Шырав
Шырав ĕçĕ:
21. Ӗнтӗ эпӗ вӗсене хытах каларӑм: мӗншӗн эсир хӳме ҫумӗнче ҫӗр каҫатӑр?21. Но я строго выговорил им и сказал им: зачем вы ночуете возле стены?
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иерусалима килсессӗн, эпӗ Елиашив тунӑ начар ӗҫ ҫинчен, Товияна Турӑ Ҫурчӗн картишӗнче пӳлӗм пани ҫинчен, пӗлтӗм, 8. ҫакӑ мана питех те тарӑхтарчӗ, эпӗ вара Товия япалисене пурне те пӳлӗмрен кӑларса ывӑтрӑм, 9. пӳлӗмсене тасатма каларӑм, унта каллех Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене, тырӑ-пулӑ парнипе латӑна кӗртсе хума хушрӑм.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ хамӑн пӗртӑванӑма Ханание тата керем пуҫлӑхне Хананияна, шанчӑклӑ та Турӑран хӑраса пурӑнакан ҫынна, — ун пек ҫын сайра вӑл, — Иерусалим хулине тытса тӑраканӗсем турӑм та 3. вӗсене ҫапла каларӑм: хӗвел хӗртме пуҫламасӑр Иерусалим хапхисене ан уҫӑр.
Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тумтирӗм аркине силлерӗм те каларӑм: ҫак сӑмаха тытман кирек хӑш ҫынна та Турӑ ҫапла силлетӗр, унӑн килӗ-ҫуртӗнчен те, хуҫалӑхӗнчен те ҫапла силлесе илтӗр те, вӗсем пуш-пушӑ юлччӑр! терӗм.
Неем 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тата ҫапла каларӑм: лайӑх мар тӑватӑр эсир.
Неем 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӗсене хирӗҫ пысӑк пуху пуҫтартӑм та 8. каларӑм: ытти халӑхсене сутнӑ хамӑр тӑванӑмӑрсене, иудейсене, эпир вӑй ҫитнӗ таран каялла тӳлесе илеттӗмӗр, эсир вара хӑвӑр тӑванӑрсене сутатӑр, вӗсем те хӑйсене хӑйсем сутаҫҫӗ, терӗм.
Неем 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Чӗрем те пӑлханса кайрӗ манӑн, аслӑ ҫынсемпе пуҫлӑхсене эпӗ хытах ятласа каларӑм: эсир хӑвӑр тӑванӑрсенчен ытлашши илетӗр, терӗм.
Неем 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫавӑн чухне эпӗ халӑха тата ҫапла каларӑм: кашниех хӑйӗн чури-тарҫипе пӗрле Иерусалимрах ҫӗр выртса тӑтӑр, — вӗсем ҫӗрле хуралта, кӑнтӑрла ӗҫре пулӗҫ, терӗм.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара эпӗ аслӑ ҫынсемпе пуҫлӑхсене, ытти халӑха каларӑм: ӗҫӗ ку пысӑк та анлӑ, эпир хӳме тӑрӑх саланса пӗтнӗ, пӗр-пӗринчен аякра ӗҫлетпӗр; 20. ҫавӑнпа та трупа сассине хӑш енчен илтетӗр, ҫав вырӑна пирӗн пата пуҫтарӑнӑр; Туррӑмӑр пирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫӗ, терӗм.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара пӑхса ҫаврӑнтӑм та, тӑтӑм та аслӑ ҫынсемпе пуҫлӑхсене тата ытти халӑха ҫапла каларӑм: вӗсенчен ан хӑрӑр; аслӑ та хӑрушӑ Ҫӳлхуҫамӑра асра тытӑр, хӑвӑр тӑванӑрсемшӗн, хӑвӑр ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсемшӗн, хӑвӑр арӑмӑрсемпе килӗрсемшӗн ҫапӑҫӑр, терӗм.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ вӗсене хуравласа каларӑм: Ҫӳлти Турӑ пире пулӑшма васкать, эпир ӗнтӗ, Унӑн чурисем, хуламӑра юсама тытӑнӑпӑр, сирӗн вара Иерусалимра пай та, ирӗк те, тивӗҫ те ҫук, терӗм.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ӗнтӗ вӗсене каларӑм: хӑвӑрах куратӑр, мӗн тери синкер-сехмет тӳсетпӗр эпир: Иерусалим пуш-пушӑ, ун хапхисене ҫунтарса янӑ; тытар та Иерусалим хӳмине туса лартар, малашне ҫапла мӑшкӑл курса пурӑнар мар, терӗм.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Каларӑм: патшанӑн кӑмӑлӗ пулсассӑн, вӑл мана юханшыв леш енчи ҫӗрсен пуҫлӑхӗсене кӑтартма ҫырусем ҫырса патӑрччӗ: ҫапла вӗсем мана Иудейӑна пӗр чӑрмавсӑр ҫитсе ӳкме паччӑр, терӗм, 8. ҫавӑн пекех патша вӑрманӗсене пӑхса тӑракан Асаф валли ҫырнӑ ҫыру та пултӑрччӗ: вӑл мана Турӑ Ҫурчӗ ҫумӗнчи керем хапхи валли, хула хӳми валли тата хам пурӑнас ҫурт валли йывӑҫ патӑрччӗ, терӗм.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ ҫӳлти Турра кӗлтурӑм та 5. патшана каларӑм: патшашӑн кӑмӑллӑ пулсассӑн, санӑн умӑнта чуру ырӑлӑх тупрӗ пулсассӑн, мана Иудейӑна — аттемсен тупӑкӗсен хулине — ярсамччӗ, эпӗ ӑна юсаса тирпее кӗртем, терӗм.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ хӑрасах ӳкрӗм те 3. патшана каларӑм: ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтӑр патша!
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫак сӑмахсене илтсессӗн, эпӗ лартӑм та йӗрсе ятӑм, темиҫе кун хуйхӑрса ҫӳрерӗм, типӗ тытрӑм, ҫӳлти Турра кӗлтурӑм, 5. ӗнтӗ ҫапла каларӑм: эй тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ, аслӑ та хӑрушӑ Турӑ!
Неем 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Каҫхи парне вӑхӑтӗнче эпӗ хам кулянса ларнӑ вырӑнтан тӑтӑм та ҫурса антарнӑ аялти-ҫиелти тумтирӗм вӗҫҫӗнех чӗркуҫлентӗм, аллӑмсене Ҫӳлхуҫа Туррӑм еннелле ҫӗклесе 6. ҫапла каларӑм: эй Туррӑмҫӑм!
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара эпӗ вӗсене каларӑм: сире Ҫӳлхуҫана халалланӑ, ҫак савӑт-сапана та Ӑна халалланӑ; ку ылтӑнпа кӗмӗле аҫӑрсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине парнеленӗ.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ ӑна каларӑм: эпӗ — амаликсем, терӗм.
2 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вооз вара Руфе каланӑ: итле-ха, хӗрӗм, пучах пухма урӑх ана ҫине ан кай, кунтан ан кай, ҫакӑнта манӑн хӗрарӑм тарҫӑмсемпе пӗрле ҫӳре; 9. санӑн куҫу умӗнче вӗсем выракан ана пултӑр, вӗсем хыҫҫӑн ҫӳре; эпӗ тарҫӑмсене хытарсах каларӑм: вӗсем сана тивмӗҫ; ӗҫессӳ килсессӗн манӑн тарҫӑсем ӗҫекен савӑтран ӑсса ӗҫ, тенӗ.
Руфь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.