Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

катрамкки (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна тинӗс ҫинченех шуса иртекен темиҫе хура пӗлӗт катрамкки хупӑрласа хунӑ.

Тучи нависали все ниже, обволакивая морскую гладь пеленой тумана.

II. Ҫӗрлехи тӗттӗмре пыракан караппа пассажир // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Шӑнса хытнӑ кӗленче катрамкки пысӑк валашкана йывӑррӑн та ҫуттӑн вырнаҫнӑ пек, уяр тӳпе ун айне пулнӑн тата кӑтра йывӑҫсем ним хускалмасӑр ун ҫине пӑхнӑн туйӑнать.

Казалось, застывшая масса стекла тяжело и светло улеглась в огромной купели, и небо ушло к ней на дно, и кудрявые деревья неподвижно гляделись в ее прозрачное лоно.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Акӑ вӑл ачасем патне ҫитрӗ; юрпа печӗ — тивертеймерӗ: хӑнӑхман; тата тепре юр чӑмӑртаса илесшӗнччӗ ҫеҫ, ун питне лаппӑшӗпех юр катрамкки хупӑрласа хучӗ; вӑл ӳкрӗ, выляма хӑнӑхманнипе ыратать те ун, унпа пӗрлех хавас та ӑна, вӑл ахӑлтатса та кулать, куҫӗсем те шывланнӑ…

Вот и мальчишки: он бац снегом — мимо: сноровки нет, только хотел захватить еще снежку, как все лицо залепила ему целая глыба снегу: он упал; и больно ему с непривычки, и весело, и хохочет он, и слезы у него на глазах…

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Шуйттан ҫури мӗн те пулин тутарасшӑн ӑна: вӑл чӑтать-чӑтать те, юлашкинчен, текех чӑтса тӑраймасть, сасартӑк вара хӗлле, картузсӑрах, крыльца ҫинчен картишне сикет, унтан хапхаран тухать, икӗ аллипе те юр катрамкки ывӑҫласа тытать те ачасен ушкӑнне ыткӑнать.

Бесенок так и подмывает его: он крепится, крепится, наконец не вытерпит, и вдруг, без картуза, зимой, прыг с крыльца на двор, оттуда за ворота, захватил в обе руки по кому снега и мчится к куче мальчишек.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех