Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫ сăмах пирĕн базăра пур.
калаҫ (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
12. Хӑвӑн тӑвану ҫинчен суя сӑмах ан кӑлар, тусу ҫинчен те суя суйса ан калаҫ.

12. Не выдумывай лжи на брата твоего, и не делай того же против друга.

Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Чӑнлӑха хирӗҫ ан калаҫ, ху мӗн пӗлменнинчен вӑтанса тӑр.

29. Не противоречь истине и стыдись твоего невежества.

Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Тӗрӗс сута хӳтӗлесе, чухӑнпа кӗлмӗҫе хунтӑласа калаҫ.

9. Открывай уста твои для правосудия и для дела бедного и нищего.

Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Хӑйсене хӳтӗлеме пултарайман йӑваш ҫыншӑн, тӑлӑх ачасемшӗн калаҫ.

8. Открывай уста твои за безгласного и для защиты всех сирот.

Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Вара Хелкия ывӑлӗ Елиаким, Севна тата Иоах ӗнтӗ Рабсака ҫапла каланӑ: эсӗ чурусене арамейла кала — эпир ӑнланатпӑр; пирӗнпе еврейла ан калаҫ — пире хӳме ҫинчи ҫынсем илтме пултараҫҫӗ, тенӗ.

26. И сказал Елиаким, сын Хелкиин, и Севна и Иоах Рабсаку: говори рабам твоим по-арамейски, потому что понимаем мы, а не говори с нами по-иудейски вслух народа, который на стене.

4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Иоав ӗнтӗ патша патне пӳрте кӗнӗ те каланӑ: паян эсӗ хӑвӑн тарҫусене пурне те намӑслантарса пӗтертӗн, вӗсем вара паян санӑн пурӑнӑҫна та, сан ывӑлусемпе хӗрӳсен пурӑнӑҫне те, арӑмусен пурӑнӑҫне те, ҫум-арӑмусен пурӑнӑҫне те ҫӑлса хӑварчӗҫ; 6. эсӗ хӑвна курайманнисене юрататӑн, хӑвна юратакансене кураймастӑн, ӗнтӗ эсӗ паян ҫарпуҫсемпе тарҫусем саншӑн ниме те тӑманнине кӑтартса патӑн; Авессалом чӗрӗ юлнӑ пулсассӑн, эпир пурте вилсе пӗтнӗ пулсассӑн, саншӑн кӑмӑллӑрах пулатчӗ — паян эпӗ ҫакна пӗлтӗм; 7. ӗнтӗ тӑрса тух та хӑвӑн чурусемпе чӗререн калаҫ, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑватӑп, тухмастӑн пулсассӑн, кӗҫӗр санӑн пӗр ҫын та юлмӗ; ку вара саншӑн ҫамрӑклӑхунтан пуҫласа паян кунччен тӳснӗ мӗнпур инкекрен чи йывӑртараххи пулӗ, тенӗ.

5. И пришел Иоав к царю в дом и сказал: ты в стыд привел сегодня всех слуг твоих, спасших ныне жизнь твою и жизнь сыновей и дочерей твоих, и жизнь жен и жизнь наложниц твоих; 6. ты любишь ненавидящих тебя и ненавидишь любящих тебя, ибо ты показал сегодня, что ничто для тебя и вожди и слуги; сегодня я узнал, что если бы Авессалом остался жив, а мы все умерли, то тебе было бы приятнее; 7. итак встань, выйди и поговори к сердцу рабов твоих, ибо клянусь Господом, что, если ты не выйдешь, в эту ночь не останется у тебя ни одного человека; и это будет для тебя хуже всех бедствий, какие находили на тебя от юности твоей доныне.

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Эпӗ паян сана каласа хӑваракан ҫак сӑмахсем санӑн чӗрӳнте [тата санӑн чунунта] пулччӑр; 7. вӗсене хӑвӑн ачусене вӗрент, вӗсем ҫинчен килӳнте ларнӑ чухне те, ҫулпа пынӑ чухне те, ҫывӑрма выртсассӑн та, ир тӑрсассӑн та калаҫ; 8. астуса тӑмашкӑн эсӗ вӗсене аллу ҫумне ҫых, вӗсем санӑн ҫамкуна ҫыхмалли хӑю пулччӑр, 9. вӗсене хӑвӑн ҫуртун алӑк сулли ҫине, хапху ҫине ҫырса хур.

6. И да будут слова сии, которые Я заповедую тебе сегодня, в сердце твоем [и в душе твоей]; 7. и внушай их детям твоим и говори о них, сидя в доме твоем и идя дорогою, и ложась и вставая; 8. и навяжи их в знак на руку твою, и да будут они повязкою над глазами твоими, 9. и напиши их на косяках дома твоего и на воротах твоих.

Аст 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Хӑлхасӑр ҫынна хурласа ан калаҫ, суккӑр умне ӑна такӑнтарса ӳкерме нимӗн те ан хур; [Ҫӳлхуҫаран,] хӑвӑн Туррунтан хӑра.

14. Не злословь глухого и пред слепым не клади ничего, чтобы преткнуться ему; бойся [Господа] Бога твоего.

Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех