Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Ӗҫ кашкӑр мар, вӑрмана тармасть», — тесе ахальтен каламаҫҫӗ иккен вӗсем.
Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№
Ватӑсене мӗнлерех хакланине кура пӗтӗм обществӑна пахалама пулать тесе ахальтен каламаҫҫӗ.
Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Тӑван ҫӗр туртӑмӗ пысӑк тесе ахаль каламаҫҫӗ пулӗ ҫав.Не даром, наверно, говорят, что сила притяжения родного края большая.
Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
«Алӗҫӗ — чун валли уяв», — тесе ахальтен каламаҫҫӗ вӗт.
«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
«Паллах. Малашне вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать. Раҫҫее вулакансен ҫӗршывӗ тесе ахальтен каламаҫҫӗ вӗт. Кӗнеке авалах пулнӑ, халӗ те пур, малашне те пулӗ», — калаҫӑва пӗтӗмлетрӗ библиотекарь.
Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Апла пулсан, тинӗс хӑйӗн патне туртать, илӗртет тесе ахальтен каламаҫҫӗ пулӗ...
«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20
26. Акӑ Вӑл уҫҫӑнах калаҫать, ҫавах Ӑна нимӗн те каламаҫҫӗ: пуҫлӑхсем Вӑл чӑнах та Христос иккенне пӗлсе ҫитмен-ши?
Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ сӑнаса тӑрсах итлерӗм: вӗсем тӳррине каламаҫҫӗ, хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн пӗри те ӳкӗнмест, никам та: «мӗн туса хутӑм-ха эпӗ?» тесе каламасть; вӑрҫӑ хирӗнче талпӑнакан ут пек, кашнийӗ хӑйӗн ҫулӗпе чупать.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем ҫак сӑмах вӗрентнӗ пек каламаҫҫӗ пулсассӑн, апла вӗсенче ҫутӑ ҫук.
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Пурте вӗсем хӑйсен аллине шанаҫҫӗ, харпӑр хӑй ӗҫӗнче ӑста вӗсем; 37. вӗсемсӗр хула та лартас ҫук, вӗсем урӑх вырӑна, унта-кунта куҫса ҫӳрес ҫук; 38. ҫапах та ҫав ҫынсемпе канашланмаҫҫӗ, вӗсем пухура та чыслӑ вырӑн йышӑнмаҫҫӗ, тӳре вырӑнӗнче лармаҫҫӗ вӗсем, сут ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ, вӗрентсе те каламаҫҫӗ, хурламаҫҫӗ те; 39. вӗсем пурӑнан пурӑнӑҫра мӗн кирлине туса тӑраҫҫӗ, кӗлтӑвасса та вӗсем хӑйсен ӗҫӗ валли ӑнӑҫлӑх ыйтса кӗлтӑваҫҫӗ.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Халӑхра кӑшман пӗтӗм чиртен хӑтарать тесе ахальтен каламаҫҫӗ.
Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№
Анчах оперативниксем вӗсен «статусӗ» улшӑнмӗ тесе шантарсах каламаҫҫӗ.
Автомобиле - пăчкăпа! // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№