Шырав
Шырав ĕçĕ:
каятӑр (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
12. Эй тӑванӑмсем, астӑвӑр, сирӗн кам та пулин ултавлӑ та ӗненмен чӗреллӗ ан пултӑр, апла эсир чӗрӗ Турӑран уйӑрӑлса каятӑр.
Евр 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Кӑшкӑрса макӑрӑр, йынӑшӑр, кӗтӳҫӗсем, тусан ҫинче йӑваланӑр, кӗтӳ ҫулпуҫӗсем: сире парнене кӳрес кунсем ҫитрӗҫ — сире салатса ярӗҫ, эсир хаклӑ савӑт пек ванса каятӑр.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пасхор, эсӗ хӑв та, сан ҫуртунта пурӑнакан пур ҫын та тыткӑна каятӑр; Вавилона ҫитсе ҫавӑнта вилӗн, сана хӑвна та, эсӗ суя пророкла вӗрентсе ҫӳренӗ тусусене те ҫавӑнтах пытарӗҫ.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Акӑ эсир, вут хыптаракансем, тивертсе ямалли ҫӗмрен тытнисем, эсир пурте хӑвӑр тивертнӗ вут-ҫулӑма, хӗртнӗ ҫӗмренӗрсем кӑларнӑ вут-ҫулӑма кӗрсе каятӑр.
Ис 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара, вӗлтӗрккесем, хӑраса каятӑр! ҫӑмӑлттайсем, сехӗрленсе ӳкетӗр! тумӑрсене хывса пӑрахӑр, ҫарамасланӑр, ӗнтӗ хуйхӑ кӗпипе витӗнӗр.
Ис 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн эсир веельзевултан, Аккарон турринчен, ыйтма каятӑр?
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Илия каланӑ: эпӗ мар пӑлхататӑп Израиле, пӑлхатаканӗсем — эсӗ те сан аҫу йӑхӗ: эсир Ҫӳлхуҫа хушнӑ йӗркесене вырӑна хумарӑр, эсир Ваал хыҫҫӑн каятӑр; 19. ӗнтӗ ман патӑма Кармил тӑвӗ ҫине пӗтӗм Израиле пуҫтарса яр, тата Иезавель ӗҫми-ҫимипе пурӑнакан пророксене — Ваалӑн тӑватҫӗр аллӑ пророкӗпе Астартӑн тӑватҫӗр пророкне — пуҫтарса яр, тенӗ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. [Миха] каланӑ: эсир эпӗ тунӑ турӑсене тата священника илсе каятӑр; кунтан ытларах тата мӗн тӑвайӑн? эсир мӗнле ҫапла «сана мӗн кирлӗ?» теме пултараятӑр? тенӗ.
Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. ман патӑма хӑвӑр йӑхӑрсен аслӑ ҫыннисене, [хӑвӑр тӳрӗрсене,] хӑвӑра пӑхса тӑракансене пурне те пухӑр, вара эпӗ ҫакӑ сӑмахсене вӗсем илтмелле калӑп, кӳнтелен пулма тӳпепе ҫӗре чӗнӗп; 29. пӗлсех тӑратӑп: эпӗ вилнӗ хыҫҫӑн эсир ирсӗрленсе пӗтетӗр те эпӗ халалласа хӑварнӑ ҫултан пӑрӑнса каятӑр, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вара хӑвӑр аллӑрсенӗн ӗҫӗсемпе Ҫӳлхуҫа [Турра] ҫиллентерсе Унӑн умӗнче усал ӗҫсем туса пурӑннӑшӑн сире хӗн-асап ҫитӗ, тенӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.