Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫӑвне (тĕпĕ: калаҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирҫепе мӑкша та эпир пӗр халӑх — мордва тетпӗр, чӗлхи вара вӗсен те иккӗ: ирҫе калаҫӑвне мӑкшӑ ӑнланмасть.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Кирук хӑй калаҫӑвне вӗҫлерӗ те пурин ҫине те кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Вӗсем иккӗн мар, эпӗ те пур! — сас пачӗ Санюк, кӗтесре вӗсен калаҫӑвне итлесе лараканскер.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Мучар шкул территорийӗнчи хӗвелтен хӳтӗленмелли объекта юсамалла,—калаҫӑвне тӑснӑ малалла Артем Валерьевич.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Полина сассине шуйттансем илтмелле мар пӗчӗклетрӗ те Ула Тимӗре тилмӗрсех калаҫӑвне васкатрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унӑн калаҫӑвне никамӑннипе те улӑштарма ҫук, темиҫе ҫӗр ҫын хушшинче уйӑрса илме пулать.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Выльӑх пӑхакансемпе ҫӗр ӑстисем, халиччен «протеин… карбамид… гидролиз… кольраби» йышши сӑмахсене илтсех кайманскерсем, унӑн хӗрӳллӗ калаҫӑвне тимлӗ итлесе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кӗтмен ҫӗртен Элекҫей пырса тухни хӗрсен калаҫӑвне татрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамрӑксен калаҫӑвне Ҫтаппан сасси татрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ухмахсем ҫав, — терӗ Иливан турхан калаҫӑвне хутшӑнма май килнишӗн савӑнса.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс хӗлле упа тытнӑ-и, Сарыев мӑрса? — юптарса ыйтрӗ Янчура, халиччен вӗсен калаҫӑвне пӗр чӗнмесӗр итлесе лараканскер.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫаксене вӑл пӗр такӑнмасӑр тутарла каласа хучӗ, малалла вара йӑлтах вырӑсла калаҫрӗ, вӗсен калаҫӑвне ҫамрӑк та хитре дьяк куҫарса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кучак вӗсен калаҫӑвне кам та пулин итлесе тӑмасть-ши тесе каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ, унтан Сююнбикене хӑйӗн пӳлӗмне кӗме сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс те ан кай, Иштерек, — чӑтаймасӑр арҫынсен калаҫӑвне хутшӑнчӗ Пинеҫ инке.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ачасене пӗр-пӗринчен уйӑрас темерӗмӗр - виҫҫӗшне те илсе килтӗмӗр, - ҫапла пуҫларӗ хӑйӗн калаҫӑвне Валентина Владимировна.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

— Тен, суять майра? — ват ҫынсен калаҫӑвне хутшӑнма хӑтланса пӑхать Миклай, анчах Михапар ӑна ҫийӗнчех пӳлсе хурать:

— Может, врет твоя майра? — неожиданно встревает в разговор старших Миклай, но Михабар тотчас обрывает его:

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

…Ҫав хӗрарӑм калаҫӑвне кайран чӑнах та аса илчӗ Янтул, унӑн каласа пӗтермен сӑмахӗсене те ӑнланчӗ.

…Позже Яндул припомнил этот недосказанный разговор и понял его смысл.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсен калаҫӑвне итлесе тӑракан Иштерек Ятламаса каласа пӗтерме те памарӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хыҫалта вӗсен калаҫӑвне итлесе пыракан тепӗр тӗкӗрҫӗ Ахтупая хыттӑн вӑрҫса тӑкрӗ:

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай Северьян сӑмахӗсенче шӳт тунисӗр пуҫне темле вылянчӑк туйӑм пуррине сиссе илчӗ те хӗрпе каччӑ калаҫӑвне пушшех тӑнласа итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех