Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫма сăмах пирĕн базăра пур.
каҫма (тĕпĕ: каҫма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсир кунта, ман пӳлӗмре ҫӗр каҫма пултаратӑр, — хушса хучӗ унтан, ман еннелле ҫаврӑнса.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑй ҫавӑнтах умри пӗчӗк канав урлӑ сиксе каҫма пикенчӗ, анчах ирӗлме ӗлкӗреймен ҫӳхе пӑр ҫине пусрӗ те хӑрах аттине шыва чиксе кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ тарӑхнипе Тимафи сӑмах хушиччен: — Кӑткӑсем пирӗн пек катӑк ӑспа шухӑшламаҫҫӗ. Хайсен кил-ҫуртне никама аркаттармаҫҫӗ. Ӑна ҫӗмӗрсен те часах юсаҫҫӗ. Халӗ эпир унта утса ҫитнӗ ҫӗре хӑйсен йӑвине каялла куҫарса пӗтереҫҫӗ те пулӗ. Ухмах мар вӗт вӗсем чӗрӗ тунката ҫине куҫарнӑ йӑвара хӗл каҫма, — терӗм чӑтаймасӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫаксем пурте унӑн хӗл каҫма хунӑ ҫӑмарта йӑвисем.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

«Паян каҫ пулчӗ, вӗсене тупас ҫук ӗнтӗ, хам тӗллӗнех ҫӗр каҫма тивет.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ял хуҫалӑх организацийӗсем выльӑх-чӗрлӗх валли хӗл каҫма ҫителӗклӗ апат хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх-чӗрлӗх тутӑ пултӑр-и? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10980-vy ... t-pult-r-i

Хыҫалтан хӑвалӗҫ тесе, тен, вӗсем пӗр-пӗр ялта та кун каҫма пултарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тупаймарӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах кӗҫӗр кунта, тӑван килте, ҫӗр каҫма, ырана юлма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тахӑш самантра алӑк сулли урлӑ каҫма ӗлкӗрнӗ Сергей чи малтанах пӳрт кӗтессинерех хӗсӗнсе тӑнӑ Хрестука курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар Хрестука шыраса тупрӗ те: — Ҫакна килне илсе кай-ха. Аҫупа аннӳне кунта каҫма кала. Халех килччӗр, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр кунне ирхине ирех Палас урлӑ кӑткӑсем пек йӑшӑлтатса каҫма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каҫма урлӑ каҫса ҫыран тӳпипе хӑпарсан, вӗсен куҫӗ умне чуна ҫӳҫентерекен хӑрушӑ ӳкерчӗк тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӑмахран, акӑ хам материалпа Палас урлӑ каҫма хуртаратӑп.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑрушла шыв-шурсем, мӑкӑрич ӗҫкисем, каҫма мыскарисем шавласа иртнӗ хыҫҫӑн вӑл халӗ уйрӑмах лӑпкӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӗлкӗшпе пӑр катӑкӗсем, каҫма айӗн йӑтӑнса тухса, малалла ҫул тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей, пакур илсе, каҫма ҫине кӗрсе кайрӗ, шӑп варринче чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар пӳлмисене вара ҫав каҫма урлӑ тырӑ, кӗсйине укҫа юхса тӑма пуҫламалла.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Васкаса, хыпаланса ӗҫлеҫҫӗ Паласкас урлӑ икӗ яла пӗрлештерекен каҫма хывакансем.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей нумаях тӑмарӗ, пӗр стаканне тӗплесенех: — Ну, калаҫкалӑрах эппин. Эпӗ юлташсем патне кайса тӗккеленем-ха, — тесе, каҫма хывакансем патне уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каҫма хывакансем тӗлне, леш енне, тӑн-тӑн кӗлеткеллӗ, вӑрӑм пӳллӗ, ватӑ тутар пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех