Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

касса сăмах пирĕн базăра пур.
касса (тĕпĕ: касса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫӑпата — чӑвашсемшӗн наци палли мар. Тӗмен чӑвашӗ тӗрӗс калать!» — касса татнӑ Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн заведующийӗ Антонина Андреева.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпатана музейран кӑларса пени мӗскӗнлӗхе пӗтерӗ-и? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2800.html

Касса пӑсмасӑр.

Остро.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Унти йывӑҫсене касса ҫӗрпе тикӗслеме тытӑнчӗҫ.

Там вырубили деревья и начали выровнять его, засыпая землей.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ирӗклӗ вӑхӑт тупӑнсан йывӑҫа эрешлесе касса кӑларатӑп, картинӑсем ӳкеретӗп.

В свободное время занимаюсь резьбой по дереву, рисую картины.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫуртра йывӑҫран касса кӑларса эрешленӗ вун-вун япалана курса тӗлӗннӗ хыҫҫӑн пахчана ҫул тытрӑмӑр.

Удивленные увиденным в доме десятков резных деревянных изделий мы вышли в огород.

Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ятарлӑ инструментпа хӑй касса кӑларнӑ эреше курсан ача пӗрре тӗлӗнет, тепре хӗпӗртет.

Ребенок, увидев собственноручно вырезанные специальным инструментом узоры, и удивляется, и радуется.

Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Геннадий Анатольевич вара ӗҫ урокӗсенче ачасене ытларах та панӑ, йывӑҫран касса кӑларнӑ япала - пӗр кӗвӗллӗ, ӑна эрешлесе илемлетни - вун-вун саслӑ.

Геннадий Анатольевич на уроках труда многому научил, деревянные вещи - одной мелодии, а разукрашенные - тысячезвучные.

Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ара, вӑл ертсе пынипе ачасем хӑйсен аллипе касса кӑларнӑ тата илемлетнӗ ывӑссем, шкатулкӑсем кашни килтех упранаҫҫӗ мар-и?

Разве не найдешь в каждом доме разукрашенные доски, шкатулки, вырезанные детьми под руководством учителя?

Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Пластик савӑтсене касса ҫирӗп авӑк арматура ҫине тӑхӑнтартса пымалла, ӑшне шӑвармашкӑн шӑтӑклӑ пӑрӑх хумалла, вӗҫӗ ҫӳлте юлмалла.

Обрезая пластиковую посуду, надо продевать его на железную арматуру, внутри проложить шланг с дыркой для полива, а конец вывести вверх.

Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

«Хӑрнӑ йывӑҫсене те касса тирпейлемелле, ҫӳп-ҫапа пухмалла, кивӗ кӑшӑлсене илсе тухмалла – ӗҫ тем чухлех. Ҫӳп-ҫапа тиесе тухма транспорт пирки те калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ, ӗҫлеме ҫынсем кӑна кирлӗ», – каласа парать ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Евгений Субботин.

Куҫарса пулӑш

Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ҫулла хурӑн-ӑвӑса касса, тымара кӑкласа сухалӑпӑр — кӗрхи культурӑсем акма ҫӗр хатӗрлӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Нумаях пулмасть ял ҫыннисем пӗрле пухӑнса Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне ҫӑва ҫинче йывӑҫсене касса тирпейлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Куракӑшсен ӗҫӗ пархатарлӑ та сӑваплӑ // Владислав АНТОНОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Халӗ диктофонпа ҫырса илнӗ материала компьютерпа итлесе пӑхма, кирлӗ маррине ҫийӗнчех касса кӑларма, сӑмахсене вырӑнпа улӑштарса лартма, ытти ӗҫ-хӗле пурнӑҫлама пулать.

Сейчас материал, записанный на диктофон можно прослушать на компьютере, моментально вырезать ненужное, поменять слова местами, выполнять другие функции.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Хӑшпӗр хула-районти ҫемьесен ыйтӑвне халичченех татса паманшӑн вырӑнти влаҫа ӳпкелесе пӗр сӑмах та калаймӑн, мӗншӗн тесен черетрисен пӗрремӗш пайӗ муниципалитет сӗннӗ лаптӑка инженери инфратытӑмӗ хывман пирки харпӑрлӑха илме килӗшмест, иккӗмӗшӗ пурӑнакан тӗлтен ҫывӑхра ҫӗр касса пама ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Чылайӑшӗ никӗс те яман // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

26. Аслӑ священникӑн чурисенчен пӗри, хӑлхине Петр касса татнин хурӑнташӗ, ҫапла калать: эпӗ хам сана Унпа пӗрле пахчара курмарӑм-и вара? тет.

26. Один из рабов первосвященнических, родственник тому, которому Петр отсек ухо, говорит: не я ли видел тебя с Ним в саду?

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Петр теекен Симонӑн хӗҫ пулнӑ; вӑл хӗҫне туртса кӑларнӑ та аслӑ священник чури ҫине сулса ярса унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ; ҫав чура Малх ятлӑ пулнӑ.

10. Симон же Петр, имея меч, извлек его, и ударил первосвященнического раба, и отсек ему правое ухо. Имя рабу было Малх.

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Эпӗ — ҫырла авӑрӗ, эсир — турачӗсем; кам Ман ӑшӑмра, Эпӗ те ун ӑшӗнче тӑратӑп, вӑл нумай ҫимӗҫ кӳрет: Мансӑр эсир нимӗн те тӑваймӑр; 6. Ман ӑшӑмра маррисем — касса пӑрахнӑ, типсе выртакан туратсем пек: вӗсене пуҫтарса вута пӑрахаҫҫӗ те, вӗсем ҫунса каяҫҫӗ; 7. эсир Ман ӑшӑмра пулсан, Ман сӑмахӑмсем сирӗн ӑшӑрта пулсан, мӗн ыйтас тенине ыйтӑр, ҫавӑ пулӗ сире.

5. Я есмь лоза, а вы ветви; кто пребывает во Мне, и Я в нем, тот приносит много плода; ибо без Меня не можете делать ничего; 6. кто не пребудет во Мне, извергнется вон, как ветвь, и засохнет; а такие ветви собирают и бросают в огонь, и они сгорают; 7. если пребудете во Мне и слова Мои в вас пребудут, то, чего ни пожелаете, просите, и будет вам.

Ин 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ҫырли пулман туратӑма Вӑл кирек хӑшне те касса пӑрахать; ҫырли пулаканнине кирек хӑшне те, ҫимӗҫӗ тата нумайтарах пултӑр тесе, тасатсах тӑрать.

2. Всякую у Меня ветвь, не приносящую плода, Он отсекает; и всякую, приносящую плод, очищает, чтобы более принесла плода.

Ин 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ тата ыттисене Иисус ҫинчен каласа панӑшӑн, Турӑ сӑмахӗшӗн пуҫне касса вӗлернӗ ҫынсен чунӗсене куртӑм — ҫаксем тискер кайӑка та, унӑн сӑнне те пуҫҫапман, хӑйсен ҫамки ҫине, алли ҫине унӑн паллине те ларттарман.

и души обезглавленных за свидетельство Иисуса и за слово Божие, которые не поклонились зверю, ни образу его, и не приняли начертания на чело свое и на руку свою.

Ӳлӗм 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ангел ҫурлине ҫӗр ҫине пӑрахрӗ те ҫӗр ҫинчи иҫӗм ҫырлине касса тухрӗ, унтан ӑна Турӑ ҫиллин пысӑк юхтаркӑчне тӑкрӗ.

19. И поверг Ангел серп свой на землю, и обрезал виноград на земле, и бросил в великое точило гнева Божия.

Ӳлӗм 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех