫ пулмалла: — Ку шуйттан ачи итлесе тӑрать пулмалла…
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Килсенче пире Серый ҫыннисем кӗтсе тӑма пултараҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ҫывӑхри килсенче пурӑнакан горничнӑйсем писарьсене курсан кашнинчех, чӗтресе шуралса кайса, тӑнсӑр пулса ӳкме хатӗр.
XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Акӑ, ҫитес кунсенче кунта ял халӑхӗпе пӗрле масарсене тирпей-илем кӗртесшӗн, килсенче пуҫтарӑнакан ҫӳп-ҫапа вара михӗсене тултарса полигона тиесе ярассине аван йӗркеленӗ.
Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22
42. Вӗсем кулленех Турӑ Ҫуртӗнче те, килсенче те Иисус Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар каласа вӗрентме чарӑнман.42. И всякий день в храме и по домам не переставали учить и благовествовать об Иисусе Христе.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2