Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӳрече патне чупса пыма пултарсан, амӑшӗнчен икӗ утӑмра тытӑнса лармалла мар пулсан — разведчикӑн асӑрхануллӑ пулмалла-ҫке-ха — Володя ҫаплах калӗччӗ амӑшне.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл пуҫне силлесе илчӗ те: — Ҫук, ҫук! Эрне хӑйсен ҫыннисене ҫакӑн пек каланӑ пулӗччӗ: кирлӗ пек пурӑнӑр, тырӑран тунӑ ҫӑкӑр ҫийӗр, сӗт ӗҫӗр, качака какайӗ ҫийӗр, анчах ҫын какайне тутанса та ан пӑхӑр, тесе калӗччӗ, — терӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Штольц хӗл каҫма ялтан килсен кӑна вӑл ун килне ыткӑнать те Андрей ҫине ытарайми пӑхать, ӑна ҫепӗҫҫӗн савса ачашлать, вара Андрей Иваныча тем калӗччӗ, тав тавӗччӗ, юлашкинчен, хӑйӗн чӗринче мӗн пуррине йӑлтах, йӑлтах ӑна каласа парӗччӗ: Штольц ӑнланӗччӗ, анчах Агафья Матвеевна каласа пама пӗлмест, Ольга умне ыткӑнать ҫеҫ, ун аллине чуптӑвать те ҫав тери хурланса йӗрсе ярать, Ольга та ирӗксӗрех унпа пӗрле макӑрса ярать, Андрей вара пӑлханса, васкаса пӳлӗмрен тухать.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗнле сӑмахсемпе калӗччӗ вӑл?
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унран: эсӗ ӑна саватӑн-и? тесе ыйтас пулсан, вӑл каллех кулса илӗччӗ те юрататӑп тейӗччӗ; анчах Обломов ун патӗнче эрне кӑна пурӑннӑ пулсан та, вӑл ҫаплах калӗччӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1
- 2