Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ах, эсир халӗ Унӑн сассине илтес пулсанччӗ: 8. «чӗрӗре Мерива патӗнче, пушхирте Масса кунӗнче хаярлатнӑ пек ан хаярлатӑр, 9. унта Мана сирӗн аҫӑрсем сӑнарӗҫ, Мана сӑнарӗҫ-тӗрӗслерӗҫ, хӑйсем вара Манӑн ӗҫӗме курчӗҫ. 10. Ҫав ӑру Мана хӗрӗх ҫул вӗчӗрхентерчӗ, вара каларӑм: ку — чӗри аташакан халӑх; вӗсем Манӑн ҫулсене пӗлмерӗҫ, терӗм, 11. ҫавӑнпа Эпӗ ҫиллӗмпе тупа турӑм: вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма кӗреймӗҫ, терӗм».
Пс 94 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ каларӑм: эсир — турӑсем, эсир пурсӑр та — Ҫӳлти Турӑ ывӑлӗсем; 7. пӗрех эсир те ытти ҫынсем пекех вилетӗр, кирек хӑш пуҫлӑх ӳкнӗ пекех ӳкетӗр, терӗм.
Пс 81 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗнтӗ каларӑм: «Ҫӳлти Туррӑн сылтӑм алли улӑшӑннӑ — манӑн асапӑм ҫакӑ» терӗм.11. И сказал я: "вот мое горе - изменение десницы Всевышнего".
Пс 76 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Каларӑм вара: «кӑвакарчӑн ҫуначӗ пек ҫунат кам парӗ-ши мана? вӗҫсе кайӑттӑм та ларса канӑттӑм; 8. аякка вӗҫсе кайӑттӑм та пушӑ хирех юлӑттӑм; 9. ҫавраҫилтен, ҫил-тӑвӑлран тарса пытанӑттӑм» терӗм.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа! хӗрхенсем мана, чунӑма сыватсам: эпӗ Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗм, терӗм.5. Я сказал: Господи! помилуй меня, исцели душу мою, ибо согрешил я пред Тобою.
Пс 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Санӑн тӳрӗлӗхне чӗрере пытарса тӑмарӑм, Санӑн тӗрӗслӗхӳ ҫинчен, Эсӗ ҫӑлни ҫинчен каларӑм, Санӑн ырӑлӑхупа Санӑн чӑнлӑхна аслӑ пуху умӗнче пытарса тӑмарӑм.
Пс 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑн чухне каларӑм: хамах пыратӑп, терӗм; ман ҫинчен кӗнекере ҫырса хунӑ: 9. эй Туррӑм, эпӗ Санӑн ирӗкне туса тӑрасшӑн, Санӑн саккуну — чӗрем варринчех, терӗм.
Пс 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Каларӑм: чӗлхемпе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе хамӑн ҫулсене астуса тӑрӑп; усал ҫын умӑмра тӑнӑ чухне чӗлхе-ҫӑварӑма чаруллӑ тытӑп, терӗм.
Пс 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ каларӑм: [тӑшманӑмсем] эпӗ пӗтнине курса ан савӑнайччӑр; ман ура такӑнсассӑн вӗсем ман умӑмра ан мухтанайччӑр, терӗм.
Пс 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хам ырӑ курса пурӑннӑ чухне каларӑм: «ӗмӗрне те такӑнассӑм ҫук» терӗм.7. И я говорил в благоденствии моем: "не поколеблюсь вовек".
Пс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫана каларӑм: Эсӗ — манӑн Ҫӳлхуҫамӑм; маншӑн Санран ытла ырри ҫук, терӗм.2. Я сказал Господу: Ты - Господь мой; блага мои Тебе не нужны.
Пс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Пӗрре каларӑм, урӑх чӗнессӗм ҫук, иккӗ те каларӑм, тек шарламастӑп.35. Однажды я говорил, - теперь отвечать не буду, даже дважды, но более не буду.
Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Пурте — пӗр; ӗнтӗ ҫавӑнпа каларӑм: Вӑл айӑпсӑррине те, айӑплине те пӗтерет, терӗм.22. Все одно; поэтому я сказал, что Он губит и непорочного и виновного.
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ каламаллине каларӑм, манӑн пӗр сӑмахӑм та ахаль пулмӗ.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Сирӗнтен нимӗн те пытармастӑп; мӗн калассине каларӑм ӗнтӗ: патша вӑрттӑнлӑхне пӗлтерменни аван, Турӑ ӗҫӗсене пӗлтерни — мухтава тивӗҫлӗ.
Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Апат-ҫимӗҫ нумаййине курсан, эпӗ ывӑлӑма каларӑм: кай та хамӑр тӑвансенчен пӗр-пӗр мӗскӗне, Ҫӳлхуҫана манман ҫынна, тупса кил, эпӗ унччен кӗтӗп сана, терӗм.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
70. Ҫавӑн чухне эпӗ хам кулянса ларнӑ вырӑнтан тӑтӑм та туртса ҫурнӑ тумтирӗм вӗҫҫӗнех, ҫурса антарнӑ священник тумӗпех, чӗркуҫлентӗм те аллӑмсене Ҫӳлхуҫа еннелле ҫӗклесе ҫапла каларӑм: 71. эй Ҫӳлхуҫамӑм!
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Вара вӗсене каларӑм: эсир те Турӑшӑн таса, ҫак савӑтсем те таса, ҫавӑн пекех аттемӗрсен Ҫӳлхуҫа Туррине тупа тунипе панӑ ылтӑнпа кӗмӗл те таса, терӗм.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Анчах унта священниксемпе левитсенчен никама та курмарӑм, 43. эпӗ вара Елеазар, Идуил, Маасман, Алнафан, Мамей, Самей, Иоривон, Нафан, Еннатан, Захария, Мосоллам пуҫлӑхсемпе ӑсчахсем патне ҫынсем ятӑм, 44. вӗсене Касифье теекен вырӑнта пуҫлӑхра тӑракан Доддей патне кайма каларӑм, 45. Доддейпе унӑн ҫав Касифье теекен вырӑнта пурӑнакан тӑванӗсене Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли священниксем ярса паччӑр тесе калама хушрӑм.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене Турӑ ячӗпе тупа тутарса ҫапла каларӑм: хӑвӑр хӗрӗрсене вӗсен ывӑлӗсене ан парӑр, вӗсен хӗрӗсене хӑвӑр ывӑлӑрсем валли, хӑвӑр валли ан илӗр.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.