Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Ҫӳлхуҫа каларӗ: «Васанран каялла антарӑп, тинӗс тӗпӗнчен кӑларӑп: 24. уруна тӑшманусен юнне чикӗн, вӗсен юнӗ йыттусене пулӗ» терӗ.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Турӑ Хӑйӗн сӑваплӑ Ҫуртӗнче каларӗ: «савӑнӑп, Сихеме уйӑрса парӑп, Сокхоф айлӑмне виҫсе уйӑрӑп: 9. Галаад — Манӑн, Манассия — Манӑн, Ефрем — Манӑн пуҫӑм тӗрекӗ, Иуда — Манӑн туя, 10. Моав — Эпӗ ҫӑвӑнакан савӑт; Эдом ҫине аттӑмпа таптӑп. Эй Филисти ҫӗрӗ, мана хавассӑн кӑшкӑрса кӗтсе ил!» терӗ.
Пс 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ун чухне вӗсене ҫиллипе каласа, вӗсене хаярлӑхӗпе шуйхатса ӳкерӗ: 6. «Хамӑн Патшама Хамӑн сӑваплӑ Сион тӑвӗн патшине Эпӗ лартрӑм#; 7. Турӑ ирӗкне пӗлтеретӗп: Ҫӳлхуҫа Мана каларӗ: Эсӗ — Манӑн Ывӑлӑм; Эпӗ Сана паян ҫуратрӑм; 8. ыйт Манран — Сана халӑхсене еткерлӗхе парӑп, ҫӗре вӗҫӗ-хӗррипех Сан аллуна парӑп. 9. Эсӗ вӗсене тимӗр туюпа парӑнтарӑн; вӗсене тӑм савӑт-сапа пек ҫапса салатӑн» терӗ.
Пс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл ӗнтӗ ҫапла каларӗ: «Турра юрӑхлӑ пурӑнни этеме усӑ кӳмест» терӗ.9. Потому что он сказал: нет пользы для человека в благоугождении Богу.
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл каларӗ, хушрӗ пулсан — ун сӑмахӗ ахаль пулмӗ.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл вара мана хирӗҫ ҫапла каларӗ: санӑн ырӑ кӑмӑлупа тӳрӗлӗхӳн усси ӑҫта-ха? авӑ вӗсем сан ҫинче еплерех курӑнчӗҫ! терӗ.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Арӑм мана ҫапла каларӗ: куна мана тӳлев ҫумне хушса парнелерӗҫ, терӗ.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл каялла килчӗ те ҫапла каларӗ: пирӗн йӑх ҫыннине, пӑвса вӗлернӗскерне, урама кӑларса пӑрахнӑ, терӗ.3. И пришел он и сказал: отец мой, один из племени нашего удавленный брошен на площади.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Неемия каларӗ: ӗнтӗ кайӑр та тутлӑ ҫийӗр, пылак ӗҫӗр, нимӗн те хатӗрлейменнисем патне пай ярса парӑр, ҫакӑ куна эпир Ҫӳлхуҫамӑра халалланӑ!
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл мана пророклах каларӗ пулин те, эпӗ ӑна Турӑ яманнине, ӑна Товияпа Санаваллат хӑйсем майлӑ ҫавӑрнине ӑнкарса илтӗм.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпӗ Шемаия патне — Мегетавел ывӑлӗн Делаиян ывӑлӗ патне — пытӑм, вӑл ун чухне килӗнчен те тухмастчӗ; вӑл мана каларӗ: Турӑ Ҫуртӗнче тӗл пулар, каяр та хамӑр хыҫҫӑн алӑка питӗрсе лартар, мӗншӗн тесессӗн сана вӗлерме килмелле, ҫӗрле сана вӗлерме килеҫҫӗ, терӗ.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара патша, — ун ҫумӗнче майра патша ларатчӗ, — каларӗ мана: эсӗ нумайлӑха каясшӑн-и, хӑҫан таврӑнатӑн? терӗ.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Патша мана каларӗ: мӗншӗн сӑну хурлӑхлӑ санӑн? Ҫук, эсӗ чирлӗ мар, сана темӗскер канӑҫ памасть пулмалла, терӗ.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Халӗ ӗнтӗ акӑ Ҫӳлхуҫа ҫав суялӑх сывлӑшне санӑн пророкусен чӗлхи-ҫӑварне кӗме чарман, анчах Ҫӳлхуҫа сан ҫинчен ырӑ мар каларӗ, тенӗ Михей.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа каларӗ: эсӗ илӗртсе ҫавӑрӑн ӑна, ӗлкӗрӗн; кай та ҫапла ту, терӗ.И сказал Он: ты увлечешь его, и успеешь; пойди и сделай так.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Лешӗ каларӗ: тухӑп та унӑн пур пророкӗн чӗлхи-ҫӑварӗнче те суялӑх сывлӑшӗ пулса тӑрӑп, терӗ.21. Тот сказал: я выйду, и буду духом лжи в устах всех пророков его.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа каларӗ: Ахава, Израиль патшине, кам илӗртӗ-ши Галаад ҫӗрӗнчи Рамофа вӑрҫӑпа кайма, ҫавӑнта тӗп пулма? терӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫапах та Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ аттемӗн пӗтӗм килӗнчен ӗмӗрӗпе Израиль патши пулма мана суйласа илчӗ, ӗнтӗ Вӑл Иудӑна ҫулпуҫ пулма суйланӑ, аттемӗн килӗ вара Иудӑн килӗнче шутланать; аттемӗн ывӑлӗсенчен вара пӗтӗм Израиль патшине лартма мана кӑмӑл тунӑ, 5. манӑн мӗнпур ывӑлӑмран, — Ҫӳлхуҫа мана нумай ывӑл пачӗ, — Вӑл Соломон ывӑлӑма Ҫӳлхуҫа патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларма, Израиль патши пулма суйласа илчӗ, 6. вара мана ҫапла каларӗ: Манӑн Ҫуртӑма, Манӑн картишӗмсене Соломон ывӑлу тӑвӗ, Эпӗ ӑна Хамӑн ывӑлӑм пулма суйласа илтӗм, Эпӗ вара унӑн ашшӗ пулӑп, 7. Манӑн ӳкӗтӗмсене, Эпӗ хывнӑ йӗркесене хальчченхи пекех пурӑнӑҫа килтерсе пырсассӑн, унӑн патшалӑхне ӗмӗрлӗхе ҫирӗплетӗп, терӗ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Анчах Турӑ мана каларӗ: санӑн Ман ятӑмпа Ҫурт лартма тивӗҫ ҫук, мӗншӗн тесессӗн эсӗ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ ҫын, эсӗ юн юхтарнӑ, терӗ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эхер те эсир мана: «эпир хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра шанатпӑр» тетӗр пулсассӑн, Езекия вара Ӑна тӳпем вырӑнсенче парне кӳнине чарса лартрӗ те Иудӑна тата Иерусалима ҫапла каларӗ: «Иерусалимра, ҫакӑ парне вырӑнӗ умӗнче кӑна пуҫҫапӑр» терӗ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.